Андрей Думилин текех хусах мар

17 Авг, 2017

Кашни кун мĕнпе те пулин тĕлĕнтерет. Акă Раççейри паллă журналист Андрей Малахов декрет отпускне кайнă. Чим-ха, Чăваш Енри çăлтăрсем мĕнле пурăнаççĕ- ши? Вĕсен пурнăçĕнче мĕн çĕнни пулса иртнĕ? Туссем, «Çăлтăрсен Инстаграмри пурнăçĕ» рубрикăна малалла тăсма вăхăт çитрĕ.

Пĕрисем — хĕлле, теприсем кĕркунне çемье çавăраççĕ. Чылайăшĕшĕн вара туй кĕрлеттермелли чи лайăх вăхăт — çулла. Мĕншĕн тетĕр-и? Ара, хĕллехи пек кĕрĕк таврашĕ тăхăнмалла мар. Ташласа ывăнсан тумтире хывса ывăтсан та сивĕ мар. Шÿтлетĕп çеç. Чăваш эстрадинчи темиçе юрăç утă уй-ăхĕнче пÿрнине ылтăн çĕрĕ тăхăннă: «Янташ» ушкăн юрăçи Дмитрий Морозов, «Кайсас» ушкăн юрăçи тата Чăваш Наци радиовĕн ĕçченĕ Василий Иванов /Вася Васин/, Александр Ред… Хĕрсем, шел те, çак пултаруллă çамрăксем текех хусах мар. Чылай пикен чĕрине çунтарнă Андрей Думилин та халĕ çемьеллисен йышĕнче. Вăл савнийĕпе Аленăпа пĕрлешнĕ. Пурнăçри чи телейлĕ кунсенчен пĕри Думилинсен асĕнче чылайлăха çырăнса юлĕ. Ара, туйĕ 2017 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртнĕ. «7» хисеппе пуян куна ятарласа суйланă пулĕ-ха. Халĕ мăшăрăн чуп-чуп уйăхĕ: Андрейпа Алена Хура тинĕс хĕрринче хĕвел айĕнче хĕртĕнеççĕ. «Качча тух» юрра юрласах арăм тупрĕ пулмалла Ан-дрей! Вĕсен туйĕнче чăваш эстрадин чылай артисчĕ ташласа савăннă. «Эс хирти сар чечек», «Сана пула» тата ытти хитпа чапа тухнă юрăç мăшăрлану керменне кайиччен темиçе кун маларах çеç диплом илнĕ. Халĕ вăл — юридици специалисчĕ. Пултаруллă çын пур енĕпе те пултарать тесе ахальтен каламаççĕ çав. Çакна та пĕлтерем-ха: Андрей Думилин Мускава «Çăлтăрсен фабрикин» кастингне кайнă. Çакна çирĕплетсе вăл Инстаграмри страницине сăн ÿкерчĕк вырнаçтарнă. Çамрăк кастинг витĕр тухнă-и? Шел те, Андрей кун пирки нимĕн те шарламан.

Унпа пĕрле çĕршывăн тĕп хулине кайнă Сергей Лекеров вара хăйĕн страницинче пĕрремĕш тапхăр витĕр тухнине çырнă. «Оппа, чиперкке!», «Туйăмпа» тата ытти юрăпа халăх юратăвне çĕнсе илнĕ юрăçа мухтакан чылай. Пĕрисем: «Маттур», «Саншăн «чирлетпĕр», — тесе çырнă. Евгений Григорьев шоумен та ăна хавхалантарса шÿтлĕ комментари хăварнă: «Серега, эпир сана шанатпăр. Мускавра Батырево мĕнне кăтарт. Тиматине салам кала». Чăваш каччисем Мускава парăнтарасса, пысăк сцена çине тухасса шанас килет. Эпир те ăнăçу сунатпăр сана, Сергей! Патăрьел районĕн каччи мăй çине татуировка тунине те çырмасăр хăварам мар. Сергей музыкăна чунран юратни каламасăрах паллă халĕ: нота ÿкерттернĕ.

Ĕçлеме кăна мар, канма та пĕлмелле! Катя Петрова çакна яланах тĕпе хума тăрăшать. Халăх юратăвне çĕнсе илнĕ юрăç концерт, тĕрлĕ мероприяти хыççăн канăвне усăллă ирттерет. Çакна çирĕплетсе вăл Инстаграмри страницинче чылай сăн ÿкерчĕк вырнаçтарнă. Акă пушă вăхăтра Катя Петрова тăванĕсемпе кафере курнăçнă, яппунсен апачĕпе сăйланнă. Куна вара Шупашкарти заливра уçăлса çÿренипе вĕçленĕ. Унта мультфильмри Чебурашкăпа Гена крокодил кÿлеписем вырăн тупни-не эсир те курнă пулĕ-ха. Паллă юрăç çавăнта сăн ÿкерĕннĕ. Çакна та пĕлтерем: Катя Петрова хĕле хатĕр! Унăн холодильникĕ çырлапа тулнă. Пĕр сăн ÿкерчĕк айне вăл вĕсене кăмăлтан пуçтарнине çырнă. Вулакансем, эсир вара хĕле хатĕр-и?

Пушă вăхăта усăллă ирттермеллине Чăваш халăх артистки Людмила Семенова та лайăх пĕлет. Çакна унăн страницине кĕрсен çирĕплетме пулать. Сăн ÿкерчĕксене пăхнă май Людмила алла пăшал тытнине асăрхарăм. Тÿрех хăраса ан ÿкĕр — чăн-чăнни мар вăл! Пейнтбол вылямалли çеç. Халĕ ку вăйă питĕ анлă сарăлнă вĕт. Людмила хăйĕн страницине пăхса тăракансене те вылямашкăн сĕнет: «Часрах çитĕр. Хальлĕхе мана вĕлермен-ха». Комментари хăваракансем те тупăннă. «Люда, ан вилĕр. Эсир пире кирлĕ». «Эсир вăйлă хĕрарăм, теме те тÿсетĕр. Людăна нимĕнле автомат та илеймест. Робот- терминатор», — çапла çырнă. Строительсен кунĕнче вара юрăç трактор рулĕ умне ларнă. Чăнах та, пĕрре те шÿтлеместĕп. Анчах тракторне хускатнă-ши — пĕлместĕп. Юрăç «тимĕр ут» рулĕ умĕнче питĕ илĕртÿллĕ курăнать.

Çитес вăхăтра Алексей Московские уява чĕнме палăртрăр-и? Шел, ĕмĕтĕр пурнăçа кĕреймĕ. Ара, Елчĕк районĕн арĕ отпускра. Çапла, юрăçсен те канмалла-çке. Анчах ăçта канма кайнă вăл? Хальлĕхе нимĕнле сас-хура та çук. «Часах таврăнатăп, кичемленсе ан ларăр», — çапла çеç çырнă Алексей. «Лайăх канмалла пултăр», «Сăн ÿкерчĕксем кĕтетпĕр», — пĕри те тепри комментари хăварнă. «Арăм юнашар пулсан», «Ман юлташăн паян туй» тата ытти юрăпа чапа тухнă артист хăш курортра ÿт-пĕвне пиçĕхтернине часах пĕлĕпĕр пулĕ-ха. Хальлĕхе унăн пурнăçĕнчи тепĕр çĕнĕлĕх пирки пĕлтернипех çырлахар. Паллă юрăç спортпа туслă пулнине çырнăччĕ ĕнтĕ. Хĕлле йĕлтĕрпе ярăнать, çулла чупать вăл. Алексей ырă çак йăлана малалла тăсса хăйне евĕр чупăва хутшăннă. Елчĕк районĕн каччисем пĕрле пухăнса Шупашкарта чупнă. Юрăç çакна çирĕплетсе хăйĕн страницине видео вырнаçтарнă. «Чупу — юлташсемпе тĕл пулса калаçмалли, опытпа, çĕнтерÿсемпе, çĕнĕ шухăшсемпе пайланмалли мел. Паян пĕрисем — çурма марафон, теприсем 13 е 8, 7, 5 çухрăм чупрĕç. Ку пĕлтерĕшлех мар. Чи кирли — сывă ăс-тăн. Пире спорта юратни тата пĕрлехи ĕмĕт-тĕллев пĕрлештереççĕ. Хамăн ентешсене курма хавас пулчĕ. Куншăн чупăва йĕркелекене Алексей Лапшина тав», — тенĕ Алексей Московский. Таçта та çитме ĕлкĕрет çав Алексей. Пĕр кунра 5 туя, 1 юбилея ĕлкĕрме те май тупать. Пулă тытма та ухута вăл. Çакна çирĕплетекен сăн ÿкерчĕк те пур. Пуллисем мĕн тăршшĕне кăтартам-и? Чавса таранах!

«Çавал» ансамбль солисчĕ Александр Арсентьев чикĕ леш енчен таврăннă. Тĕрĕссипе, вăл унта канма кăна мар, ĕçлеме те кайнă. Ансамбль 5 çĕршыва çитнĕ. Вĕсен çул çÿревĕ Польшăран тытăннă. Унта вĕсен кăлтăк сиксе тухнă. «Хăна çуртĕнче вырăн çук, çавăнпа автобусра çывăратпăр», — çырнă Александр пĕр сăн ÿкерчĕк айне. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.