Яппун каччи чăвашла вĕренет

17 Авг, 2017

«Пĕр чĕлхе — пĕр ăс, çичĕ чĕлхе — çичĕ ăс», — тенĕ ваттисем. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш чĕлхипе культурин пĕтĕм тĕнчери çуллахи шкулне çÿрекен Мураками Такенори 7 чĕлхе пĕлнипе çеç çырлахман, вăл 20 чĕлхе вĕренет, вĕсенчен 7-шĕнпе çăмăллăнах калаçать. Японири Токио университечĕн ют чĕлхесен факультечĕн аспиранчĕ чăвашла та вĕренесшĕн. Çавăнпах вăл методика литературипе словарьсем туяннă. Темиçе чĕлхе пĕлекен Мураками Такенорипе тĕл пулас тĕллевпе чăваш чĕлхи урокне васкарăм.

Чăваш чĕлхин занятийĕсене ЧПУн чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультечĕн до-ценчĕ Елена Чекушкина ертсе пырать. Вăл Мураками пĕрремĕш заняти хыççăнах чăвашла предложенисем йĕркелеме хăнăхса çитнине каласа тĕлĕнтерчĕ. Иккĕмĕш валли вăл 10 предложенирен тăракан текст çырса килнĕ. Япони çамрăкĕ вĕсене тĕрĕс йĕркеленинчен преподаватель питĕ тĕлĕннĕ. Мураками ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнчех халĕ. «Шкулта ачасем 2-3 чĕлхе вĕренеççĕ. Анчах хăшĕ-пĕри вĕсене те тĕплĕн ăса хывасшăн мар. Мураками вара 7 чĕлхе лайăх пĕлет, тепĕр 13-шне вĕренет. Хăйĕн тĕслĕхĕпе вăл чĕлхесене вĕренни усăллă пулнине çирĕплетет. Вăл мĕн каланине хăвăртах ăса хывать. Унăн пуçĕ компьютер пекех ĕçлет. Мураками Такенори кун кĕнекине чăвашла çырса пырать. Чăваш Енри хăш-пĕр студент та çакна пурнăçлаймасть», — ют çĕршыв аспиранчĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ вĕрентекен.

Аспирант тăрăшни чăнах та куç кĕрет. Урокра вăл вырăсла предложенисене чăвашла çăмăллăнах куçарчĕ. Мураками Такенори саманапа тан утма талпăннине палăртмалла. Унăн умĕнче чăваш чĕлхине вĕренмелли кĕнеке, чăвашла-вырăсла икĕ словарь кăна мар, 6 планшет та выртатчĕ. Пытармастăп: манăн тÿрех ыйту çуралчĕ. Аспиранта ун чухлĕ планшет мĕн тума кирлĕ? Вĕсенче вăл хăйне кирлĕ информацие упрать иккен. Электрон словарьсемпе кĕнекесем — йăлтах алă айĕнче. Çак хатĕрпе усă курса вăл кун кĕнекине чăвашла çырса пырать. Мураками хăйĕн диссертацийĕнче Алтай чĕлхисен синтаксисне танлаштарасшăн. Çавăнпах вăл нумай чĕлхе вĕренет, тĕпчев валли материалсем пухать. Унпа эпир вырăсла калаçрăмăр. Анчах, тĕлĕнмелле те, вăл ку чĕлхене хăй лайăх пĕлекеннисен йышне кĕртмест. Мураками манăн ыйтусене вырăсла çеç мар, чăвашла та хуравлама тăрăшрĕ. Вăл япунла, тутарла, кăркăсла, французла, корейла, акăлчанла, казахла таса калаçать. Чăвашла вĕренме тытăниччен 30 çулти çамрăк ирçе, удмурт тата ытти чĕлхене ăса хывнă. Раççее Япони çамрăкĕ тăваттăмĕш хут килнĕ. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.