Архив - 23 Июл, 2015 - Çамрăксен хаçачĕ

23 Июл, 2015

Çăлтăрсен ачисем те çăлтăрла канаççĕ-и?

Кăçал хĕвел ăшшипе туллин киленсе те юлаймарăмăр - çур çу хыçа юлчĕ. Ачасен пĕр пайĕ вĕренÿрен пушă вăхăтра кану лагерĕсенче ÿт-пĕве пиçĕхтерет, çĕнĕ юлташсем тупса савăнать, тепĕр пайĕ аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патĕнче канать, ĕçпе пиçĕхет, ыттисем вара ниçта кайма май çуккипе ашшĕ-амăшĕ çумĕнчех "лараççĕ". Чăваш эстрада артисчĕсен шăпăрланĕсем çуллахи каникула ăçта тата мĕнле ирттереççĕ? Пирĕн çулленхи тĕпчев - паянхи номерте.

23 Июл, 2015

Пĕччен чарлан

Йĕпреç вăрманĕн уçланкинче вырнаçнă утар ытла та ир килнĕ çуркуннен пин-пин сассипе тулнă. Сарă чечеклĕ симĕс курăк-кавир çийĕн пыл хурчĕсем хавассăн сĕрлесе вĕçеççĕ, çурхи кун илемĕпе савăнаççĕ, тин çеç çурăлнă чечексен тусанне пухаççĕ. Пĕрин хыççăн тепри вĕллесем еннелле вĕçсе сĕткене асăрханса йăтаççĕ. Утар çумĕнчех вырнаçнă сирень йывăççи таврана ырă шăршă сарнă. Шап-шур çеçкисене çурнăскер пирĕшти пекех илĕртÿллĕ. Йывăç пÿрт хыçĕнчи пĕчĕк пахча та шап-шурах, шуракăшсем кÿлĕ хĕррине канма анса ларнă тейĕн.

23 Июл, 2015

Хыткукар амăшĕ ывăлне шиш! авлантарчĕ

Ташук тусăм, каçар та, сана часах хуравлаймарăм. «Çамрăксен хаçатĕнче» эсĕ ман пата çырнине курсан вара савăннипе чутах /ватă кăркка мар-и эпĕ, тьху!/ мачча таран сикеттĕм. Канфет пĕрремĕш хут хыпса курнă ача пек хĕпĕртесе сан çырăвна темиçе хут вуласа тухрăм. Ир тăратăп та - каллех Ташук тусăм аса килет, каллех хаçат уçса хуратăп. Ташук, тепĕр хут санран каçару ыйтатăп. Ара, хăвах пĕлетĕн: ялта пуç çĕклеме те вăхăт çук. Çĕр çырли упаленсе пуçтартăм. Ачасемшĕн тăрăшатăп вĕт. Хăйсем хĕвел питтинче выртса çырла пуçтарма шутсăр кахалланаççĕ.

Страницы