Архив - 2 Апр, 2014 - Çамрăксен хаçачĕ
Мускав çулĕ шуçлак
Чăваш Çĕпрелĕнчи Юмансен кунĕ
2014 çулхи нарăс уйăхĕнче Тутартсан Республикинчи Чăваш Çĕпрелĕнче чăваш культурин хăй евĕрлĕ çĕнĕ уявĕ - Юмансен кунĕ - ялта пурăнакан усламçă, 1956 çулта çуралнă Юман Александрович Игнатьев.
Кукка мар, патшалăх туса панă шурă пÿртре
Чăваш Енре ачалăхпа амăшлăха хÿтĕлес, çемье ыйтăвĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе Владимир Путин 2012 çулта ал пуснă указсем туллин пурнăçланаççĕ. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пырать. Кăçал нумай ачаллă çемьесен йышĕ татах та ÿсрĕ. Вĕсене çĕр лаптăкĕпе, пилĕк е ытларах ачаллисене хулара та, ялта та пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермелле. Анчах хăш-пĕр чухне вырăнти чиновниксем ĕçлесе çитерейменнине пула çемьесем патшалăх пулăшăвĕпе усă кураймаççĕ.
Икĕ уйăхра ÿссе ларнă
Туслăх хулине чăн-чăн хуçа килнине халăх та ĕненет
Эсир ман пекех çул çÿреме юрататăр-и? Апла-тăк атьăр-ха Ненец автономи округĕн тĕп хулине Нарьян-Мара çитсе килер. Чăвашсемшĕн мĕнпе кăсăклă-ха çав тăрăх? Чи малтанах, унта пирĕн ентешсем хăтлăх тупнă. Шăпах вĕсем юлашки çулсенче тавралăх çĕнелсе улшăнни çинчен каласа кăтартрĕç. Çакăнта чăваш хĕрарăмĕн тÿпи пысăк. 2012 çулта хула пуçлăхне суйланнă Татьяна Федорова Йĕпреç районĕнчи Кăшмасра çуралнă. Хусанти инженерипе-строительство институтĕнче, Ленинградри парти шкулĕнче пĕлÿ илнĕ вăл.