Комментировать

2 Апр, 2014

Тăван халăх умĕнчи тивĕç

Николай Федорович Угаслов. Çак çын прики питĕ нумай, унăн тĕрлĕ енлĕ ĕçĕсене шута илсен, вĕçĕ-хĕррисĕр калаçма пулать. Вăл - "ТУС" строительство компанийĕн генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ, "Тутарстан чăвашĕсен "Пăлхар" общество пĕрлешĕвĕн ертÿçи...

Ĕçне кура - мухтавĕ. Николай Федорович - ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Тутарстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ăслăлăх хисеплĕ докторĕ, Тутарстан Республикин Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕн хисеплĕ гражданинĕ. Наградисем те питĕ нумай унăн: "Наци мухтавĕ" ыр кăмăллăх фончĕн "Мухтавăн ылтăн çăлтăрĕ" орден, "Раççей экономикин лидерĕ" орден, Чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевăн палăкне ентешĕмĕрĕн тăван ялĕнче - Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче - лартнăшăн - И.Я.Яковлев орденĕ, Арменири Ленинакан хулинче çĕр чĕтреннине пĕтерме хутшăннăшăн - "Ĕçре палăрнăшăн" медаль/1990/, строительство организацийĕ енĕпе Пĕтĕм Раççейри конкурсра палăрнă чи лайăх проектшăн тивĕçнĕ Диплом /2006/, Чăваш наци конгресĕн "Наци паттăрĕ-2006" хисеп палли тата ытти те.

Кам вăл пирĕншĕн Николай Угаслов? Кулленхи пурнăçăн кирек хăш тытăмĕнче те ун пирки тивĕçлĕ хурав илме пулĕ. Паян эпир унпа хăйĕнпе калаçăпăр. Сăмахăмăр Чăваш наци конгресĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки пулĕ. Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче ăна ЧНК президентне суйланă. Ун умĕн тăватă çул Николай Федорович ЧНК вице-президенчĕ пулнăччĕ.

- Николай Федорович, сире ЧНК президенчĕн "тилхепине" шанса панăранпа пилĕк уйăх çеç иртрĕ, çапах та пурнăçланă ĕçсем те сахал мар. Эсир хăвăр хăшĕн пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă пулăттăр?

- Чи малтанах çак саманта палăртса хăвармалла. Унччен тем вăхăт хушши ЧНК çуртне конгреса тавăрасси пирки калаçнă, анчах усси пулмарĕ. Халĕ ыйтăва татса пама пултартăмăр. Çакă - пĕрремĕш пысăк çитĕнÿ, çĕнтерÿ. Иккĕмĕшĕ - ЧНКан тытăмне çĕнетни. Комитетсем йĕркелесе ятăмăр. Халĕ вĕсем - 12. Кашнийĕ пурнăçăн вăл е ку сферипе çыхăннă. Вĕсем хăйсен планĕпе ĕçлеççĕ.

- ЧНКан хăйĕн саккунлă çурчĕ пур терĕмĕр. Тĕрĕссипе, ăна та йĕркене кĕртмелле. Мĕн тума палăртнă?

- Юсав ĕçĕсене пуçăннă ĕнтĕ, анчах пур ыйту та укçа çине "тăрăнать". Историпе культура палăкĕ шутланакан çурта тул енчен тирпей-илем кÿртме патшалăх пулăшать, шалтисене хамăр вăйпа пурнăçлăпăр. Паллах, ĕç питĕ нумай, çавăнпа хальхи вăхăтра васкаварлă, питĕ пĕлтерĕшлине çеç тума пултаратпăр. Вăй илсе пынă май пÿлĕмсене тĕпрен юсама, конструкцисене, никĕсе çĕнетме тĕллев тытнă. Ун чухне ятарлă специалистсене явăçтарăпăр.

Республика кунне паллă тунă вăхăтра ЧНКан черетсĕр Аслă Пухăвне ирттерме палăртнă, косметика юсавне çав вăхăта вĕçлесшĕн.

- Эсир Чăваш наци конгресĕн ĕçĕнче çĕнĕ çын тееймĕн. "Тилхепене" алла илсен ăна хăш енне ытларах "туртма" пуçларăр? Мĕншĕн?

- Халĕ "тилхепене" сылтăмалла та, сулахаялла та туртмастпăр, малалла каятпăр. Мĕн лайăххи пулнă, ăна çĕнетсе пыратпăр.

- Киввинчен хăшĕ юрăхлă, хăшĕн никĕсĕ çирĕп тетĕр?

- Лайăххи - ЧНК халăхпа пĕрле пулни, республика тулашĕнчи йăхташăмăрсемпе туслă пурăнни. Çакна малалла тăсса, çĕнетсе, вăйлатса пырăпăр.

Çивĕч ыйтусем сахал мар. Вĕсем: çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхене вĕрентесси, хамăрăн историе тĕпчесси, чăваш культурине аталантарасси, ытти халăхпа туслă пурăнса пĕрлехи проектсем хатĕрлесси, ача-пăчана физкультурăпа кăсăклантарасси, хамăрăн сумлă çынсене чысласси, вĕсем пирки ыттисене пĕлтересси, çамрăк ăрăва çак ырă тĕслĕхсене тĕпе хурса çитĕнтересси.

- Николай Федорович, чăвашлăх аталанăвĕнче сирĕн тÿпе вышкайсăр пысăк: 2008 çулта Кăнна Кушкинче тăван халăхăн çутта кăларуçин Иван Яковлевăн палăкне лартса патăр, ун умĕн темиçе çул маларах Тутарстанри Аксу район центрĕнче - Чăваш халăх поэчĕн Николай Полоруссов-Шелепин палăкне, тăван ялăрта - чиркÿ, ун хыççăн Çĕпрелте - СССР авиаци промышленнăçĕн министрĕ пулнă, икĕ хутчен Социализм Ĕç Паттăрĕ ятне илнĕ Петр Дементьевăн палăкне. Çак ĕçсене тума мĕн хистенĕ сире?

- Пирĕн, Тутарстан чăвашĕсен, ентешлĕхĕ темиçе çул килĕштерсе ĕçлет. Маттур çыннăмăрсемпе - Алексей Трофимов академикпа, Порфирий Афанасьев поэтпа, Владимир Нагорнов скульпторпа /амăшĕ пирĕн ялтан/ тата ыттисемпе - тивĕçлипе мухтанатпăр.

Тепĕр чухне вĕсем мана пĕрле илсе çÿреççĕ. Çапла майпа "Чуваши Татарстана" кĕнеке кун çути курчĕ. Тăван республика çыннисен ĕмĕт-шухăшĕ канăçсăрлантарни вĕсене пулăшма хистет те. Акă, сăмахран, Аксусем Чăваш халăх поэчĕ ята пĕрремĕш тивĕçнĕ çынна унăн 100 çулхи юблейĕнчех палăк лартса ятне вилĕмсĕрлетес тесе ĕмĕтленнĕ. Шел те, ăна пурнăçа кĕртме тата чĕрĕк ĕмĕр кирлĕ пулнă.

Кăнна Кушкинчи тĕл пулу та асрах-ха. Ялта шкул та, Иван Яковлевăн музейĕ те пур. "Вĕсен варринче патриархăн палăкĕ тăрсан мĕнле аван пулмалла та", - терĕç ял çыннисем. «Пĕрлехи вăйпа пуçăнар эппин», - терĕм эпĕ те.

Мĕн асăрхарăм: çак ĕçсем хыççăн Тутарстанри йăхташсен пуçарулăхĕ чылай ÿсрĕ, шкул ачисем те лайăхрах вĕренме пуçланине пĕлтерчĕç.

- Хальхи вăхăтра ЧНК умĕнче мĕнле тĕллевсем?

- Малтанхи документсене йĕркене кĕртсе ĕçлеттерсе ярасси. Юрист ĕçĕсем нумай, Устав, положенисем хатĕрлемелле. Документсене çуллахи съездра çирĕплетсен умри ĕç-пуç йĕркеленсе каясса шанатăп.

- Юлашки вăхăтра ЧНК филиалĕсем районсенче те чăмăртанма пуçларĕç мар-и?

- Вĕсем Чăваш Енри районсенче çеç мар, Тутарстанри чăваш районĕсенче те пур. Хамăр ĕçсене вĕсен урлă пурнăçласа пыратпăр. Тĕллевсем уçăмлă: ачасене тăван чĕлхене юратма вĕрентесси, хамăрăн йăласене упрасси, культурăна çĕклесси, авалхи уявсене çĕнĕ вăй парасси, тавăрасси.

Халăхăн сывлăхĕ те шухăшлаттарать пире. Чăваш ялĕсенче лайăх мар йăла - эрех-сăрапа яйкашасси - тымар ярать. Унпа кĕрешес тĕллевпе районсене тухтăрсен ушкăнĕсем тухса лекцисем ирттереççĕ. Ку енĕпе Куславкка ентешлĕхĕн ертÿçине Юрий Зорина палăртса хăварнă пулăттăм. Пирĕн хастарсем район, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе çыхăнса ĕçлеççĕ.

- Çак кунсенче ЧНК фончĕ çумĕнче Попечительсен канашĕ чăмăртанчĕ. Ун йышĕнче - сумлă йăхташсем, ĕçлĕ çынсем. Çавра сĕтел хушшине пуçтарăннăскерсем умри тĕллевсене тăван чĕлхепе калаçса уçăмлатни те кăмăла çĕклерĕ. Николай Федорович, Попечительсен канашĕн тĕллевне мĕнре куратăр?

- Чăваш наци конгресĕ - общество организацийĕ. Патшалăх май килнĕ таран пулăшсан та, тĕрлĕ проект хатĕрлесе грантсем çĕнсе илсен те - палăртнă ĕçсене пурнăçлама нухрат çитсе пымĕ. Çак тĕллевпе йĕркелерĕмĕр те ăна. Ниме - чăвашсен чи лайăх, шанчăклă юхăмĕ. Пĕрлехи вăйпа тем те тума пулĕ. Ĕç вара пирĕн нумай. "Хапха" умне çитсе тăнисем те, малашлăхрисем те. Республика кунĕнче Пĕтĕм чăвашсен иккĕмĕш Акатуйне ирттересшĕн. Кăçал вăл тата сумлăрах вырăнта - тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре - иртĕ. Тĕнче тăрăх саланса пĕтнĕ йăхташсене çеç мар, Республика кунне паллă тума ытти хутлăхран килекен хăнасене те тыткăнлама пултартăр вăл.

Манăçа тухса пыракан йăла-йĕркесене ÿкерсе, çырса юлма ĕлкĕрмелле, май килнĕ таран вĕсене çĕнĕ пурнăç памалла. Вырăна тухса экспедицисем ирттермелле, вĕсем тăрăх литературăсем пичетлемелле тата ытти те. Попечитель ĕçне тăван халăх умĕнчи тивĕçпе хакланă пулăттăм.

- Чăваш наци конгресĕн ĕçĕ-хĕлĕ вăй илсе пыни куç умĕнчех. Çакă хăшне-пĕрне тарăхтарать те мĕн. Пĕр блогер шухăшĕпе - Чăваш Ен иккĕмĕш Украина пулса тăрас хăрушлăх та пур иккен. Эсир мĕн каланă пулăттăр?

- Ăслă çын сăмахĕ мар ку. Пире бандеровщинăпа арпаштарма кирлĕ мар. Пирĕн тĕллев - пуринпе те туслă пурăнасси. Çак кунсенче çеç-ха Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче тĕрлĕ халăх хушшинчи "Новруз" уяв иртрĕ. Пĕр кĕрекере Чăваш Енре тымар янă туркменсем, таджиксем, азербайджансем, узбексем тĕл пулчĕç, вĕсене саламлама ытти халăх çыннисем те хутшăнчĕç. Эпир те, чăвашсем, хамăрăн уявсенче Чăваш Енĕн пысăк çемйинчи туссене курма яланах хавас.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.