"Чăвашлăха пĕтерес килмест"

2 Апр, 2014

Ачасем чăвашла калаçманшăн, ашшĕ-амăшĕ вĕсене пĕчĕкренех вырăсла пуплеме хăнăхтарнăшăн кулянатпăр. Çамрăксем тăван чĕлхепе калаçма вăтаннăшăн пăшăрханатпăр. Чăваш чĕлхи пĕтет тесе чан çапатпăр. Анчах тăван чĕлхемĕре упрассишĕн, ăна малалла аталантарассишĕн хамăрах яваплă мар-и-ха? Чи малтанах ку ашшĕ-амăшне, шкулсене пырса тивет. Тĕрĕссипе, аслисем хăйсен тăпренчĕкне тăван чĕлхепе калаçма, ăна хисеплеме хăнăхтармасан педагогсем те ачана хистесе вĕрентеймĕç. 9-мĕш класран вĕренсе тухакансене чăваш чĕлхипе изложени çыртарма йышăнсан, ахăртнех, чылайăшĕ хĕпĕртерĕ. Ку тăван чĕлхемĕре упраса хăварассишĕн тунă утăмччĕ-çке. Шел те, савăнăç нумая пымарĕ. Кăçал 9-мĕш классене вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче чăвашла изложени çырма хистемĕç. Ăна суйламалли предметсен йышне çеç кĕртнĕ. Чăваш чĕлхи учителĕсем кун пирки мĕн шухăшлаççĕ-ха? Ачасене ку йышăну савăнтарнă-и е хурлантарнă-и? Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, çав вăхăтрах библиотекарь тивĕçĕсене пурнăçлакан Любовь Адюкова чунне уçрĕ.

Ачасем изложени çырасшăн мар

Любовь Германовнăн шкулти библиотекăра ĕçленĕ май урок сехечĕ нумаях мар. Вăл 9-мĕш классене - чăваш чĕлхипе литературине, 8-мĕшсене литература вĕрентет.

- Кăçал та чăвашла изложени çыртарасса шаннăччĕ. Ара, программăна изложени тексчĕсене самай кĕртнĕ-çке. Иккĕмĕш чĕрĕк хыççăн чăваш чĕлхи сехечĕ те ытларах. Унччен эрнере пĕр урок пулнă тăк виççĕмĕш-тăваттăмĕш чĕрĕксенче - иккĕ. Изложени çырма çăмăлтарах пултăр тесе ятарласа çапла тунă. Халĕ вара ачасем ăна пăрахăçланине пĕлчĕç те вĕренÿ çине урăхларах пăхма тытăнчĕç. Уроксенче изложени çырасшăн мар. "Халĕ эсир пире мĕншĕн ахалех çыртаратăр?" - теççĕ. Паянхи ачасем урăхларах. Вĕсен çырас кăмăл çук. Анчах манăн чăвашлăха пĕтерес килмест, ăна малалла аталантармалла. Ялта та чăвашлăх пăчлансан... Хулари ачасем ахаль те тăван чĕлхерен писсе пыраççĕ. Эпир шкулта мероприятисене чăвашла йĕркелетпĕр. Кашни тунти кун линейка иртет, унта тăван чĕлхепе калаçатпăр, вырăс сăмахĕсем пачах илтĕнмеççĕ. Ăсату каçне, Пĕлÿ кунне те чăвашла йĕркелетпĕр. Мероприяти валли вырăсла сценарий тупсан тăван чĕлхене куçаратпăр. Чăвашлăха аталантарассишĕн тăрăшатпăр, - калаçăва пуçларĕ Любовь Адюкова.

Аслă Елчĕк шкулĕнчи кашни вĕрентекенĕн хăйĕн сайчĕ пур. Унта чăваш учителĕсем чăвашла çыраççĕ. Шкул ачисем аслисемпе чăвашла сывлăх сунаççĕ. Любовь Германовна та иртен-çÿрене яланах "салам" тет. Хăйĕн вĕренекенĕсене те хулара вырăсла мар, тăван чĕлхепе пуплеме вĕрентет. Анчах лешсем çапла калаççĕ: "Вĕсем пире ялтан килнĕ тейĕç-çке". Хулари çынсем чăвашла пĕлеççех. Педагог çын чĕлхене чухламаннине ăнлансан çеç вырăсла сăмах хушма вĕрентет. Любовь Адюкова Шупашкара ĕçпе шăнкăравласан та чи малтанах чăвашла сывлăх сунать.

- Çын тăван чĕлхепе калаçмасть, анчах ăнланать пулсан унпа чăвашла пуплетĕп. Ку эпĕ вырăс чĕлхине ăнкарманнине пĕлтермест. Çакă чĕлхене хисеплени. Эпĕ чăваш тăк манăн мĕншĕн чăвашла калаçмалла мар? Шупашкарта троллейбусра, лавккара чи малтанах тăван чĕлхепе сăмах хушатăп, - калаçăва малалла тăсрĕ Любовь Адюкова.

 

Тăван чĕлхе экзаменне суйламан

Пĕлтĕрхи 9-мĕш классем изложени çырнă. Паллах, вĕсем çак экзамена тĕплĕн хатĕрленнĕ. Изложени текстне шкула виçĕ кун маларах панă. Любовь Германовнăн шухăшĕпе - пĕлтĕрхи текст йывăр та, çăмăл та мар. Шăпах - 9-мĕш класс ачи валли. Ăна Лидия Саринен "Кукамай" калавĕ тăрăх хатĕрленĕ.

- Çак изложение 9-мĕш класпа çырса пăхрăмăр. Хатĕрлентĕмĕр, кĕтрĕмĕр. Вăтам кăтартăва илес тĕк ачасем "4" палăллăх çыраяççĕ. Изложение пурте "пиллĕклĕх" пурнăçлĕç теме çук, çапах лайăх çыракансем пур. Мана текст вĕçĕнче çăлтăр лартни килĕшет. Ку ăна малалла шухăшласа çырмаллине пĕлтерет. Текст содержанийĕ çапларах: ача хăйне пăхса ÿстернĕ кукамăшĕ патне килсе çÿремест. Темиçе çултан мăнукĕ хăнана парнесемпе пырать. "Сана аннÿ пăхса çитĕнтереймерĕ ĕнтĕ. Аннÿ эпĕ пултăм", - тесе йĕрет кукамăшĕ. Ачасем изложение аван вĕçлерĕç. Пурте тенĕ пекех тăван аннене, кукамая манмалла маррине, мăнукĕ вырăнĕнче пулнă тăк кашни çулах çывăх çынни патне килессине палăртнă. Пире, чăваш чĕлхи учителĕсене, тата акă мĕн хăратать. Кăçал тăван чĕлхе экзаменне пĕтерчĕç тĕк малашне сехетсене те, тен, чакарĕç. Кун пек чăвашлăх пĕтес хăрушлăх та пур. Ачасем чăваш чĕлхипе изложени çыртарманшăн, паллах, савăнаççĕ. "Чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ?" - теççĕ вĕсем. Çак экзамена суйламаллисен йышне кĕртнĕ-ха, анчах кăçал пирĕн шкулта изложени çырас кăмăллисем çук. Елчĕк районĕнчи хăш-пĕр шкулта чăваш чĕлхи экзаменне суйланисем пуррине илтрĕм. Пирĕн ытларах биологи, общество, физика предмечĕсене суйларĕç, - каласа кăтартрĕ Любовь Германовна. Мĕншĕннине чухлама йывăр мар. 9-мĕш класс хыççăн професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисене вĕренме каяс кăмăллисен тĕп предметсемпе - вырăс чĕлхипе тата математикăпа - çеç экзамен тытмалла. Ыттисем пĕлтерĕшлĕ мар. 10-11-мĕш классем - профильлĕ классем. Çавăнпа 10-мĕшне куçакансен çав енĕсемпе экзамен тытмалла. Биологипе хими класĕнче вĕренес текенсем, паллах, çак предметсене суйлаççĕ. Ытти профиле суйланисем - тепĕр предметсене. Кăçал Аслă Елчĕк шкулĕнчи 9-мĕш класра 20 ача пĕлÿ илет. Шел те, пĕри те чăваш чĕлхи экзаменне кăмăлламан. Ытларахăшĕ биологи предмечĕпе экзамен тытĕ. Любовь Адюкова 9-мĕш класра вĕренекен Аня Обручкова çырма юратнине палăртрĕ. Анчах вăл та чăваш чĕлхипе экзамен тытмĕ, биологие суйланă. Ахăртнех, хĕр ачан 11-мĕш класс пĕтерсе аслă шкула вĕренме кĕрес килет.

Любовь Адюковăн шухăшĕпе - ачасем чăваш чĕлхи экзаменне тепĕр сăлтава пула та суйламаççĕ. 10-мĕш класра тăван чĕлхе урокĕ пачах çук, литература çеç. Çавăнпа ачасем: "Пирĕн чăваш чĕлхине мĕншĕн суйламалла-ха?" - теççĕ. 10-мĕш класра çак предмет çукки те çапса хуçать. Малтан иккĕшĕ те пĕрер сехет те пулин пулнă. Халĕ аслă Елчĕк шкулĕнче 10-11-мĕш классенчи чăваш чĕлхи кĕнекисене шутран кăларнă, анчах вĕсене пăрахман-ха. Ачасем тĕрлĕ конкурса хутшăнма хатĕрленнĕ чухне вĕсене пырса илеççĕ.

- Кăçал республикăра чăваш чĕлхи экзаменне сахаллăн суйларĕç пулсан тепĕр çул хăрушлăх сиксе тухасси те инçех мар, - пăшăрханчĕ чунне парса ĕçлекен педагог. Тĕрĕссипе, çак предмета нумаййăн суйламанни паллă ĕнтĕ. Ахăртнех, районсенче çакнашкаллисене шутламашкăн алăри пÿрне те çитет. 10-11-мĕш классене чăваш чĕлхи урокĕ кирлĕ мар-ши вара?

- Паллах, кирлĕ. Правилăсене пĕлмеллех. Эпир чĕлхене аталантарассишĕн тапăçланатпăр-ха, анчах ачасем чăвашла тĕрĕс çырма пĕлмесен инçе каяйăпăр-ши? Вĕсем илемлĕ калаçма пултараççĕ, анчах ку çителĕксĕр. Ачасене тĕрĕс çырма вĕренмешкĕн мĕн чăрмантарать? Халĕ вĕсем ытларах Интернетпа, унти социаллă сайтсемпе усă кураççĕ. Çакă ура хурать те. Сайтра пĕр-пĕринпе çырăннă чухне ачасем "ç" сас палли вырăнне "щ"-па усă кураççĕ, "ă", "ĕ", "ÿ" тăррисене лартмаççĕ. Ку уроксенче диктант çырнă чухне питĕ палăрать: чылайăшĕн текстра та çакнашкал сас паллисем каяççĕ, "ă", "ĕ", "ÿ" тăррисем çухалаççĕ. Ас тăватăп: эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне нимĕç чĕлхи урокĕ хыççăн чăваш чĕлхи пулатчĕ. Чăвашла çырнă чухне нимĕçле сас паллисем кĕрсе каятчĕç. Хальхи ачасене Интернет пĕтерет. Унта çырăннă чухне вĕсем орфографи, грамматика правилисене пăхăнмаççĕ. Компьютера чăвашла раскладка вырнаçтарма пулать-ха, анчах вĕсем ăна тумаççĕ. Чылай ача "ă", "ĕ", "ÿ" тăррисене лартма пĕлмест. Каланин-асăрхаттарнин усси çук. Аптăранăран вĕсене пысăк йăнăш вырăнне шутлама та пăрахрăм. Акă тата мĕн тĕлĕнтерет: ачасен шухăшĕпе - чăваш чĕлхи Канашран иртсен нимĕн тума та кирлĕ мар. Çакă тарăхтарать. Паллах, калаçнипе чăваш чĕлхи экзаменне тавăраймăпăр. Ача чăвашла таса калаçма хăнăхни, чĕлхене хисеплени çемьерен, воспитанирен килет, - чунне уçрĕ Любовь Германовна.

 

"Ытти тăрăхра пирĕн халăха хисеплеççĕ"

Адюковсем виçĕ хĕр ача ÿстереççĕ. Хăйсен тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани пама тăрăшаççĕ. Вĕсем республика шайĕнче иртнĕ "Çулталăк çемйи" конкурсра çĕнтернĕ. Çемье чи малтанах чăвашлăхпа тĕлĕнтерме шухăшланă, анчах май килмен. Халĕ Адюковсем Пермь хулинче пулакан конкурса кайма хатĕрленеççĕ. Унти халăх умне вĕсем чăваш тумĕ тăхăнса тухасшăн, наци апат-çимĕçĕпе - шăрттанпа, сăрапа - тĕлĕнтересшĕн. Адюковсем кĕпесем çĕлеттерме тытăннă ĕнтĕ. Вĕсем чăн-чăн наци тумне - икĕ аркăллă кĕпепе тутăр - хатĕрлесшĕн.

Мĕнле пулса тухать-ха? Чылай чăваш тăван чĕлхене хисеплемест, хăшĕ-пĕри, тен, наци тумĕ мĕн иккенне те пĕлмест. Чăваш чĕлхи ачасене Канашран иртсен кирлĕ мар-мĕн. Пĕр сăмахпа - чăвашлăха хакламастпăр. Çав вăхăтрах Раççейĕн ытти регионĕнчи, ют çĕр-шыври çынсем пирĕн наци тумтирĕнчен, апат-çимĕçĕнчен, çепĕç чĕлхинчен тĕлĕнеççĕ. Акă пĕррехинче Любовь Адюкова Наци радиовĕн пĕр кăларăмĕнче Италие шăнкăравланине илтнĕ. Итальянсем чăвашсене пĕлеççĕ, шăнкăрав вĕсене питĕ савăнтарнă. Пĕр çулхине Аслă Елчĕк шкулĕнче Волков вулавĕсем иртнĕ. Унта Удмуртран, Пушкăртран, ытти тăрăхран çитнĕ. Пурте чăвашсем пирки лайăххине çеç каланă. Наци тумĕллĕ яш-хĕре курсан хăнасем тĕлĕннĕ. Пĕррехинче Любовь Адюкова Сургутра туйра пĕчченех чăваш тумĕ тăхăннă. Хăнасем ун çине куç илмесĕр пăхнă, унпа сăн ÿкерĕннĕ. Чăваш чĕлхинчен вăтанни, наци тумне манни хамăра хисеплеменни мар-ши?

- Тутарстана кайăр-ха: унта пĕтĕмпех тутарла. Вĕсем хăйсен чĕлхине, культурине хисеплеççĕ. Манăн упăшкан йăмăкĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче пурăнать. Унта вĕсен тутарсем те, мишерсем те пур. Унти шкулта чăваш чĕлхине вĕрентеççĕ. Тăванăм ачасем çак чĕлхене юратнине каласа кăтартать. Тутарсем туслă халăх, хăйсен йăли-йĕркине упраççĕ. Пирĕн йăла-йĕркесем вара манăçса пыраççĕ. Тутар ачи тăван чĕлхипе пуплет. "Кур-ха, хăй пĕчĕк çеç - тутарла пĕлет", - теççĕ ăна курсан. Шел, эпир кунпа мухтанаймастпăр, - терĕ Любовь Адюкова.

Чăваш чĕлхин сумĕ чакнăшăн, кĕçĕн ăру амăшĕн сĕчĕпе куçнă "пурлăхран" писнĕшĕн, халăх майĕпен вырăсланса пынăшăн Интернета, телекурава айăплатпăр. Паллах, вĕсен витĕмĕ пур. Анчах ытти халăхăн та, калăпăр - тутарсен, Интернетпа телекурав пур. Анчах вĕсем хăйсен чĕлхине хисеплеççĕ, йăлисене манмаççĕ. Тем тесен те, ашшĕ-амăшĕн ачине тăван чĕлхене хисеплемешкĕн пĕчĕкренех вĕрентмелле. Шăпăрлан чăвашлăхран ан пистĕр тесен шкулсенче те тăван чĕлхепе литература предмечĕсем пулмалла. Чăваш чĕлхи экзаменне пĕтерни ачасене чăвашлăхран пушшех сивĕтмĕ-ши?

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.