Мускав çулĕ шуçлак

2 Апр, 2014

Кунта пурне те хапăл тумаççĕ

...Çурăм хыçĕнче чăвашла пуплени илтĕнчĕ те - çаврăнса пăхрăм. Йăнăшман иккен: ентешсем. Çирĕме яхăн йĕкĕт метро станцийĕ еннелле хыпаланса утать. Пурте тенĕ пекех пысăк спорт сумкисемпе. Эппин, Мускавра ĕçлесе пурăнакан чăвашсен йышĕ тата ÿсет. Кайран вара кашни стройкăра тĕрмешекен узбексемпе е таджиксемпе хутшăнса каяççĕ те вĕсен шăпи мĕнле килсе тухассине пĕлме хĕн. Ара, ĕç тупса паракансене шанма йывăртарах. Хăш чух усламçăсем куç кĕрет улталанине пĕрре мар курнă, темиçе уйăх тара кĕрешсе ĕçленисем киле пĕр пуссăр таврăнни те пулкаланă. Тĕнчере тĕрлĕ кĕнчеле тесе ытахальтен каламан. Çапах Шупашкартан е Канашран кашни кун çĕр-çĕр çын çула тухать, пурте укçаллă вырăн шыраçĕ. Мускав çулне такăрлатнисем каласа панисене итлесен вар тытса кулас та килет, теприсене тăнласан хĕрхенсе каятăн мĕскĕнсене, вĕсемпе танах хуйхăратăн. Çак йĕркесен авторĕ хăй те Раççей тĕп хулин “ырлăхне” пайтах тÿссе курнă. Хăш-пĕр самантсем аса килчĕç, вĕсемпе вулакансене паллаштарас терĕм.

Ют çын вырăнĕнче

Мускав укçаллă хула тени тĕрĕсех. Çĕрме пуянсен йышĕпе унпа тĕнчери пĕр хула та танлашаймĕ. Тăхăр вуннăмĕш çулсенчи пăтранчăк саманара янтă пурлăха тытса илсе пысăк мул пухнисем хальхи кризисра шар кураççĕ тетĕр-им? Çук пулĕ. Нуша тени яланах халăхăн сахал тупăшлă сийĕсене пырса çапать.

Ютран килсе хура ĕçе кÿлĕннисене пуяннисем çеç мар, ахаль çынсем те, темшĕн, юратсах кайманни сисĕнет. Уйрăмах хурисене, тухăçран килсе тулнисене. Мĕн чухлĕ вĕсем Мускавра? Кăна никам та татса калаймасть, мĕншĕн тесен Раççейрен кăларса янă пĕр ушкăн вырăнне тепĕр виçĕ ушкăн персе çитет: пуйăспа, автобуспа е самолетпа. Пысăк мегаполиса ура ярса пуссанах çĕр тĕпне анса каяççĕ ахăр. Миграци служби тĕрлĕ объектра хутран-ситрен рейдсем ирттерни те усса пымасть, ара, “хурисем” облаç тăрăх саланма ĕлкĕрнĕ.

Тĕп хулара юлнисен вара кунтах пытанса пурăнмалли темиçе меслет. “Эпир Кивĕ Арбатра пурăнмалли çурт тăваттăмăр. Чăвашсем - вăтăра яхăн, узбекĕ-таджикĕ 100 çын ытла. Питĕ тарăн чавнă котлованра машинăсем лартмалли виçĕ хутлă, 300 вырăнлă /!/ гараж хăпартрăмăр малтан. Стенисемпе урайне миçе пин кубла метр бетон чышса тултартăмăр пулĕ?! Икĕ уйăх ĕçлесен те ĕç укçи тытса курман-ха. Ячĕшĕн тенешкел аванс пекки паркалаççĕ пире укçа мурĕсем. Виçĕ пин тыттарнăччĕ пĕрре. Пĕр çулланнă узбек калать: “Ку укçа пирĕн патра çурт туса пĕтерме çитет. Ман çемье пысăк çав, виçĕ аслă ывăла хампа пĕрле илсе килтĕм. Тăваттăн алла 12 пин илтĕмĕр. Ку укçапа чаплă туй тăваççĕ пирĕн тăрăхра. Эпир нумая хапсăнмастпăр. Выртса тăма общежити пекки тупса пачĕç. Кунне икĕ хутчен çитереççĕ. Тата мĕн кирлĕ пире? Аллах пулăшсан...”

Вăл сăмахне вĕçлеймерĕ. Çÿлтен тахăшĕ ши-и! шăхăрчĕ те, кăнтăр апатне пухăннă узбексемпе таджиксем тем самантра путвала пуля пек вĕçтерчĕç. Стройкăна кĕтмен çĕртен милици персе çитнĕ мĕн. Çакна систерсе шăхăрнă тахăшĕ. Пĕлместĕп, çĕр чĕтреннĕ чухне те кунашкал тапса сикмеççĕ пуль Аллах ачисем. Хĕрлĕ кăсăруклисем килни вĕсемшĕн чĕр вилĕм: ĕçе пуçăнма кирлĕ хутсем çуккисене тата мигрант карточки тутарманнисене тÿрех милици уйрăмне лартса каяççĕ-çке, унтан вара паллă: сывă пул, укçаллă Мускав.

Тревога. Чăвашсем хăйсен ĕç вырăнĕнчех. Раççей паспорчĕпе шикленмелли çукрах. Регистраци хучĕсене ыйтни кăштах сисчĕвлентерет-ха, çавăнпа сых ятне хăшĕ-пĕри çул билечĕн таса бланкĕсене туртса кăларать те унта ĕнерхи кун числине çырса хума ĕлкĕрет. “Мускавра миçе уйăх ĕçлесе пурăнатăр?“ - тĕпчет милици. “Ĕнер çитнĕччĕ, акă билет”, - теççĕ хайхисем. “Çак пысăк объектра пĕчĕк йыш ĕçлеместех ĕнтĕ, ăçта ыттисем?“ - хăпма пĕлмест милици. Унта та кунта пăрахса хăварнă инструментсемпе ĕç хатĕрĕсене асăрханах тăр йĕрке хуралçисем. Çывăхри çуртсенче пурăнакансем те кунта халăх кăткă пек хĕвĕшни çинчен кирлĕ çĕре евитлеме пултарнă.

Халăхĕ - путвалта. Унта чĕр куççи таран шыв! Çапах нихăшĕ те нăйкăшмасть. Хăрушлăх иртсе кайтăрччĕ тесе кунĕпе шывра тăма хатĕр вĕсем.

Пакунлисем “питĕ сыхă”

Этеме турă пуç “лартса” панă. Шухăшлакан çын кирек епле кăткăслăхран та çăлăнса тухма майне тупатех. Пакунлисене те хаяр йытă вырăнне хумăпăр. Вĕсем те çынсемех, çемйине, ачи-пăчине тăрантармалла.

Каятпăр çапла ĕç хыççăн автобуспа общежитие. Çын нумайрах шăнăçтăр тесе ăна хут купăс евĕр пĕркемечлĕ тунă: ура çинчисене шутласан 80-90 çын ним мар вырнаçать. Çулĕ те çывăх тесе калаймăн. Мускав варринчен Щукинăри общежитие 40-50 минут каймалла. Тепĕр тесен унта каçхи апат кĕтни пирки шухăшлатăн та, хăрах ура çинче тăрса пыраканăн чунĕнче те ăшă-ăшă пулса каять.

Ак сана, пĕр кĕпер патне çитеспе автобус тăп! чарăнчĕ. Тепĕр кĕтменлĕх: каллех милици! Вăл хăйĕн тĕп тивĕçĕ çинчен вуçех манса пирĕн пек мĕскĕнсене çеç йĕрлесе çÿрет тейĕн, - сунара тухнă кашкăр евĕр. Хăйсем виççĕн тан.

Милици капитанĕ малти алăкран кĕчĕ те салонри халăха тĕпчевлĕн пăхса çаврăнчĕ:

- Ăçталла çул тытатăр?

- Щукинăна çитмелле, капитан юлташ.

- Сирĕн кунта чăн-чăн интернационал. Таджикĕ, узбекĕ, чăвашĕ, молдаванĕ... Ну-ка, Раççей гражданĕсем, миçен эсир? Аллăрсене çÿлелле çĕклĕр-ха, ыттисем документсемпе пĕрле урама тухсамăр. Построиться на обочине всем, кто не имеет Российского гражданства! Я ясно выразился?

“Хурисемшĕн” ку сăмахсем уяр кун аçа çапнă пекех.

- Чимĕр-ха, начальник юлташ, сирĕнпе калаçмалли пурччĕ, - халăха сирсе мала тухрĕ узбексен бригадирĕ. Стройкăри чĕлхепе - бугор.

Çавă пакунлă çынпа тула тухса пĕр авăк тем сăмахларĕ, унтан автобуса вирхĕнсе кĕчĕ:

- Кусем шÿтлемеççĕ, мĕн юпа пек хытса тăратăр, пухса парăр хăвăртрах!

Ырă мара сиснисем паçăрах хатĕрлесе хунă: вунă тенкĕлĕххисене тăсаççĕ, теприсем, юлташĕсен кĕсье тĕпĕ шăтăккине пĕлсе, аллăлăххисене кăларнă.

Стройкăра темиçе уйăх ĕç укçи памаççĕ тесе калани - хăвна валли шăтăк алтнипе пĕр тан. Пакунлисемпе пĕр чĕлхе тупма пулать иккен. Чăвашсемшаркурмарĕç-ха. Пире пĕр япала канăç памарĕ. Чăх култармăш аванс тыттарнă кун автобуса каллех çав капитан /!/ чарни тĕлĕнтерчĕ. Хăш стройкăра укçа панине йăлтах пĕлсе тăраççĕ тейĕн. Вĕсем “сыхă тăнипех” ĕнтĕ тата хамăр айванлăха пула ĕç укçисĕр киле килнĕ тĕслĕх сахал-им.

Тавçăруллисем киле тухса килес чух хăйсемпе укçа чикмеççĕ. Хăш-пĕр стройкăра чăваш прорабĕсем ĕçлеççĕ. Çавсем Шупашкарти пассажир автотранспорчĕн предприятийĕсен ертÿçисемпе калаçса татăлнă та - шалу илнĕ кун объекта пысăк автобус килсе ларать, укçа та киле чиперех çитет. Строительство организацийĕ хăй транспорт уйăрнă чухне те пăтăрмах мĕн сиксе тухмĕ. Теприсем, ăслăраххисем, тарпа ĕçлесе илнĕ пур-çук укçана тÿрех перекет касси е почта урлă куçараççĕ. Капла шанчăклăрах.

Якубович чăвашсене çапла ăсатнă

Пуйма кайса вилсе килнĕ тени ăша тăпăлтаратех. Чăваш эстрадинче палăрнă ятсем те ютра телей шыранине малтанласа ĕненесех килмерĕ. Вырăнти концерт залĕсемшĕн укçа нумай тÿлеме тивнипе аякра пайтине курасшăн. Такамăн пылак сăмахне итлесе пирĕн кĕреш юман пек кĕлеткеллĕ юрăç Инçет Хĕвел тухăçне ылтăн кăларнă çĕре тухса кайнă. Чăваша мĕнле çаврăнса çитнине чĕрĕ тамăк витĕр тухнăн аса илет. Шăпана таврашĕ ăна пĕр пуссăр тăратса хăварнă вĕт. Каялла мĕнпе ларса кайăн? Пуйăс çÿрекен хуласенче хура ĕçпе аппаланма тиврĕ тет, вăт сире ылтăн мыскари.

Хăв пĕлекен шанчăклă çынсемпе çыхланнине мĕн çиттĕр. Вĕсем шăнман пăр çине лартса ямĕç. Çакна телевиденипе “Асамлăх хирĕ” передачăна ертсе пыракан Леонид Якубович патĕнче ĕçленисен тĕслĕхĕ аван çирĕплетет. Чăвашра ăста платниксем пуррине пĕлнипе-ши е тахăшĕ сĕннипе, хăйĕн коттеджне пирĕн ентешсене чĕннĕ. Лешсем, пур ĕçе те тĕплĕ тума хăнăхнăскерсем, ята яман: чаплă пура ăсталанă, хÿмене пăхса ытараймăн, ытти вак ĕçрен те ютшăнман.

Киле пуçтарăнма вăхăт çитсен пĕлĕшĕ Якубовича хăлхинчен çапла пăшăлтатнă пулать:

- Леонид, чăвашсемпе расчет турăмăр. Вĕсем кăмăллă. Анчах укçана киле тĕрĕс-тĕкел илсе çитересси шухăшлаттарать пулас вĕсене. Рэкет тата ытти йăх-ях... Хăвах ăнланма тивĕç. Ачисем питĕ килĕшрĕç, тĕрлĕ инкек-синкек сиксе ан тухтăрччĕ.

Вара, сыв пуллашас кун, коттедж умне пĕчĕк автобус çитсе ларчĕ тет. Сыхлав агентствинче ĕçлекенсене те тара тытнă кил хуçи. Пĕри тепринчен маттур йĕкĕтсем. Черкизово рынокне çитернĕ, Шупашкар автобусĕ вырăнтан хускаличченех хуралта тăнă Якубович çыннисем.

Шел, пурăнан пурнăçра ĕçлеме ÿркенменнисене тарават йышăнса ăш-пиллĕн ăсатса янă тĕслĕх сайра. Чура вырăнĕнче çÿрекеннисене питех хапăл тумаççĕ çав.

 

Кĕтсе илĕр: 5 холодильник, 6 телевизор тата... 10 атă

Ăмсанмалла вĕсене, пурнăçа ăнтарса пыракансене. Хăйсем тăраниччен çиеймеççĕ, яка тăхăнса çÿреймеççĕ, çапах çемье ырлăхĕ пирки шухăшлаççĕ. Рублевка поселокĕнче, пуянсен пĕчĕк хулинче пĕр чăвашпа паллашма тÿр килчĕ ман. Темиçе çул тĕнче касса çÿренĕ Етĕрне чăвашне Петр Спиридонова шăпа Рублевкăна илсе çитернĕ. “Пĕр олигарх патĕнче çурт купаларăмăр, но нас кинули”, - юлашки сăмахне питĕ тарăхса та кÿренÿллĕн вырăсла лаплаттарса хучĕ ентеш. Хăй каланă тăрăх, ку хутĕнче киле çара çерçи пек таврăнса пĕтĕм ял намăсĕ пулас темен. Специальноçĕпе вăл слесарь-сантехник мĕн, Етĕрнери нумай хутлă çуртсене пăхса тăнă. Петĕр миллионер патĕнчен тухса шăвăннă та ЖЭУна кайса кĕнĕ, юрать, выртса тăмалли кĕтес /путвал/ тупса панă аптраман чăваша.

- Рублевкăпа танлаштарсан Кунцевăра пит пуян çынсемех пурăнмаççĕ, анчах вĕсем уçă кăмăллă та тарават, хыт кукар мар, - каласа парать Спиридонов. - Икĕ уйăх ĕçлесех хама этем вырăнне туйма пуçларăм. Мĕншĕн тетĕр-и? Хваттер хуçисем кран е унитаз юсама чĕнсе илеççĕ. Хам ĕçе чухлатăп, эрехпе аташмастăп. Пĕри те тепри хăйсен кивĕ йăла приборĕсене сĕнме тытăнчĕç. Калăпăр, çемье çĕнĕ холодильник туяннă, кивви чиперех ĕçлет, илсе кай теççĕ. Тепри телевизорне подъезд умне тухса лартнă. Хут татки çине: “Ĕçлекенскер” тесе çырнă. Çак пурлăха çÿп-çапа кайса пемелле-им вара? Анчах ăна ăçта хурас? ЖЭУ пуçлăхĕ мана ăнланнăнах пĕр-пĕр гаража арендăна илме сĕнчĕ. Хаçатри пĕлтерÿпе хамăр патрах тупăнчĕ кивĕ гараж. Çавăнта сĕтĕрме пуçларăм пуç çине йăтăнса аннă пурлăха. Самай пысăк тупра: 5 холодильник, 6 телевизор, кĕпе çумалли темиçе машина, çÿп-çап ещĕкĕ çумĕнче лартса хăварнă хĕрарăмсен 10 аттине суйласа илнĕччĕ. Аттисем лавккаринчен пĕртте кая мар. Ан тив, тăхăннă пултăр, анчах сăнĕ пĕтмен.

Пус çумне пус хушса пурăнма хăнăхнă Петĕр умне тепĕр кăткăс ыйту тухса тăнă: тавара Етĕрнене мĕнле илсе каймалла? Мускавра транспорт тытас - ытла та хаклă ыйтаççĕ. Тупсăмĕ часах тупăннă: кĕркунне кунта Шупашкартан килекен пысăк десант “Кĕркуннен тулăх çимĕçĕ” ярмăрккана хутшăнать. Чăвашсем пысăк машинăсемпе çĕр улми, ытти пахча çимĕç кÿрсе килеççĕ. Çавсен водителĕсемпе калаçса татăлма ансатрах. Шухăшланă - тунă.

Тен, хăшĕ-пĕри Спиридонов пеккисене хапсăнчăк тейĕ. Килти хуçалăхра тепĕр чух катăк пуртă та кирлĕ пулать тенешкел япала хакне лайăх пĕлекен çын вăл, çавнашкал пуçтарăнчăклă та тирпейлĕ чăваша ĕçри юлташĕсем те, тăван-пĕтенĕ те питĕ хисеплеççĕ.

Тĕнчере пурне те пĕр пек телей пÿрмен çав. Измайловăри стройкăра ĕçленĕ чухне пире хăтлă общежитие вырнаçтарчĕç. Хĕл варринче монолит çурт хăпартасси - бетонщиксемшĕн чи йывăр ĕç. Çирĕм градус сивĕре резина атă тăхăнса бетон йышăнатăн, тарласа ĕçленипе тумтир пăрланса хытса ларать. Бытовкăсенче пулсан - атă-пушмака ниçта типĕтейместĕн. Вĕсенче пурăнса курнисене кун пирки ăнлантарма кирлех те мар. Ăшă общежити пани - чăн-чăн ырлăх. Кунтах газ плити çинче хăвна валли апат пĕçеретĕн.

Пирĕн пÿлĕмре пушă вырăнсем пуррипе пĕррехинче бригадир виçĕ çамрăка илсе килчĕ. “Паллашăр, Калуга ачисем. Малашне пĕрле ĕçлĕпĕр”. Алексей, Степан, Аполлон /ячĕ те хăйне евĕр тата, ахăртнех, СССРпа Америкăн пĕрлехи космос вĕçевĕ хыççăн ашшĕ-амăшĕ çапла ят хунă/ тесе чĕнеççĕ. Сăнран пăхсан виççĕшĕ те таçти концлагерьтен тин çеç тарса тухнă çынсене аса илтереççĕ: çи-пуçĕ тăрлавсăр, кĕлеткисем имшеркке, пичĕ-куçĕ путса кĕнĕ. Нумай сăмах-юмах вакламасăр çемçе вырăн ăшне чăмрĕç. Бригадир ĕç тумтирĕ тупкаласа панă хыççăн тепĕр куннех ĕçе тухрĕç Калуга вырăсĕсем. Кăнтăр тĕлнелле çухатрăмăр хайхисене. Вĕри яшка пиçнĕ, вĕсем вара çук та çук. Объект тавра пăхса çаврăнсан пĕр кĕтесре шыраса тупнă хайхисене. Темиçе кăвакарчăн тытнă та кăвайт чĕртсе пĕçерме шутланă. Выçăпа касăхнăскерсен ку енĕпе ăсталăх пур иккен.

Вĕсем каласа панине çÿçенмесĕр итлеймĕн. Мускава ĕç шырама килнĕскерсене эрмен çынни асăрханă.

- Подольск патĕнче çар çыннисем валли поселок тăваççĕ. Çавăнта илсе каятăп сире. Çитсенех - аванс, общежити, кунне виççĕ апат çитереççĕ. Кирпĕч мĕн чухлĕ хунине кура укçине кашни эрнерех параççĕ, - юптарнă эрмен-посредник.

Килĕшнĕ кусем, ара, кĕсье шăтăк чухне кирек епле ĕç тупăнсан та турткалашса тăмастăн. Анчах поселок вырăнне вăрман варринчи темĕнле юхăннă завод территорине пырса чарăннă эрмен машини. “Çакăнта ĕçлĕр”, - тесе вăл çамрăксене урăх хуçа аллине парса хăварнă та лешĕнчен укçа илсе каллех Мускава тухса шăвăннă. Чăтлăхра вырнаçнă вăрттăн цехра кĕпе çумалли хатĕрсем, йăлари ытти ăпăр-тапăр туса кăлараççĕ мĕн, хатĕр продукцие /кĕскен каласан - контрафакт/ пысăк фурăсемпех таçта тие-тие яраççĕ. Вăтăр-хĕрĕх çынна Мускаври вокзалсенчен пуçтарса килнĕ-ши е пысăк çулсем çинчех тупнă? Чура шăпинчен иртеймĕн: ĕç кунĕ 16-18 сехет, цехри хытă тапчансенче выртма матрасĕ-минтерĕ те çук. Ниçта та кăлармаççĕ, кăшт çеç айăпа кĕрсенех хытă хĕнеççĕ. Йĕплĕ пралуклă хÿме патĕнче - пăру пысăкăш йытăсем. Вĕсен апачĕ чурасенчен лайăхрах пулĕ. Паспортсене туртса илнĕ. XXI ĕмĕрте çакнашкал тискерлĕх курасса кам шутланă. Калуга ачисем темшĕн тамăкран мĕнле хăтăлни пирки çăвар та уçмарĕç, пулни-иртнине тепĕр хут куç умне кăларма йывăр-тăр.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.