Архив - Хресчен сасси

декабрь 10th, 2014

декабрь 5th

5 Дек, 2014

«Хресчен сасси - Кил» 94 № /2506/ 5.12.2014

Паянхи номерте:
Хыпарсем
Шăширен - пăхăр купоросĕпе
Тĕк тĕсĕпе çыхăнман
Амăшĕсене - укçапа çăмăллăх
Камăн мĕн ыратать?
Усăллă бактерисен пурнăçĕ
«Артист эпĕ. Ташлатăп»
Сухан хуппи

5 Дек, 2014

Ял хуçалăхне пулăшасси ÿсмелле

ЧР Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвĕнче республикăн 2014 çулхи, планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртессине тишкерсе ырланă.

Тĕнче политикипе çыхăннă кăткăслăх Раççейри финанспа экономика лару-тăрăвне витĕм кÿрет, çакă республика бюджетне пурнăçлассинче те палăрать. Тĕслĕхрен, налуксен калăпăшĕ малтан палăртнинчен пĕчĕкрех пулса тухнă.

5 Дек, 2014

Шăширен - пăхăр купоросĕ

Сад пахчи хĕллехи ыйха путсан юр айĕнчи шăшисем хăйсен хура ĕçне тытăнаççĕ. Вăрман çывăхĕнче пурăнакансем патне вара куянсем те пырса тухаççĕ. Сиенленнĕ йывăçа çăлса хăварма йывăр. Чылай чухне вĕсем пуçĕпех пĕтеççĕ.

5 Дек, 2014

Купăс юсакана тупасчĕ

Хисеплĕ редакци. Йĕпреç районĕнчи Малиновка ялĕнче пурăнакансем чăрмантараççĕ сире. Концертсем лартма çÿретпĕр. Сцена çине хитре сасăллă купăспа тухас килет. Анчах пирĕн хушăра кивелнĕ тата юсамалли купăссем нумайланса кайрĕç. Купăс таврашне юсама пултаракансене тупасчĕ. Хамăн кĕсье телефонне те пĕлтеретĕп: 8937 373 68 35.

Анатолий Васильев. Йĕпреç районĕ, Малиновка.

декабрь 3rd

3 Дек, 2014

«Хресчен сасси» 93 № /2505/. 3.12.2014.

Купăстана чысласа. Йăлана кĕнĕ тăрăх пахча ĕçĕсем вĕçленсен республикăра çулсерен купăста фестивальне йĕркелеççĕ

Пин-пин çын ĕмĕчĕ тулать! Ĕç ветеранĕ ятне тивĕçмелли стаж икĕ çул çурă чакать.

3 Дек, 2014

Купăстана чысласа

Йăлана кĕнĕ тăрăх пахча ĕçĕсем вĕçленсен республикăра çулсерен купăста фестивальне йĕркелеççĕ. Кăçал вăл Шупашкарта иртрĕ. Унта ватти-вĕтти хутшăнчĕ, юрласа-ташласа савăнчĕ.

3 Дек, 2014

Çĕршыв тĕрекĕ

Амăшĕсен кунĕ умĕн Шупашкарта «Çулталăк çемйи - 2014» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç. Асăннă конкурс маларах районсенче иртнĕ. Унта 158 çемье хутшăннă. Пĕрремĕш турта мала тухнă 28 çемье республика шайĕпе ăмăртрĕ. Сăмах май, ку мероприятие Чăваш Енре 11 çул ирттереççĕ.

Страницы