Пин-пин çын ĕмĕчĕ тулать!

3 Дек, 2014

Ĕç ветеранĕ ятне тивĕçмелли стаж икĕ çул çурă чакать.

Нумай çул ĕçленĕ çынсене патшалăх пулăшăвĕ парас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ноябрĕн 26-мĕшĕнче «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илмелли стажа 2,5 çул чакарма указ кăларнă. Çĕнĕлĕх 2015 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕ. 37 çул та 6 уйăхран кая мар ĕç стажĕ пухнă хĕрарăмсем тата 42 çул та 6 уйăх ĕçленĕ арçынсем хисеплĕ ята тивĕçĕç.

Асаилтеретпĕр: ĕç стажĕпе ветеран ятне парасси 2012 çулхи январь уйăхĕнчен пуçланнă. Унччен «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята Чăваш Енри 2089 çын тивĕçнĕ. Паянхи кун пысăк ĕç стажне кура 27 пине яхăн çыннăн «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят пур. Çĕнĕ указ вăя кĕрсен хисеплĕ ята тивĕçекенсен йышĕ тата 10 пинрен кая мар хушăнĕ.

Сумлă ят пурри ĕç ветеранĕсене пенси çумне уйăхсерен 1082 тенкĕ илме тата çыхăну пулăшăвĕсен тӳлевĕн çуррине чакарма май парать.

Нумай-нумай çын çак указа чунтан кĕтсе пурăннă. Редакцие вун-вун çыру килетчĕ: «Ĕç ветеранĕ стажа тивĕçме 1 уйăх та 9 кун çитмест», «40 çула çулталăк ĕçлесе çитереймерĕм», «Мĕншĕн ĕç ветеранĕ ята тивĕçмелли стажа чакармаççĕ-ши: çулталăк та 1 уйăх çитмест;» Тинех вĕсен ĕмĕчĕ тулать! Вĕсемшĕн эпир чунтан савăнатпăр.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева çак указшăн савăннине пĕлтерет: «Республикăра ĕмĕр тăршшĕпех т.рĕ кăмăлпа ĕçлесе пурăннă, анчах нимĕнле наградăна та тивĕçмен çын нумай. Аслă ăру çыннисемпе тĕл пулнă самантсенче республика ерт.çи ветеран стажне чакарма майсем шырамалли пирки пĕрре мар каланă. Укçа-тенкĕ тупма йывăррине пăхмасăрах вăл хăйĕн сăмахне тытма пултарчĕ».

«Ветеран стажне тивĕçме 1,5 уйăх çитменччĕ манăн, - тет Красноармейски районĕнче пурăнакан хĕрарăм. Куçăхтарасран хальлĕхе ятне-шывне те каламарĕ вăл, анчах хĕпĕртенине пытараймарĕ. - Шĕкĕр Турра, çак вăхăта пурăнса çитрĕм. Тавах, Михаил Васильевича! Амăшĕсен кунĕ тата Çĕнĕ çул умĕн чи пысăк парне пулчĕ ку».

Елена Николаева.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.