Архив - Июл 2020 - Хресчен сасси

июля 29th

29 Июл, 2020

Канаш районĕнчи биоэкополис

Хальхи вăхăтра ял территорине комплекслă аталантарасси çивĕч тăрать. «Биоэкополис» проектăн пуçару ушкăнĕн координаторĕ Н.А.Зайцев, Раççейри ăслăлăхсен академийĕн членкорреспонденчĕ, экономика наукин докторĕ В.В.Лазовский, Канаш районĕнчи Аслă Асхва Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.П.Иванов ертсе пынипе специалистсем Канаш районĕнчи Вырăскас Пикших ялне биоэкополис мелĕпе аталантарассипе проект хатĕрленĕ.

29 Июл, 2020

Ватлăх ват тути ан пултăрччĕ

Çамрăклăхăм ирхи сывлăм пек иртсе кайрĕ. Кун-çулăм вăрăм пулчĕ. Шуррине те, хурине те пайтах курнă. Ачасем те, çывăх çынсем те канлĕ ватлăх сунаççĕ.

июля 22nd

22 Июл, 2020

Ялăн пуласлăхĕ пур-ши?

Республикăн 2021-2025 çулсенчи социаллă аталанăвĕн комплекслă программине июнь уйăхĕнче пăхса тухнине хаçатсенче вуласа пĕлтĕм. Материалсемпе кăсăклансах паллашрăм. Çавна май манăн та шухăшсем çуралчĕç.

22 Июл, 2020

Кĕвĕçекен час-час чирлет

Пĕррехинче кÿршĕ хĕрарăмĕ икĕ пĕчĕк ачипе пирĕн пата чупса килчĕ. «Упăшка хăваласа кăларчĕ. Хăй сĕрĕмпе наркăмăшланса вилессе каларĕ», — йĕре-йĕре ăнлантарчĕ вăл.
Ним шухăшламасăрах кÿрше каçрăм, хĕрарăмпа ачисене те пĕрле илтĕм. Çитрĕмĕр, алăка шалтан питĕрнĕ. Шаккатăп, кăшкăратăп, анчах уçакан çук. Чÿречене çĕмĕрес — хĕлле. Форточкăна çĕмĕрсе кÿршĕ ывăлне пÿрте кĕртрĕм, алăка уçма каларăм. 6 çултискер ашшĕнчен хăранипе сиксе чĕтрет. «Ан хăра, енчен те вăл сана кÿрентерет пулсан эпĕ чÿрече çĕмĕрсе кĕрĕп», — терĕм ăна лăплантарса.

22 Июл, 2020

Уйсенче — «хир карапĕсем»

Çуркуннерен пуçласа хура кĕрчченех çĕр ĕçченĕн ларса канма вăхăт çук. Тин кăна-ха ака-суха вĕçлерĕмĕр, сисмесĕрех хирсем саралма та тытăнчĕç: кĕрхи культурăсем пиçсе çитрĕç. Чылай хуçалăхра вырмана тухма хатĕрленеççĕ, техникăна тепĕр хут тĕрĕслеççĕ. Елчĕк районĕнче вара вырма хĕрсех пырать.

Унта иртнĕ эрнеренпех уй-хирте «хир карапĕсем» хуçаланаççĕ. Ĕçченсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырма тытăннă. Пушаннă лаптăксем куллен пысăкланаççĕ.

июля 15th

15 Июл, 2020

Сĕтшĕн ытларах тÿлеме ыйтаççĕ

Кил хуçалăхĕсенче туса илекен сĕтĕн сутлăх хакĕ çулла анса ларни ĕне усракансене кулянтарать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ăна текех ан чакарччăр тесе продукцие туянакансемпе пухакансене ӳкĕте кĕртме тăрăшаççĕ.

15 Июл, 2020

Танк командирĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Упи ялĕнчен 100 çынна яхăн хутшăннă: вĕсенчен 47-шне вăрçă хирĕнчен тăван ене таврăнма шăпа пӳрмен. Манăн сăмахăм — вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă Пантелеймон Борисов танкист пирки.

Страницы