Кĕвĕçекен час-час чирлет
Пĕррехинче кÿршĕ хĕрарăмĕ икĕ пĕчĕк ачипе пирĕн пата чупса килчĕ. «Упăшка хăваласа кăларчĕ. Хăй сĕрĕмпе наркăмăшланса вилессе каларĕ», — йĕре-йĕре ăнлантарчĕ вăл.
Ним шухăшламасăрах кÿрше каçрăм, хĕрарăмпа ачисене те пĕрле илтĕм. Çитрĕмĕр, алăка шалтан питĕрнĕ. Шаккатăп, кăшкăратăп, анчах уçакан çук. Чÿречене çĕмĕрес — хĕлле. Форточкăна çĕмĕрсе кÿршĕ ывăлне пÿрте кĕртрĕм, алăка уçма каларăм. 6 çултискер ашшĕнчен хăранипе сиксе чĕтрет. «Ан хăра, енчен те вăл сана кÿрентерет пулсан эпĕ чÿрече çĕмĕрсе кĕрĕп», — терĕм ăна лăплантарса.
Пÿрте кĕтĕмĕр. Юшкана хупнăран тĕтĕм тухса тулнă, сывлама çук. Кил хуçи арçынни сĕтел çине чавсаланса ларнă. Эпĕ ăна лăскаса вăратрăм, алăка, форточкăна уçса пÿлĕме уçăлтартăм. Арçынна инкекрен çăлса хăвартăм. Çакнашкал тĕслĕх чылай манăн.
Чăн та, тепри пулсан кÿрше каçма килĕшмен те пулĕччĕ. Эпĕ вара çынна яланах ырă тума тăрăшатăп. Çав вăхăтрах усал чунлисем те пур. Акă тирпей-илем кĕртес тĕллевпе урамра тимĕр сеткăпа карса хутăм. Çакăншăн хăшĕ-пĕри кĕвĕçнипе тимĕр картана шăлĕпе кăшласа татма хатĕр. Унсăр пуçне çăхав çыра-çыра халтан каяççĕ. Çавна май темиçе хутчен те тĕрĕслеме килчĕç. Турра шĕкĕр, пурте йĕркеллех. Эпĕ саккуна пăсса нимĕн те тумастăп.
Кĕвĕç чунлă çынсем час-часах чирленине палăртаççĕ ăсчахсем. Ăмсаннипе юн пусăмĕ хăпарать вĕсен. «Кĕвĕçекене кĕве çиет», — тени те тĕрĕсех.
Михаил МИХАЙЛОВ.
Патăрьел районĕ.