Комментировать

22 Июл, 2020

Ялăн пуласлăхĕ пур-ши?

Республикăн 2021-2025 çулсенчи социаллă аталанăвĕн комплекслă программине июнь уйăхĕнче пăхса тухнине хаçатсенче вуласа пĕлтĕм. Материалсемпе кăсăклансах паллашрăм. Çавна май манăн та шухăшсем çуралчĕç.
90-мĕш çултанпа Чăваш Енре агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ пирки çакнашкал пысăк форум ирттернине астумастăп. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тата РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков унта хутшăнса ыйтăва сÿтсе явни мана килĕшрĕ. 2021 çул валли РФ Ял хуçалăх министерствине 33 проекта заявка тăратма хатĕрленине тата ялпа хула хушшинчи уйрăмлăха пĕтерессине, пурăнма условисем туса парассине ырлатăп. Çакă пĕтĕмпех паянхи ял территорийĕн сăн-сăпатне улăштарасси пулса тăрать.
Халĕ çур ял пушă лараканни чылай. Ашшĕ-амăшĕн килне сыхласа хăварас тесе ачисем сайра хутра килсе çÿреççĕ. Çурт- йĕрпе дача евĕр усă кураççĕ. Çак мелпе пурăнсан ялсене упраса хăварайăпăр-ши? Ваттисем калашле шыв арманне кÿрсе килнĕ шывпа авăртайăпăр-ши? Сăмах май, пирĕн ялта малтан 93 хуçалăх шутланнă. Халĕ вара хĕллехи вăхăтра 36 çурт мăрйинчен тĕтĕм тухать. Ыттисем пурте — пушă.
Совет саманинче кашни ял çынни хуçалăхра ĕçлесе вырăнти производствăна аталантарма пулăшнă. Ĕç укçипе вара хушма хуçалăха тытса тăнă, ачи-пăчине çитĕнтернĕ. Тĕрлĕ налук тÿлесе вырăнти бюджета пуянлатнă. Ун чухне ялсенчи социаллă культура сферине вырăнти бюджетпах тивĕçтернĕ.
90-мĕш çул хыççăн колхоз-совхозсене салатса агропромышленноç комплексĕн экономика тытăмне, çавăн пекех ял çыннин пурнăçне тĕпрен аркатрĕç. Социаллă культура шайĕ чакрĕ. Тĕслĕхрен, ялти клуб çуртне юсаттарасси пирки 10 çул ытла калаçатпăр. Анчах пуçлăхсем ял çыннисене: «Çитес çул пулать», — тесе çулсерен шантараççĕ. Кăçал ăна юсама 2007 пин тенкĕ уйăрса панине каларĕç. Çур çул иртсе кайрĕ, ĕçĕ вырăнтан та тапранман-ха. Ялти ытти учреждение — шкул, библиотека, почта — хупрĕç, ĕç вырăнĕсем пĕтрĕç. Ял çамрăкĕсем ĕç шыраса тĕрлĕ тăрăха тухса кайрĕç. Тăван тăрăха юлнисем те, ытларах çамрăк хĕрарăмсем, Шупашкара кайса ĕçе вырнаçрĕç. Паллах, ирĕкре ĕçлекен çамрăксен тупăшĕ вырăнти бюджета пĕр пус та кĕмест. Ирĕксĕрех ыйту çуралать: çак йĕркесĕрлĕхшĕн кам айăплă-ши? Пушанса юлнă ялăн пуласлăхĕ пур-ши? Малалла вулас...

www.hypar.ru

Вениамин АРХИПОВ.
Элĕк районĕ,
Мартынкасси ялĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.