Комментировать

29 Июл, 2020

Канаш районĕнчи биоэкополис

Хальхи вăхăтра ял территорине комплекслă аталантарасси çивĕч тăрать. «Биоэкополис» проектăн пуçару ушкăнĕн координаторĕ Н.А.Зайцев, Раççейри ăслăлăхсен академийĕн членкорреспонденчĕ, экономика наукин докторĕ В.В.Лазовский, Канаш районĕнчи Аслă Асхва Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.П.Иванов ертсе пынипе специалистсем Канаш районĕнчи Вырăскас Пикших ялне биоэкополис мелĕпе аталантарассипе проект хатĕрленĕ.

Пуçару ушкăнĕ 2016 çултанпах Раççей тата ют çĕршывсен опычĕсене тишкерет. «Биоэкополис йĕркипе пĕчĕк калăпăшлă ял тăрăхĕ» /«Биоэкополис»/ — пĕрлехи комплекс — пилотлă инвестици проекчĕ. Биоэкополис — 0,12-0,15 гектар çинче вырнаçнă пĕчĕк хутлă, энергие перекетлекен çуртсенчен тăракан компактлă ял тăрăхĕ. Унта общество сооруженийĕсем, инфратытăм… — йăлтах пулĕ. Ял тăрăхĕ хуçалăх ĕçĕ-хĕлне туллин пурнăçлать: çынсем пурăнакан вырăнти каяша тирпейленинчен пуçласа ял хуçалăх производстви таранах. Хăйне энергипе, апат-çимĕçпе, газпа, удобренипе, ытти продукципе тивĕçтернипе пĕрлех ытлашши çимĕçе сутма пултарать.

Биоэкополисра пурăнмалли вырăн /инженери-транспорт, социаллă инфратытăм/ — 18,28, пахча çимĕç çитĕнтермелли — 5, биомассăна тирпейлемелли, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк тытмалли — 0,75, выльăх апачĕ хатĕрлемелли — 6,27, агролаборатори /тĕпчевсем, çĕр ĕçĕ, биотехнологи енĕпе опытсем ирттермелли/ — 10, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк çитĕнтерессипе тата ял хуçалăх продукцине тирпейлессипе инноваци технологине хатĕрлесе пурнăçа кĕртмелли, производствăна механизацилемелли — 1,5, биоэкополисра пурăнакансене канмалли 11,28, ÿсен-тăран çитĕнтермелли /тырă, топинамбур/ лаптăк 58 гектар йышăнмалла. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.