Календула
Хĕвел чечекĕ теççĕ календула пирки. Чылайăшĕн пахчипе кил умне илем кÿреççĕ вĕсем. Хăшĕ-пĕри унăн чечекне типĕтсе тирпейлĕн пуçтарса хурать. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн ун çинчен манса каять. Вăл вара пире кирек хăçан та пулăшма хатĕр. Пыр ыратсан календула шывĕпе çăвара чÿхеме аван. Хырăмлăхпа пыршăлăх чирĕсенчен те пулăшать.