Комментировать

14 Мая, 2014

Ешерет Александров паркĕ

Йывăç лартмалли чи лайăх тапхăр – шĕшкĕ çеçкеленме пуçланă кунсем, хурăн çулçăланнă вăхăт тенĕ ваттисем.

– Çуркунне лартнă йывăç – çу каçа куç умĕнче, – çак каларăшпа килĕшнĕччĕ Анат Шуршу ялĕнче пурăнакан Геннадий Александрович Александров пенсионер. – Çамрăк тунасем питĕ ачаш. Малтанхи эрнере пĕр-икĕ хут шăвармалла, выльăх таптаса ватасран сыхламалла, йăваш та вăйсăр е хăрма ĕлкĕрнĕ тунасене тÿрех улăштармалла. Кĕркунне лартнă йывăç-тĕм вара чуна нимĕнпе те савăнтараймасть. Виçĕ уйăхран юр айне пулать те – çĕр типсен тин хăйне кăтартать. Ешĕл хунавсене каллех тимлĕх кирлĕ. Кĕркунне мĕн хушать, çуркунне хăй сăмахне калать...

Тĕлĕнмелле хăйне евĕр ăсчах, çут çанталăк тусĕ, ялан ăспа çÿрет. Куславкка тăрăхĕнче пĕлмен çын çук ăна. Çамрăк чух ял хуçалăх институтне пĕтерет, Пучинкере агрономра ĕçлет. Каярах Хусан пединститучĕн биологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Минкĕш шкулĕнче учительте ĕçленĕ. 1968 çулта Геннадий Александрович Куславкка район больницинче лаборантра ĕçлеме пуçлать. Ленинградра врачсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра вĕренет. 1973 çулта хулапа район больницисене пĕрлештерсен ăна тĕп больницăн клиникăпа биологи лабораторине ертсе пыма шанаççĕ.

Лара-тăра пĕлмест Геннадий Александрович. Ир-ирех ялтан çичĕ çухрăмри салана больницăна васкать. Кунĕпе çĕр тĕрлĕ ĕç. Пур çĕре те ĕлкĕрет: лекцисем вулать, концертсем йĕркелет, ĕçпе вăрçă ветеранĕсемпе тата паллă çынсемпе тĕл пулусем ирттерет. 1984 çулта ăна больницăра çут çанталăка сыхлакансен пуçламăш организацине ертсе пыма шанаççĕ. Чуна çывăх ĕç! Геннадий Александрович пуçарăвĕпе виçĕ-тăватă çул хушшинче çĕнĕ поликлиника çывăхĕнчи пушă вырăнта 550 чăрăш, 100 çăка, 300 барбарис, 30 роза тĕмĕ, вун-вун палан, çĕмĕрт, чие йывăçĕ, шурă кÿкĕн (терн) лартса хăвараççĕ. Хĕл кунĕсенче шăнса сиенленнĕ йывăç-тĕме Геннадий Александрович кашни çуркунне улăштарса тăрать. Вăл Тĕрлемес лесничествипе, Шупашкарти тата Патăрьелти питомниксемпе, Тутарстанри Ешĕлвар (Зеленодольск) районĕнчи заповедникпа тачă çыхăнса ĕçлет.

Çĕр кăкăрĕ уçăлсан йывăç-тĕм лартасси ака-суха ĕçĕсен уйрăлми пайĕ тесе шухăшланă Геннадий Александрович. Çак ĕçе вăл çуллен кил-йыша, тăванĕсене, кÿршĕсене, пĕтĕм яла явăçтарнă. Вăл çине тăнипе ялти ишĕлсе пыракан пысăк çырма çулне пÿлсе хунă: 50 чăрăш, 50 çăка тата хурăнсем лартса хăварнă. Хăйсен çурчĕпе хирĕçри пушă вырăнта хыр-чăрăш рашчи лартса ÿстернĕ.

Геннадий Александрович савнă мăшăрĕпе Анфиса Николаевнăпа хисепе тивĕçлĕ ачасем пăхса çитĕнтернĕ. Аслă хĕрĕ Ирина ЧР Сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Куславкка район больницин гинекологи уйрăмĕнче аслă сестрара ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ ĕнтĕ. Ывăлĕ Геннадий çар хирургĕ, полковник, тепĕр икĕ хĕрĕ – Людмилăпа Люба медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă, сывлăх сыхлавĕнче ĕçлеççĕ.

Йывăçа илемĕпе те çимĕçĕпе хаклар, çынна – ĕçĕпе тенĕ ваттисем. Çапла, вăтăр çул хушшинче Куславкка район больницинче эреветлĕ чечексемлĕ, сип-симĕс тумлă рашча ÿссе ларчĕ. Александров паркĕ теççĕ ăна сипленме çÿрекенсем. Тю-и-и-и ти-и-ив – илтĕнет тутлăн шăхăрни. Тăрипе е шăпчăкпа танлаштараймăн та-ха. Сăпайлă юрă: итлес килсен – тархасшăн, итле, çук – кÿренмест шăнкăрч. Юрри – евĕклĕ, куçа мăч хупатăн çуркунне юррине ытараймасăр. Пурăнас килет! Унтах шăпчăк: чок-чок... Чакакĕ те чаклатать. Мĕн чухлĕ кайăк вĕçкелет...

Шел, икĕ çул каялла сакăр вун пилĕк тултарса Геннадий Александрович пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Чĕрĕ палăкĕ ĕмĕр пурăнтăрччĕ. Упрасчĕ ăна.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.