- Чăвашла верси
- Русская версия
Календула
Хĕвел чечекĕ теççĕ календула пирки. Чылайăшĕн пахчипе кил умне илем кÿреççĕ вĕсем. Хăшĕ-пĕри унăн чечекне типĕтсе тирпейлĕн пуçтарса хурать. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн ун çинчен манса каять. Вăл вара пире кирек хăçан та пулăшма хатĕр. Пыр ыратсан календула шывĕпе çăвара чÿхеме аван. Хырăмлăхпа пыршăлăх чирĕсенчен те пулăшать. Тин вĕретнĕ çур литр шыва 2 чей кашăкĕ чечек ямалла, хупăлчапа хупласа çур сехете яхăн лартмалла, сăрăхтармалла, кунне 3-4 хут çуршар стакан ĕçмелле. Ку настой шатрашкаллă пите сĕрме те лайăх. Куç питĕ ывăнсан е пÿрленсен унпа куçа çумалла.
Календула чечекĕнчен спирт настойки те хатĕрлеççĕ: 100 г спирта 20 грамм чечек ярса 2 эрне тĕттĕм вырăнта тытмалла, сăрăхтармалла. Ăна 20-25-шер тумлам ĕçмелле, шывпа сыпса ямалла. Ыйăх пăсăлсан, пуç ыратсан, иммунитет хавшасан пулăшĕ.
Организма пĕтĕмĕшле сыватма календула ярса вĕретнĕ чей ĕçмелле. Пирвайхи чечекĕсем тухсанах усă курма юрать. Чечеке салата хушса çиме те аван, кирек епле апатпа та каять вăл.
Комментировать