Çĕр улми уявĕнче
Ытти кунсенче Шупашкарти Николаев урамĕнчи ярмăрккăра çын нумай мар. Ку унта çитме кансĕртереххипе çыхăннă-тăр. "Çĕр улми–2014" курава вара халăх йышлăн килнĕ. Машина лартма та вырăн çук. Суту-илÿ комплексĕн пĕрремĕш хутĕнче вăрлăх туянма килнисем черет йышăннă, хĕвĕшеççĕ кăна. " Ирхи сакăр сехетре виçĕ тонна илсе килнĕччĕ, самантрах сутăнса пĕтрĕ",– теççĕ сутуçăсем. Вăрлăха çавнашкал хăвăрт туянса пĕтернине астумаççĕ вĕсем. Вăрнар, Муркаш, Красноармейски, Элĕк, Комсомольски улмине пахчаçăсем питĕ кăмăллаççĕ.