Тăвалла пулсан та – малалла
Ял туризмĕ Европăра тата Америкăра тахçанах йĕркеленнĕ. Вăл туристсене ял çывăхне йыхăрать, хуçалăх ĕçĕсене тума хистет. Унсăр пуçне этем талăкĕ-талăкĕпе çут çанталăкра пулса канать, экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç çиет. Туризмăн ку енĕ ытларах Италипе Францире аталаннă. Хăнасем тĕрлĕ çĕр-шывран пуçтарăнаççĕ. Англипе Германи фермерĕсем те туристсене хапăлласа йышăнаççĕ. Ял туризмĕ Раççейшĕн «çамрăк». Çапах вăл пирĕн çĕр-шывра та ерипен йĕркеленме пуçларĕ.
Ăçтарах-ши «Упа кĕтесĕ»?
Паллах, ял туризмĕ экологи лару-тăрăвĕпе те çыхăннă. Çут çанталăкра канас тесен илемлĕ вырăнсем кирлĕ. Çакнашкалли Чăваш Енре сахал мар. Апла пулсан пирĕн тăрăхра туризма аталантарма майсем пурах. Хальлĕхе ку тĕлĕшпе Шупашкар районĕнчи лаша туризмĕн «Заимка» комплексĕ, Тăвай районĕнчи «Паснерка», «Упа кĕтесĕ», Йĕпреçри «Карăк ращи» ĕçлеççĕ.
Вулакана Тăвай районĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базипе паллаштарасшăн. Ăна çак районти Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Дмитриев йĕркеленĕ. «Ку шухăш 3-4 çул каялла пырса кĕчĕ. Туристсене чăваш кун-çулĕпе паллаштарма шут тытрăмăр юлташпа. Авалхи çуртсем тăвасшăнччĕ, вĕсенче электричество çутипе мар, краççынпа ĕçлекен хунарсемпе усă курасшăнччĕ. Анчах май килмерĕ. Çапах кунта чăваш пурнăçне, ĕçне-хĕлне сăнлакан пулăм чылай. Пире Европа стилĕ кирлĕ мар, хамăр культурăна, йăла-йĕркене кăтартма пĕлмелле», – терĕ Сергей Николаевич. Йывăçа касса эрешлес тĕлĕшпе ÿнерçĕ пулнăран пур çĕрте те унăн ĕçĕ палăрать.
Туристсене вырнаçтарма тăватă коттедж пур. Кунтах – сауна, хура мунча, утар, кафе. Малашне пахча çимĕç çитĕнтересшĕн, чăх-чĕп, хур-кăвакал туянасшăн. Унсăр пуçне канма килекене сĕт юр-варĕпе хăналасшăн. Çавна май качака, ĕне те пулĕ. Ача-пăча валли пони те илесшĕн. «Туристсем уçă сывлăшпа киленнисĕр пуçне экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç çиме пултарччăр, выльăх-чĕрлĕхе ачашлаччăр, çулла – пулă тытса, хĕлле çунашкапа, йĕлтĕрпе ярăнса киленччĕр», – малалла тăсăлать калаçу çăмхи.
Кану бази илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Маларах кунта колхоз сачĕ пулнă. Улмуççисем халĕ те çимĕç параççĕ. Чылайăшĕ ватăлнăран вĕсене çĕнетеççĕ е урăх йывăç лартаççĕ. Ку тăрăх кăмпа-çырларан та пуян. 20 гектар çĕре сутăн илнĕ Сергей Николаевич. Çак лаптăкрах йывăç питомникĕ те пур. Унта Канадăран илсе килнĕ кăвак чăрăш, туя, хамăр тăрăхри чăрăш çитĕнеççĕ.
«Кану базине мĕншĕн «Упа кĕтесĕ» ят патăр?» – кăсăкланатăп эпĕ. «Кунта вырăнĕ çавнашкал, çырма-çатраллă. Çулĕ те çывăх мар. Чăвашсем ун пеккине «упа шăтăкĕ» теççĕ-çке», – пулчĕ хурав.
Çăтмах вырăн Енĕш Нăрваш ялĕн территорийĕнче вырнаçнă. Ăна иртнĕ çул çĕртме уйăхĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Ытти хуларан канма килекен те чылай. Ентешсене те кайса курма, чун килениччен канма сĕнетĕп.
Страус та, тĕве те
«Кашни фермер ял туризмне аталантарма пултарать», – пĕлтерет Тутарстанри хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ассоциацийĕн ертÿçи Камияр Байтемиров. Ку тĕлĕшпе вĕсен пĕтĕм услови пур. Çывăрмалли пÿлĕм вырăнĕнче – аслăк. Шап-шурă, крахмалланă простынь те кирлĕ мар. Утă шăрши сăмсана çурать. Ял çывăхĕнче пĕчĕк юхан шыв пурах. Канма килекен унта пулă тытма пултарать. Тепри, харсăрри, фермера хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама пулăшать: выльăх-чĕрлĕхе апатлантарать, ĕне сăвать. Пĕлтĕр Высокогорски районĕнчи Ямашурма ялĕнчи Габдельахмат Котдусов фермер ял туризмĕн проектне хатĕрленĕ. Вăл çирĕм страус туяннă, çитес вăхăтрах наци кухнин çуртне туса пĕтерĕ. Кил-тĕрĕшре унăн пекарня та пур. Сĕт юр-варĕпе районти ытти фермер тивĕçтерĕ. Унсăр пуçне Котдусов тĕрлĕ ăратлă кăвакал, ултă акăш çитĕнтерет. Çитес вăхăтрах кăмăс кăларассине йĕркелесшĕн. Лашисем çителĕклĕ унăн.
Ямашурма ялĕнче пилĕк лавкка, вĕсенчен виççĕшĕ – фермер хуçалăхĕсен. Урамсенче – асфальт çул. Кун пек яла туристсене илсе килме те намăс мар. Çавна май Котдусов ытти фермерпа калаçса татăлнă, вĕсем те ял туризмне аталантарас тĕлĕшпе ĕçлĕç. Тутарстан ял хуçалăх министрĕ Марат Ахметов пĕлтернĕ тăрăх – ял туризмĕ малтанах Хусан çывăхĕнче йĕркеленĕ. Каярахпа вара республикăн ытти кĕтесĕнче вăй илĕ.
Пушкăртстанри Валерий Старков та агротуризма аталантаракансенчен пĕри шутланать. Вăл ăна хресчен (фермер) хуçалăхĕн никĕсĕ çинче пуçарнă. Чи малтан 200 сурăх вырнаçмалăх вите тунă. Утă хума аслăк пур. Туристсене чарăнма пысăках мар вакун вырнаçтарнă. Вăхăт иртнĕçемĕн çак хуçалăх çывăхри Çтерлĕ, Ишимбай тата Салават хулисенче пурăнакансене самаях кăсăклантарнă. Мĕншĕн тесен объект çав тери илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Çывăхрах – Шихан тăвĕсем, Шурă Атăл юхан шыв, «Шиханы» туллă-сăртлă йĕлтĕр бази... Унсăр пуçне хăнасене ял хуçалăхĕ, ĕлĕкхи савăт-сапа, ĕç хатĕрĕ илĕртет. Хăна çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче кафе вырнаçнă. Унта – вырăнти çимĕçрен хатĕрленĕ апат-çимĕç. Малашне туристсене илĕртме предприниматель лаша, тĕве тытасшăн, уçăлса çÿреме велосипед, йĕлтĕр туянасшăн.
Ял туризмне аталантаракансем Пушкăртстанри ытти тăрăхра та пур. Вĕсем пурте çут çанталăкăн илемлĕ те асра юлмалли вырăнĕсене суйласа илнĕ. Алтайра, Карелире тата Калининград облаçĕнче те унăн сĕмĕ самаях сарăлнă. Çут çанталăк пуянлăхĕпе пĕрлех культурăпа искусство, истори çул-йĕрĕ аталанать, вырăнти халăх йăли-йĕрки, юрри-ташши упранать.
Валентина ПЕТРОВА.