Комментировать

26 Фев, 2014

Çĕр улми уявĕнче

Ытти кунсенче Шупашкарти Николаев урамĕнчи ярмăрккăра çын нумай мар. Ку унта çитме кансĕртереххипе çыхăннă-тăр. "Çĕр улми–2014" курава вара халăх йышлăн килнĕ. Машина лартма та вырăн çук. Суту-илÿ комплексĕн пĕрремĕш хутĕнче вăрлăх туянма килнисем черет йышăннă, хĕвĕшеççĕ кăна. " Ирхи сакăр сехетре виçĕ тонна илсе килнĕччĕ, самантрах сутăнса пĕтрĕ",– теççĕ сутуçăсем. Вăрлăха çавнашкал хăвăрт туянса пĕтернине астумаççĕ вĕсем. Вăрнар, Муркаш, Красноармейски, Элĕк, Комсомольски улмине пахчаçăсем питĕ кăмăллаççĕ. Курава йĕркелекенсем пенсионерсемпе инвалидсен нуши-тертне çăмăллатас тĕллевпе тÿлевсĕр леçсе паракан машинăсем уйăрнă.

Курава тата наука-практика конференцине хутшăннисен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлтĕмĕр.

 

С.В.Павлов,

ЧР ял хуçалăх министрĕ:

– Çакăн йышши форум пирĕн патра иртни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Курав çав тери пуян. 120 сортран хăшне лартса çитĕнтерессине хресчен хăй палăртать. Тыр-пул тата пахча çимĕç ÿстерекенсене патшалăх енчен пулăшмалли программăсене чакарманни çинчен тепĕр хут аса илтересшĕн. Ӳсĕмлĕ, тĕрĕс-тĕкел аталанакансене ÿлĕм те хавхалантарăпăр. Вăтаммисене çав шая çĕклемелле, продукцие тирпейлекен отрасле вăйлатмалла пирĕн.

Ырă хыпар пĕлтересшĕн. Раççей ял хуçалăх министерствинче регионсен мелиораци программисене ырларĕç. Малашне шăвармалли техника туяннă тăкаксен 50 проценчĕ таран саплаштарма пăхнă, хуçалăхсен хыснине çирĕплетме тунă курăмлă утăм ку.

 

Е.А.Симаков,

Пĕтĕм Раççейри çĕр улми хуçалăхĕн наука- тĕпчев институчĕн директорĕ:

– Пĕлетĕр-и: пирĕн çĕр-шывра çĕр улмин 346 сортне лартса тăваççĕ, вĕсенчен 167-шĕ – Анăç селекционерĕсем сĕнни. Ассортименчĕ пуç çаврăнса каймалла анлă, анчах пурте сертификаци витĕр тухайман.

Енчен те эсир продукцие тĕрлĕ çимĕç хатĕрлекен предприятисене ăсататăр пулсан – "Виктория", "Вымпел", "Бронницкий", "Фаворит", "Надежда", "Голубизна", "Колобок" сортсем сĕннĕ пулăттăм. Крахмал тунă çĕрте "Дива", "Лазарь", "Малиновка" сортсемпе усă кураççĕ.

Çĕр улмин çĕнĕ сорчĕсене пробиркăра, теплица условийĕсенче ÿстермелли хăйне евĕр кăткăс технологие наука-тĕпчев институчĕсем алла илчĕç. Ку тĕлĕшпе Америка е Европа селекционерĕсенчен ÿксе юлман эпир, хăш-пĕр тĕпчев программисем ăнăçлăрах та. Наука шыравĕсене çĕр ĕçченĕ патне çывхартас тĕлĕшпе Чăваш Енри "Çĕр улмине мухтав" агрофирма пысăк ĕç тăвать. Пĕр сăмахпа, маттур тесшĕн.

 

Н.И.Васильев,

"Агроинноваци" предприяти пуçлăхĕ:

– Асăннă форум тĕллевĕ – отрасльти ырă туртăмсене пахаласси, тупăша ÿстерекен проектсене çул парасси. Кашни çулах çĕр-шыври 30 ытла регионтан, Беларуçран, Казахстанран, Америкăран, Германирен, Голландирен çĕр улми ÿстерекенсем килни пире чыс тăвать. Малашне еплерех аталанасси пирки тĕплĕ калаçу пулчĕ. Малтан хамăр ăçта çитсе тухнине тишкертĕмĕр.

Американсем çĕнĕ сортсемпе вăйлă ĕçленине пурте пĕлетпĕр, хăйсене итлесе пăхни кăсăклăрах. Хамăрăн та кăтартмалли пур-çке. Калăпăр, Вологда облаçĕнчи "Крестина" хуçалăх кооперации мелĕсемпе анлă усă курать, вĕсен опытне Чăвашра сарасшăн.

 

Р.И.Петров,

Вăрнар районĕнчи "Санар" юлташлăх ертÿçи:

– Хуçалăха 12 çул ертсе пыратăп. 2013 çула илес тĕк – кăтартусем начар мар пирĕн. Тĕш тырă гектартан – 24, çĕр улми 200 центнер пухса кĕртрĕмĕр. Мĕншĕн сахал? Шухăшласа пăхăр-ха: çĕртме уйăхĕнче тăватă миллиметр нÿрĕк илчĕ тăван çĕр. Шывсăр антăхнă çын тутине йĕпе тутăрпа сăтăрса илнипе пĕрех ку! Утă уйăхĕнче те çумăр кĕтсе илеймерĕмĕр.

Çапах пуçа усман, хамăра пурăнмалăх тата сутмалăх туса илнĕ. Сухаласа акакан çĕр лаптăкĕ 1610 гектар, "иккĕмĕш çăкăр" валли çакăн 10 процентне уйăрнă. Икĕ çул каялла продукци япăх сутăннипе лаптăка кăштах чакартăмăр, халĕ вăл 170 гектара яхăн.

Йĕпе-сапара кăларнă улма вăрлăхĕн пахалăхĕ начар тенипе килĕшес килмест. "Виконта", "Рокка", "Импала", "Удача" сортсем чиперех хĕл каçрĕç. Вĕсене чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăран хÿтĕлемелли майсемпе туллин усă курнă. Хуçалăх управĕсене тăватă пин тонна пахча çимĕç вырнаçать. Иккĕмĕш управне виçĕ çул каялла хута янăччĕ. Улма çĕрмест.

Часах – çур аки. Кăçал Питĕртен кÿрсе килнĕ репродукциленĕ сортсене лартса пăхасшăн. Патшалăх пĕр тонна пуçне 9 пин тенкĕ субсидии уйăрсан тăкакăн пĕр пайĕ саплашăнать. Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев пирĕн павильон умĕнче чарăнса çапла ыйтрĕ: "Кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах туса илме вăй çитерессĕн туйăнать-и?" Мĕн калас, кăмăл-туйăм чиперех пирĕн, тупăшлă ĕçлесшĕн. Чăваш ÿпкелешмест, йывăрлăхсене çирĕппĕн тÿссе ирттерет.

 

В.П.Красников,

Патăрьел районĕнчи "Красное знамя" хуçалăхăн тĕп агрономĕ:

– Ĕлĕкренпех улмана хисепе хунă хресчен. Унтанпа ăна лартса тăвас ĕç мелĕ чылай улшăнчĕ, çакна курав та çирĕплетсе пачĕ. Агрономра сакăр çул тăрăшатăп пулин те вĕренмелли, ĕçе кĕртмелли пайтах.

Тупăш кÿрекен çăл куç – пĕрчĕллĕ культурăсем, лартмалли сухан вăрлăхĕ. Кашни çимĕçпе тĕллевлĕн ĕçлесе пынă. Çĕр улми лаптăкĕ 230 гектар. Çанталăк ура хурса пынă тапхăрта та унăн тухăçне 200 центнертан чакарман. Вăхăтра кăларса пуçтарни – пĕр япала, ăна лайăх упрамалла-çке. Ку чухнехи технологие пăхăнса тунă управсене 3 пин тонна хуратпăр. Кĕр мăнтăрĕпе продукцин пĕр пайне хиртех сутрăмăр.

Çĕр улми пуссине икĕ сажалка тухать, хĕрÿ ĕç çинче икĕ комбайна тулли хăватпа ĕçлеттеретпĕр. Кунсăр пуçне тепĕр комбайн туянас ыйту татăлчĕ. Хуçалăх вăрлăх туса илессипе специализациленнĕ май ял хуçалăх министерстви ирттернĕ конкурс витĕр ăнăçлă тухни вăй-хал хушать.

Самантпа усă курса тепĕр ыйтăва çĕклесшĕн. Ӳсен-тăрана хÿтĕлемелли им-çам хакĕ ÿссех пыни хумхантарать. Патшалăх тăкаксене саплаштарас ыйтăва темиçе те çĕкленĕ – уçăмлă хурав çук.

 

Г.Н .Ямуков,

Вăрмар районĕнчи КФХ ертÿçи:

– Çĕр улмипе ĕçлесси аттерен – Николай Тимофеевичран куçрĕ-тĕр. Çитмĕл саккăрта вăл. Аслисенчен вĕренсе хамăр та нумай çĕнĕлĕх кĕртетпĕр. Иртнĕ çулсенчи йăнăшсене тишкернĕ хыççăн лаптăка 180-200 гектартан ÿстерме кирлĕ мар тесе пĕтĕмлетрĕмĕр.

Тĕпрен илсен çур акине хатĕр эпир. Çунтармалли-сĕрмелли материал, удобрени çителĕклĕ. Чул хулапа Тюменьрен 200 тонна вăрлăх кÿрсе килнĕ. Беларуç сорчĕсем килĕшеççĕ, шăваракан лаптăксенче 300 центнер ытла тухать, типĕ çулсенче аптрасах кайман эпир.

Вячеслав Григорьев

çырса илнĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.