«Мăнукăм - çывăх тусăм»
Юлашки вăхăтра ялсенче те ача-пăча валли вăйă лапамĕсем йĕркелеме пуçларĕç. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем заводра хатĕрленĕ тимĕр ярăнчăксене туянса вырнаçтарнăран вĕсем пĕр-пĕринчен питех уйрăлмаççĕ. Вăрмар районĕнчи Шăхаль салинче тĕп урампа утнă чухне тăкăрлăкри хăйне евĕр тăвайкки куçа илĕртнĕрен çав кил хуçипе паллашмасăр чун чăтмарĕ.




Кирек хăш самантра сцена çине тухма хатĕр вăл: çи-пуçĕ çыпăçуллă, пушмакĕ йăлтăртатать. Куçсăр çын çапла тирпейлĕ çÿренине пурте тÿрех асăрхаççĕ. Çакăншăн, паллах, мăшăрне тав тăвать Александр Краснов. Вĕсем иккĕшĕ 26 çул пĕрле пурăнаççĕ. Александр Александровичпа Валентина Николаевнăн хĕрĕ Елена та хăйĕн çулне тупнă. Çемье те çавăрнă.
Ĕнер Шупашкарти ача-пăча пултарулăх керменĕнче «Çулталăк çемйи-2013» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç. Кăçал ăмăртăва пурĕ 157 çемье хутшăннă, 28-ăн финала тухнă. Чи лайăххисене хавхалантарасси пирĕн республикăра 2004 çултанпа йăлана кĕнĕ. Конкурса 10 çултан кая мар пĕрле пурăнакан, икĕ е ытларах ывăл-хĕр ÿстерекен, обществăра хисеп çĕнсе илнĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан мăшăрсем хутшăнаççĕ.
Чăваш сăмахĕн ăстисем хăйсен пĕрлешĕвне йĕркеленĕренпе кăçал 90 çул çитрĕ. Йывăр тапхăрта - выçлăх, пăлхану, аркану, граждан вăрçи пынă вăхăтра - пĕр чăмăра пуçтарăннă çыравçăсем. Малтанах çак пĕрлĕхре писательсемпе пĕрлех журналистсем те шутланнă. Пурте вĕсем чăваша тĕнче умне кăларас тĕллевпе çанă тавăрса ĕçленĕ. 1934 çулта, Писательсен союзне çĕр-шыв шайĕнче йĕркеленине кура, чăвашсем те ун йышне кĕнĕ.
Шупашкар районĕнчи Кăрмăшсем Амăшĕн уявне «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатпа пĕрле уявлассине йăлана кĕртрĕç. Уйран уй - ана, ялтан яла тус пурри паха теççĕ. Кăшавăш тăрăхĕпе редакци хушшинче уйрăмах çирĕп çыхăну йĕркеленнинче вырăнти хастар корреспондентсен тÿпи те пурах-тăр: кунта пурăнакан Регина Чернова пĕр вăхăт «Хыпар» Издательство çурчĕн коллективĕнче ĕçлерĕ.
Йĕппи ăçта - çиппи унта
Тăлăха çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе патшалăх укçа чылай уйăрать. Кăçал республикăри 262 çамрăк валли хваттер, уйрăм çурт çĕклеме шантарнă. Анчах палăртнине вăхăтра пурнăçа кĕртеймен тĕслĕх хушăран тĕл пулать. «ЧХ» 20-мĕш номерĕнче /утă уйăхĕн 29-мĕшĕ/ Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри Оксана Спиридоновăн правине пăсни пирки çырса кăтартнăччĕ.





