- Чăвашла верси
- Русская версия
Çĕр пин сăмах ăстисем
Чăваш сăмахĕн ăстисем хăйсен пĕрлешĕвне йĕркеленĕренпе кăçал 90 çул çитрĕ. Йывăр тапхăрта - выçлăх, пăлхану, аркану, граждан вăрçи пынă вăхăтра - пĕр чăмăра пуçтарăннă çыравçăсем. Малтанах çак пĕрлĕхре писательсемпе пĕрлех журналистсем те шутланнă. Пурте вĕсем чăваша тĕнче умне кăларас тĕллевпе çанă тавăрса ĕçленĕ. 1934 çулта, Писательсен союзне çĕр-шыв шайĕнче йĕркеленине кура, чăвашсем те ун йышне кĕнĕ. /Сăмах май, халĕ Чăваш Республикинче писательсен виçĕ пĕрлĕхĕ/. Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин писательсен союзĕ хăйĕн тусĕсене уява йыхравларĕ.
Асăннă союз 157 писательпе поэта пĕрлештерсе тăрать, чăваш, вырăс, мари секцийĕсем ĕçлеççĕ. Пĕрлĕх пулăшнипе 500 кĕнеке кăларнă авторсем.
Пĕрле пухăннипе усă курса союз членĕсем чун ыратăвне ыттисемпе пайларĕç. Евгений Турхан, Тутарстанри чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕнчен салам илсе çитернĕскер, халăхăмăр культури шăпах Хусанта хăватлăн аталаннине аса илтерчĕ. Халĕ те маххă памаççĕ-ха тутар тăрăхĕнче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем. Калăпăр, чăваш чĕлхипе культурине кÿршĕ регионта упрама, сарма тăрăшакан “Сувар” хаçат ЧР журналистсен союзĕн Н.Никольский ячĕллĕ премине тивĕçнĕ.
Чулхула тăрăхĕнчен килсе çитнĕ Анатолий Ефимова ĕненес пулсан - юнпа чăваш шутланакан халăх паян çĕр çинче 30-40 миллион çын! “Сиплев ĕçĕпе Раççейĕпех çÿретĕп, - палăртрĕ вăл. - Эпĕ чăваш иккенне пĕлсен йăхташăмăрсем кĕнекесем ыйтаççĕ, хамăрăн культурăпа кăсăкланаççĕ. Чĕлхене манăçа кăларнă пулин те тăванлăх туйăмĕ чунĕсенче юлнă апла вĕсен. Нумаях пулмасть иртнĕ Чăваш наци конгресĕн Аслă Пухăвĕнче те çак ыйтăвах çĕклерĕм: мĕнле майпа каялла хамăр йыша тавăрмалла-ши çак чăвашсене - пĕр 10 миллионне те пулин? Шел, ыйтăвăн хуравĕ çук. Конгресра та кулкаларĕç кăна...”
Любовь Дедух вара Çĕпĕр саламĕпе килсе çитнĕ. Чăваш Енре унăн асламăшĕ çуралнă-мĕн. Юн шайĕнчи тăван кĕтесе халĕ маттур хĕрарăм тăтăшах килсе çÿреме тăрăшать. “Уçă та ырă чунлă çынсем пурăнаççĕ кунта, - палăртрĕ вăл. - Халĕ Çĕпĕре чи хаклă япала - сирĕн хĕвеллĕ куллăрсене - илсе каятăп, вара пирĕн патра та ăшăрах пулĕ...”
Савăнăçлă уяв каçĕнче яланхиллех чи маттуррисене, ĕçре палăрнисене пайăррăн ЧР Культура тата Вĕренÿ министерствисен тата союзăн хăйĕн хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Пĕтĕм чăвашсен И.Яковлев ячĕллĕ наци премине Георгий Хавалпа Дмитрий Поздеев тивĕçрĕç. Çыравçăсен союзĕ - общество организацийĕ, çавăнпа та усламçăсен пулăшăвĕ нихăçан та ытлашши мар. Ыр кăмăллăх акцийĕсене хастар хутшăнакан Александр Самакина Пайтул ячĕллĕ премипе хавхалантарчĕç. Çыравçăсен пĕр ушкăнĕ А.Канаш, А.Талвир ячĕллĕ премисене тивĕçрĕ. Кирек мĕнле чĕрĕ чун та аталанать, малалла талпăнать. ЧР Писательсен союзĕ тата тăватă çыравçа хăйĕн ретне йышăнчĕ. Çак союз йĕркеленĕ Эмине ячĕллĕ преми юрăçсен хушшинче ят-сум çĕнсе илме ĕлкĕрчĕ. Кăçал хисеплĕ преми лауреачĕ Антонина Краснова. Петр Краснова А.Канаш ячĕллĕ премипе чысларĕç.
РИТА АРТИ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментировать