Ялтан яла тус пурри паха
Шупашкар районĕнчи Кăрмăшсем Амăшĕн уявне «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатпа пĕрле уявлассине йăлана кĕртрĕç. Уйран уй - ана, ялтан яла тус пурри паха теççĕ. Кăшавăш тăрăхĕпе редакци хушшинче уйрăмах çирĕп çыхăну йĕркеленнинче вырăнти хастар корреспондентсен тÿпи те пурах-тăр: кунта пурăнакан Регина Чернова пĕр вăхăт «Хыпар» Издательство çурчĕн коллективĕнче ĕçлерĕ. Хăйсен тăрăхĕнчи çынсемпе пулăмсем çинчен çырнă статьясенчен стена хаçачĕ те йĕркеленĕ вăл.
Амăшĕн кунĕ ячĕпе Кăшавăшри информаципе культура центрĕн ĕçченĕсем уяв программи хатĕрленĕ. Кунта вĕттинчен пуçласа ватти таранах сцена çине тухнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар пулĕ. Ял çыннисен культурине ÿстерес енĕпе вырăнти влаç тĕллевлĕ ĕçлет. Пĕлтĕр клуб çуртне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. «Çитес çул артист костюмĕ туянма бюджетра 50 пин тенкĕ палăртрăмăр, тренажер залĕ те уçăпăр, ун валли 100 пинлĕх хатĕр туянасшăн», - пĕлтерчĕ ял тăрăх администраци пуçлăхĕ Сергей Мульдияров.
Чăваш тумне, ташши-юррине курсан-илтсен, пытармастăп, чунра ырă туйăм капланчĕ. Апла тăк халăх пуянлăхĕ манăçмĕ. Уява уçакансем вырăсла саламланă, калаçнă хыççăн сцена çине «Калинушка» ача сачĕн шăпăрланĕсем наци çи-пуçĕпе тухни шерпет евĕрех туйăнчĕ. «Ку ялта чăвашла пĕлмеççĕ-ши?» - малтанах иккĕленÿ те çуралнăччĕ. Кăшавăш шкулĕн вĕренекенĕсен тăван чĕлхепе шăранакан юрри-сăввипе киленнĕ май кăлăхах пăшăрханнине ăнлантăмăр. Культура çурчĕ çумĕнчи «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕ те халăх пултарулăхĕн иксĕлми пуянлăхне упрать.
Алевтина Калашникова почтальонкăна уяв пуçланичченех халăх сырса илчĕ. Чи малтан «Приволжское» вĕренÿ хуçалăхĕ хăйĕн ĕçченĕсем валли 10 экземпляр «Чăваш хĕрарăмĕ» çырăнчĕ. Ял тăрăх администраци пуçлăхĕ нумай ачаллă Фоминсене пĕлтĕр те, кăçал та хаçат çырăнса парнелерĕ. «Больницăра выртнă чух «Чăваш хĕрарăмĕпе» паллашма тÿр килчĕ, çынсем те ăна килĕштерни çинчен пĕлтерчĕç. Алла тытрăм та, чăнах аван», - пĕлтерчĕ Кăрмăшра пурăнакан Алевтина Данилова. Унăн амăшĕ, 85-ри Зоя Александровна, чăваш кăларăмĕсене вулама юратать иккен. Вĕсем ял пурнăçĕ çинчен çырса кăтартнипе, сĕнÿ-канашпа уйрăмах кăсăкланаççĕ. 30 çул почтальонкăра ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канури Лидия Митюшкина сумка тулли хаçат-журнала ял-ял тăрăх валеçнĕ вăхăта аса илчĕ. «Яланах планран ирттерсе çырăнтарнă. Халĕччен эпĕ «Чăваш хĕрарăмне» туянса вулакаланă. Сумкки йывăрланнăшăн почтальона хĕрхенетĕп те, çапах паян хаçат çырăнатăпах», - ĕçтешĕ патнелле утрĕ Лидия Федоровна. Пĕлтĕр пирĕнпе туслашнисем кăçал та уйрăлас темерĕç. Акă Валентина Мульдиярова та хаçат çырăнас текенсен черетне тăчĕ. Мăналти Наталья Ярославцева вара ачисене «Тетте» журналпа темиçе çул савăнтарать ĕнтĕ. «Çĕнĕ тус тупсан та киввине ан пăрах» тенĕ ваттисем, пирĕншĕн те кашни вулакан хаклă. Кăçал Кăшавăш енче 40 çемье «Чăваш хĕрарăмне» çырăнма хапăлларĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн ытти кăларăмĕпе те туслашрĕ.
Концерт хыççăн хаçат çырăннă квитанцисемпе лотерея вылявĕ иртрĕ. Парнесемпе ку тăрăхри предпринимательсем Николай Захаров, Юрий Самойлов, Наталья Куркова, Анна Петрова, «Приволжское» вĕренÿ хуçалăхĕн ертÿçи Андрей Макушев тивĕçтерчĕç. Уява йĕркелеме пулăшнăшăн вĕсене, çавăн пекех ял тăрăх администраци пуçлăхне Сергей Мульдиярова, ял тăрăх депутатне Ирина Ивановăна, Кăшавăш шкулĕн администрацине, информаципе культура центрĕн ертÿçине Светлана Калишовăна редакци чунтанах тав тăвать.
Алина ИЗМАН.
Маргарита ИЛЬИНА
сăн ÿкерчĕкĕсем.