Комментировать

7 Дек, 2013

Мунча чуна тасатать-ши?

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕ Арсений Тарасов пьесисем тăрăх тăваттăмĕш спектакль сцена çине кăларчĕ. «СССР халăх артисчĕпе Валерий Яковлев режиссерпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр. Вăл манăн шалти тĕнчене никамран лайăх туять. Эпĕ вара ăна мĕнле пьеса кирлине пĕлетĕп», - çирĕплетет Арсений Алексеевич. «Мунча кунĕ» ĕç те ăнăçлă пулса тухнă.

Пьеса авторĕ паянхи ял пурнăçне кăтартнă. «Хамăн анне шăпине сăнлас килчĕ. Унăн та, спектакльти сăнар пекех, ватлăх енне сулăнсан килте пĕччен пурăнма тиврĕ. Çакăншăн эпир, унăн тĕпренчĕкĕсем, нумай куляннă. Вăл икĕ ывăлĕпе хĕрĕ патне Шупашкара та, Мускава та, урăх яла та куçма килĕшмерĕ. «Тăван килтен тухмастăп», - тетчĕ ялан. Çакна РСФСР халăх артистки Нина Яковлева çав тери ĕнентерÿллĕ кăтартрĕ. Манăн анне тăлăх çитĕннĕ, хутла вĕренмен. «Сас паллисене пĕлнĕ пулсан çыру шăрçалăттăм, эсир çырнине вулăттăм», - чунне уçатчĕ вăл. Унпа юнашар пулайманшăн хамăра айăплă туйнă», - палăртать Арсений Тарасов. Пур пĕрех пурнăç тилхепине алăран вĕçертесшĕн мар тивĕçлĕ канурисем. «Анне çитмĕлтен иртсен те хуралтăсене çĕнĕрен тутарчĕ. «Кайран сире кирлĕ пулĕ. Леш тĕнчене каясси пирки шухăшласа пурăнмалла мар», - тетчĕ», - каласа кăтартать драматург.

Ватăсемшĕн пенси укçи мар, юнашар çын пурри, кирлĕ вăхăтра пулăшни пĕлтерĕшлĕрех. Спектакльте чĕлхесĕр Мисаил /Евгений Урдюков/ - ялăн хĕрт-сурчĕ вырăнĕнче. Пĕччен пурăнакансене пăхса тăрать вăл: шыв ăсса килет, килтен тухсан каялла çул çухатасран сыхлать. Айванскер çыннăн чун ыратăвне туйни кашни самантрах палăрать. Ваттисен кăмăлне уçассишĕн тем тума та хатĕр вăл. Çакăншăн вак укçа парса тав тăваççĕ ăна. Çук, унăн пулăшăвне хакламаннипе е хутлине шелленипе çыхăнман ку. Вак укçа чăнкăртатăвĕ йăпатать çамрăка. Сăмах май, Мисаилăн амăшне ашшĕ бензин сапса чĕртсе янă. Шăпах çак киревсĕрлĕх хыççăн улшăннă вĕсен ывăлĕ. «Пирĕн ялта та çакăн евĕрлĕрех тĕслĕх пулнăччĕ. Аттепе киле таврăннă чухне пĕр пахчара çунакан хĕрарăм чупнине курнăччĕ. Пьесăра шăпах çак саманта аса илнĕ», - уçăмлатать автор.

Кĕтерука /РСФСР халăх артистки Нина Яковлева/ ватлăхра Виталипе /Сергей Павлов/ Георгин /Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Александров/ пăхмалла-ха та... Анчах вĕсен яла пырса çÿреме вăхăт сахал. Шăпа çавнашкал çаврăнса килни амăшне те, ачисене те кулянтарать. Анчах лару-тăрăва улăштарма хал çитереймеççĕ вĕсем. Ваттисен çурчĕ тавра та сăмах пуçараççĕ вăй питти арçынсем. Анчах чун парнеленĕ хĕрарăм унта хăйне хăтлă туйманнине чухлаççĕ, паллах, вĕсем. В интернете искала как приготовить домашнюю шаурму и вы знаете нашла рецепт на сайте Рецептик.ком

ЧР тава тивĕçлĕ артистки Елизавета Хрисанфова шанăçне çухатнă, эрехре çăлăнăç шыракан хĕрарăма вылять. Усал йăларан хăтăлĕччĕ, анчах туртса кĕртекен шурлăхран тухма вăйĕ юлман унăн.

Çапах ялта ырри те çук мар. Çамрăксем пÿрт хăпартаççĕ, ача çуратаççĕ, телейлĕ малашлăха шанаççĕ...

 

Марина ГРИГОРЬЕВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.