Комментировать

7 Дек, 2013

Упăшки купăс калать, арăмĕ юрлать

Кирек хăш самантра сцена çине тухма хатĕр вăл: çи-пуçĕ çыпăçуллă, пушмакĕ йăлтăртатать. Куçсăр çын çапла тирпейлĕ çÿренине пурте тÿрех асăрхаççĕ. Çакăншăн, паллах, мăшăрне тав тăвать Александр Краснов. Вĕсем иккĕшĕ 26 çул пĕрле пурăнаççĕ. Александр Александровичпа Валентина Николаевнăн хĕрĕ Елена та хăйĕн çулне тупнă. Çемье те çавăрнă.

Мăшăрпа пĕрле апат та тутлăрах

«Эпĕ арăма халĕ те çамрăк чухнехи пекех юрататăп», - пытармасть арçын. Вăл мăшăрĕн сăнне нихăçан та курман. «Сарă вăрăм çÿçлисем килĕшетчĕç. Манăн арăм шăпах вĕсен йышĕнчен. Паллашнă чухне шурă çаврашкаллă хĕрлĕ кĕпе тăхăннăччĕ Валентина», - аса илет Александр Александрович. «Шупашкарти кăнтăр районĕн культура керменĕнче ăна пĕрремĕш хут курсанах чĕре хускалса илчĕ. Ун чухне 1-мĕш ушкăн инваличĕччĕ вăл. Ăна ырă кăмăлĕшĕн килĕштертĕм. Арçынсен хушшинче унашкалли сахал. Вăл купăс калатчĕ, эпĕ юрлаттăм», - иртнине куç умне кăларма пулăшать хĕрарăм. Çур çултанах хăнасене туй кĕрекине пуçтарнă вĕсем. «Арăмпа пĕрле телевизор умĕнче ларма та, апат çиме те кăмăллă», - каласа кăтартать çемье пуçĕ. Валентина Николаевна илемлĕ фильмри кашни саманта ăнланма пулăшать ăна. «Малтан иксĕмĕр кинотеатра та çÿреттĕмĕр. Çапах калаçса ларни куракансене чăрмантарнăран халĕ килте кăна кино курма тивет», - палăртать Александр Александрович.

Килте мăшăрне май пур таран пулăшма тăрăшать вăл: путвалтан пахча çимĕç илсе тухать, савăт-сапа çăвать, çÿп-çапа илсе тухать.

Куç çивĕчлĕхĕ чакни

Канаш районĕнчи Турханкас Чарпуçра çуралнă Александр малтан лайăхах курнă. Ача тăваттăмĕш класа çитиччен Ямаш шкулĕнче вĕреннĕ. «Пĕррехинче вĕрентекен тетрадь çине пăнчă лартрĕ те çаврашка ÿкерме хушрĕ. Эпĕ кăранташпа паллă тунине курмарăм», - куç çивĕчлĕхĕ чакнине çавăн чухне пĕрремĕш хут асăрханă арçын ача. Кайран доска çинче çырнине вулайми пулнă. Çакăн хыççăн Шупашкарти япăх куракансен тата куçсăррисен интернат шкулне куçарнă ăна. Кунта Александр çĕнĕ юлташсем тупнă.

Шупашкарта кăна мар, Мускавра та сипленнĕ вăл, çапах усси пулман. Халĕ çутăпа тĕттĕме çеç уйăрма пултарать Александр Краснов.

Пурнăçланнă ĕмĕт

Амăшĕ Валентина Андреевна ывăлне пĕчĕк чухнех купăс калама вĕрентнĕ. Шупашкара куçсан та çак ăсталăха туптанă арçын ача. «Çитĕнсен манăн та ачасене купăс калама вĕрентесчĕ», - пĕррехинче Гагарин урамĕнчи музыка шкулĕ патĕнчен иртсе кайнă чухне шухăш çуралнă унăн. Çак ĕмĕте пурнăçа кĕртес тĕллевпе Курскри музыка училищинче пĕлÿ илнĕ Александр Краснов.

Халĕ япăх куракансен тата куçсăррисен интернат шкулĕнче воспитательте ĕçлет вăл, ачасене купăс калама хăнăхтарать. «Хăш чухне, чирлесен, хамăн вĕренекенсем патне каяймастăп. Кайран, тĕл пулсан, «эпир сире мĕнле кĕтрĕмĕр» теççĕ. Çакă, паллах, савăнтарать», - ачасене чунран юратаканскерĕн пичĕ кулăпа çуталать. Унăн вĕренекенĕсем республика конкурсĕсенче те мала тухаççĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.