Архив - Фев 2015 - Чăваш хĕрарăмĕ

февраль 28th

28 Фев, 2015

«Чăваш хĕрарăмĕ» /Чувашская женщина/ № 7 /877/ 28.02.2015

- Сегодня девушки считают высшее образование более значимым, чем замужество.

- Увешанный серебром народ разве мог ходить в лаптях?

- Регулярный контроль артериального давления - как профилактика инсультов и инфарктов.

- Уроженец Батыревского района будто готовился к войне...

- Потерял зуб и нашел... гармошку.

февраль 25th

февраль 21st

21 Фев, 2015

Пасар - пасарах: пĕрне пуйтарать, теприне...

Икĕ эрне каялла республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти суту-илÿ предприятийĕсене çитсе килнĕччĕ. Унтанпа лару-тăру улшăннă-и? Хаксем çав шайрах-и е тата хăпарнă-и? Çак ыйтусем кăсăклантарнăран Пуçлăх çÿренĕ предприятисене тепре кайса килме тĕв турăмăр.

21 Фев, 2015

"80 тултармасăр сцена çинчен анмăп"

Валентина КУЗНЕЦОВА, чăваш эстрада юрăçи

Паян çĕр çинчи пур хĕрарăм та Украина хыпарĕсемпе кăсăкланать ахăртнех. Кама кирлĕ çак вăрçă? Мĕн чухлĕ çын пĕтрĕ. Вĕсен - куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнисен - хушшинче ачасем те пурри чуна çурать, татăк-татăк туса пайлать. Хам та амăшĕ-çке. Епле ăнланмăн ачине çухатнă хĕрарăма?! Паян кирек мĕнле амăшĕ те пĕртен-пĕр шухăшпа пурăнать пулĕ тетĕп - вăрçă вучĕ кунта ан çиттĕрччĕ... Турă сыхлатăр пирĕн ачасене çак инкекрен. Раççейре яланах тăнăçлăх хуçалантăрччĕ.

21 Фев, 2015

Дмитрий Медведев Чăваш Енпе кăмăллă

Кĕске тапхăртах пысăках мар хулана Раççей Президенчĕ те, çĕршыв Правительствин пуçлăхĕ те килни халиччен пулнă-ши - калаймастăп, çапах кирек мĕнле пулсан та Çĕнĕ Шупашкар ку енĕпе палăрмаллипех палăрчĕ тейĕттĕм.

21 Фев, 2015

Асаилÿ кĕвви

Упăшка вăтăр тултарнине тăвансемпе, туссемпе пухăнса уявларăмăр. Яшла-хĕрле çÿренĕ вăхăтсене аса илсе юлташсемпе каçхи клуба çитме тĕв турăмăр.

Канмалли кун дискотекăра халăх чылай иккен. Çамрăксем те, аслăраххисем те пур. Кам мĕнле пĕлет - çапла хиркеленет. Пирĕн пысăк ушкăн та часах юрă-кĕвĕ çеммипе килĕшÿллĕн авкаланма тытăнчĕ. Диджей паян тĕнче кĕрлеттерекен юрăсене те, темиçе çул каяллахисене те черетлерĕ. Ташла-ташла тарласан лăпкă кĕвĕ кайрĕ. Мăшăрпа ыталанса вунă çул каялла таврăнма ыйтакан палланă юрăпа урай варринче çаврăнтăмăр.

февраль 14th

14 Фев, 2015

«Чăваш хĕрарăмĕ» № 5 /875/ 14.02.2015

14 Фев, 2015

“Эпĕ - Раççей гражданинĕ”

Вулаканăм! Çĕнĕ рубрика “Çăлтăр сехечĕ” сĕнетпĕр. Паллă çынсене паян мĕн ытларах канăçсăрлантарать - çакăн пирки вĕсем хăйсем каласа кăтартĕç. Юратнă хаçат страницисенче сирĕн тата кама сăмах парас килет - çырса пĕлтерĕр.

14 Фев, 2015

Алексей АЛЬФОНС: «Хушаматран кулнăшăн кÿренместĕп»

Вĕçĕ-хĕррисĕр юрату тытса тăрать çынна çак тĕнчере. Вăл хальхи пурнăçпа çырлахма, ырă малашлăха шанма вăй парать. Ку туйăм анлăшне сăмахпа уçса пама та çăмăлах мар. Ăна чун, чĕре витĕр кăлармалла.

Страницы