Архив - 2 Июн, 2014 - Чăваш хĕрарăмĕ

2 Июн, 2014

Енчĕкех кĕрсе каяççĕ

Страхлакан пĕр организацирен шăнкăравларĕç: кĕçĕн класра вĕренекен хĕрĕм вĕсем йĕркеленĕ конкурсра сертификата тивĕçнĕ-мĕн, ăна пырса илме чĕнеççĕ. Ачашăн хĕпĕртенĕскер килĕшрĕм, анчах ĕçрен тухса утма ниепле те май килмерĕ. Менеджер кунсеренех шăнкăравларĕ, тĕл пулма ыйтрĕ. «Хăвăрах шкула кайса парсамăр, темĕнле пысăк шайра ирттерекен конкурс çĕнтерÿçисене те награда хăех шыраса тупать те сирĕн пата вара пырса илмелле темшĕн. Ачана линейкăра, халăх умĕнче чыслани çын урлă парса янинчен чылай лайăхрах-çке», - тетĕп хайхискерне. «Сирĕн вăхăт çук тăк хамах пыратăп», - çине тăчĕ менеджер.

2 Июн, 2014

Юратаççĕ, вулаççĕ

Алина Николаева почтальон ытти мĕн пур чăваш хĕрарăмĕ пекех ирхи шуçăмпа вăранать. Ĕнисене суса кĕтĕве хăваланă тата хуçалăхри ытти ĕçе тирпейленĕ хыççăн сумкине йăтса виçĕ çухрăмри Шуркасси почта уйрăмне васкать вăл. Кашни кунах çапла. Таврари виçĕ пĕчĕк яла ăна уйăрса панă.