Архив - 21 Июн, 2018 - Хыпар

21 Июн, 2018

Брусчатка – хамăр алăпа

Брусчаткăна килтех хатĕрлеме пулать. Ăна тума хăйăр, цемент, шыв, тĕс кĕртмелли ятарлă сăрă, хутăша хытараканни ªзатвердительº, пластификатор тата хутăша ямалли форма кирлĕ. Вĕсене йăлтах çурт-йĕр хăпартмалли тавар сутакан лавккара туянмалла.

21 Июн, 2018

Баклажан лайăх ÿстĕр тесен

Баклажана иккĕмĕш çул çеç лартса ÿстеретĕп. Ăна пăхассине помидортан урăхларах йĕркелемеллине ăнкартăм. Çак пахча çимĕçе епле пăхмалли çинчен çырса кăтартайăмăр-ши?
Вулакан ыйтăвне Альбина ЕГОРОВА агроном хуравлать:

21 Июн, 2018

Цесарка кăпшанкă çиет

Цесарка çинчен хаçатра вуланăччĕ. Çав кайăк какайĕ те, çăмарти те усăллă-мĕн, тата вăл пахчари колорадо нăррине те пуçтарать теççĕ, тĕрĕсех-ши? Унăн чĕпписене ăçта туянма пулать-ши?
Лариса КРЫЛЬЦОВА.
Йĕпреç районĕ.
Вулакан ыйтăвне чăх-чĕп ĕрчетекен Александр ИВАНОВ хуравлать:
— Цесарка какайĕ вăрман кайăкĕн-нине аса илтерет. Какайра, чăхăннипе танлаштарсан, шыв тата çу сахалрах. Тутăлăх енĕпе килти кайăксенчен чи пахи шутланать.

21 Июн, 2018

Ириса пайлама юрать

Ирис чечекленсе пĕтерчĕ. Ытлашши йăвăланса кайнипе-ши чечексем вĕтĕрех, сайрарах пек туйăнчĕç. Ирис тĕмне хăçан пайласа куçарса лартма юрать-ши?
Мальвина ИВАНОВА
Вăрнар районĕ.
Вулакан ыйтăвне Галина КЛЕМЕНТЬЕВА чечекçĕ хуравлать:

21 Июн, 2018

Сысна ами чирлесен

Сысна ами çăвăрланă хыççăн сÿрĕкленчĕ. Апат та лайăх çимест, йывăррăн уткалать. Çурисене пурпĕрех пăхать. Вăл чирлемест-ши?
Лидия ХРАМОВА.
Канаш районĕ.
Вулакан ыйтăвне Арсентий АРХИПОВ ветеринар хуравлать:
— Сысна амин çăвăрланă хыççăнхи шалкăм ªпарезº пулма пултарать. Кун пек чухне ама çăвăрласа пĕтерсен хăвăрт тăраймасть. Утнă чухне хыçалти пайĕ тайкаланни курăнать, çирĕп пусаймасть. Йывăр шалкăм чухне ама тăраймасть те.