Архив - 28 Июн, 2018 - Хыпар

28 Июн, 2018

Пин сасăллă хор юрă янăратрĕ

Республика кунĕ питĕ хаваслă та кăсăклă иртрĕ. Унăн пысăк пулăмĕсен шутне вара Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Чăваш Ен ача-пăча хорĕ лартнă концерт кĕрет. 1 пин ытларах йышран тăракан пултарулăх пĕрлешĕвне курма нумай çын пуçтарăннă, чылайăшĕ ачасемпе пĕрлех юрлама тăрăшрĕ. Анлă Атăл çийĕн сасă ян та ян кайрĕ.
Шăрăхран хăраман

28 Июн, 2018

Пĕве симĕсленесрен

\Анкарти хыçĕнчех айлăм, унта пĕчĕк пĕве турăмăр, ăна илемлетме шухăшлатпăр. Унта мĕнле чечексем лартма юрать-ши тата шыв симĕсленесрен мĕн тумалла?
Григорий ГАЛКИН.
Вăрнар районĕ.
Вулакан ыйтăвне Владимир ЛАРИОНОВ пахчаçă хуравлать:

28 Июн, 2018

Кустăрмаран — тырă управĕ

Трактор-машинăн çийĕнсе пĕтнĕ шининчен чечек клумби е таса мар шыв валли пусă хатĕрлеме май пуррине чылайăшĕ пĕлет. Кустăрмаран тырă упрамалли лар тума та пулать.

28 Июн, 2018

Хаяр пăрăç ÿстеретпĕр

Хаяр пăрăç — çутта тата ăшша, нÿрĕке юратакан культура. Ăна парникра çитĕнтерни тĕрĕсрех. Пирĕн тăрăхра çулла та час-часах çанталăк выляса тăрать — шăрăх кĕçех сивĕпе ылмашăнать.

28 Июн, 2018

Гортензи килĕшет

Гортензие вăрах вăхăт чечекре ларнăшăн юрататăп. Чечек йăранĕнче яланлăх вырăн йышăнчĕ вăл. Ăна мĕнле пăхмаллине специалистран ыйтасчĕ. Мĕнле удобрени памалла-ши?
Нина НИКОЛАЕВА.

28 Июн, 2018

Сăпса тытмалли «капкăн»

Сăпсана усăллă, ÿсен-тăран чечекне пĕтĕçлентерме пулăшать тесе шухăшлаттăм. Вăл улма-çырлана шăтарать тата какай таврашне тапăнать. Çак сăтăрçă мĕнле пурăннине тĕплĕнрех пĕлес килет. Вĕсенчен епле хăтăлмалла-ши?
Федор АНИСИМОВ.
Çĕмĕрле районĕ.