Кустăрмаран — тырă управĕ
Трактор-машинăн çийĕнсе пĕтнĕ шининчен чечек клумби е таса мар шыв валли пусă хатĕрлеме май пуррине чылайăшĕ пĕлет. Кустăрмаран тырă упрамалли лар тума та пулать. Халĕ кустăрма тупасси кăткăс мар. Шăши-йĕкехÿре кăшламан ларпа паллаштаратăп.
КамАЗăн виçĕ кустăрми çителĕклĕ. Унта 750 кг тырă вырнаçать. Кустăрма хĕррине тимĕр касмалли электролобзикпа усă курса касмалла, резинăна кăштах йĕпетме юрать. Каснă кустăрма ăшне çуса тасатмалла. Аякĕсене парник валли е бордюр пек усă курма пулать.
Кустăрма-лара вырнаçтарма хÿтлĕх кирлĕ. Нÿрленесрен урайне çÿллĕрех тумалла, унта шифер е ытти тикĕс япала сармалла. Ун çине кустăрма хумалла, çиеле тепĕрне вырнаçтармалла, унтан — виççĕмĕшне. Кустăрмасем йывăрăшĕпе хăйсемех аван тăраççĕ, вĕсене çирĕплетме кирлех мар. Кустăрма-ларти тырă сахалланнăçемĕн çиелти сийне антарма пулать. Тырă ăсса илме меллĕрех пулĕ.
Веньямин СМИРНОВ.
Комментировать