Пин сасăллă хор юрă янăратрĕ

28 Июн, 2018

Республика кунĕ питĕ хаваслă та кăсăклă иртрĕ. Унăн пысăк пулăмĕсен шутне вара Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Чăваш Ен ача-пăча хорĕ лартнă концерт кĕрет. 1 пин ытларах йышран тăракан пултарулăх пĕрлешĕвне курма нумай çын пуçтарăннă, чылайăшĕ ачасемпе пĕрлех юрлама тăрăшрĕ. Анлă Атăл çийĕн сасă ян та ян кайрĕ.
Шăрăхран хăраман
Пĕлтĕр Раççей ача-пăча хорĕ юрланă вăхăтра шалкăм çумăр тăкнăччĕ, апла пулин те ачасем вырăнтан хускалмасăр вĕçне çитиех тÿсрĕç. Кăçал вара шăрăх çанталăк хăшне-пĕрне аптăратрĕ. Юрать-ха васкавлă медицина пулăшăвĕн ĕçченĕсем çывăхрахчĕ. Сулхăнра канса илнĕ хыççăн каллех хорта хăйĕн вырăнне йышăнакан та пулчĕ.
Чăваш патшалăх академи симфони капеллин тĕп дирижерĕ Морис Яклашкин ертсе пыракан симфони оркестрĕ кĕвĕ каланă май çамрăк вокалистсем 12 юрă хатĕр­ленĕ. Вĕсене шăрантарнă чухне пысăк кăлтăксемех сиксе тухман.
— «Тăри юрринче» çеç кĕтменлĕх пулчĕ. Пире пĕр­ремĕш çаврăмра чăвашла юрламалла, ыттине вырăсла тенĕччĕ. Анчах концерт вăхăтĕн­че йăлтах чăвашла кайрĕ. Эпир çакна хатĕр марччĕ, çапах йăлтах йĕркеллĕ иртрĕ, — пĕлтерчĕ Çĕмĕрле хулинчен килнĕ «Улыбка» ушкăн вокалисчĕ Юлия Шубнякова.
Çак хорта юрлама «Солнышко» лагерьте те, хăйсен шкулĕсенче те пĕр уйăха яхăн хатĕрленнине пĕлтерчĕç ачасем. Çакнашкал пысăк мероприятие хутшăнас умĕн вĕсен хумханасси те пулнă, паллах, анчах мăнаçлăх туйăмĕ çĕнтернĕ.

Хĕрне курма ашшĕ ĕçрен ыйтса тухнă
Ачасене хавхалантарма, юратнă тĕпренчĕкĕсемшĕн савăнма уява ашшĕ-амăшĕ те пынă. Шупашкарти 47-мĕш шкулта вĕренекен Оля Герасимовăн ашшĕ хĕрĕн пурнăçĕнчи паллă пулăма хутшăнас тесе, авă, ĕçрен ыйтса килнĕ. Кĕçех 4-мĕшне куçакан хĕр ача 1-мĕш класранпах ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн «Росток» центрне çÿрет. Шăпах унта вăл «Туслăх» ушкăнта юрлама тытăннă. Пултарулăх йышĕпе шкулти е хулари уявсене час-часах хутшăнать. Раççей тулашĕнче те пулса курнă: Беларуç тĕп хулинче Минскра, сăмахран, пĕтĕм тĕнче фестивальне хутшăннă, юрлас ăсталăхпа 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Пĕтĕмпех палăртнă пек пулсан, тен, юпа уйăхĕнче Питĕр хулине çитме те тÿр килĕ-ха… Кирек мĕнле мероприятие каяс пулсан та Ольăпа пĕрле амăшĕ яланах пырать. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ хорĕнче юрлани хĕр ачана виçесĕр савăнăç тата хавхалану кÿнĕ. Çынсене мероприяти килĕшнине те ăнланнă вăл. Концерт хыççăн пĕрер курупка канфет парнелени те уйрăмах хĕпĕртеттернĕ — ача-пăча пылак тутанма нихăçан та хирĕç пулмĕ.
— Хам та кăсăклансах пăхрăм, — пĕлтерчĕ Ольăн амăшĕ Валентина Васильевна. — Ачасем юрлани мана аслисенчен те ытларах килĕшет, вĕсем чун-чĕререн шăрантараççĕ пек. Çак кун çанталăк питех шăрăх пулмасан, тен, куракансем ытларах килĕччĕç.
Иккĕмеш çул
Шупашкарти 28-мĕш шкулта вĕренекен Лиза Сидорова кăçал музыка шкулне вĕçленĕ. Пирĕн хаçат тусĕ вăл, «Тантăшпа» туслă çыхăну тытса лауреат ятне те тивĕçнĕччĕ. Питĕ маттур хĕр ача. Юрласси — унăн чун туртăмĕ. Пĕлтĕр республика кунĕнче Раççей ача-пăча хорĕпе концерт лартнăскер кăçал та Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ хорне хутшăннă.
— Пĕлтĕр Раççейри ытти хуларан та ачасем килнĕччĕ. Малтан эпир, Шупашкартисем, хамăр тĕллĕн хатĕрлентĕмĕр. Унтан пĕтĕм йыш пуçтарăнсан пурте пĕрле юрласа пăхрăмăр. Кăçал вара пĕлтĕр хăш юрра япăхрах шăрантарнă, çавсемпе ытларах ĕçлерĕмĕр, пурĕ пилĕк репетици ирттертĕмĕр. Мана «Катюша» юрă питĕ кăмăла кайрĕ. «Тăвансемĕр пĕрле чухне» — çав тери илемлĕ те чун-чĕререн шăранса тухакан юрă. «Пусть всегда будет солнце» мĕн пĕчĕкренпех килĕшет. Ытти юрра та кăмăлтанах шăрантартăмăр, — пĕлтерчĕ Лиза.
Сцена çинче çÿллĕреххисене хыçала тăратнă, Лиза та çав йыша лекнĕ. Чи малта — Шупашкар ачисем. Вĕсен хыçĕнче — «Солнышко» лагерьте хатĕрленнисем, унтан — районсенчен килнисем. Ачасем юрланă вăхăтра дирижера тимлĕ сăнанă, концерт ăнăçăвĕ вăл мĕнле ертсе пынинчен те чылай килет-çке.
— Аттепе аннене асăрхарăм, вĕсем маншăн савăннине туйрăм. Тĕп дирижер та пире хавхалантарчĕ. «Маттурсем! Çакна лайăх пурнăçларăр, кăна тĕрĕс турăр. Кунта çакă çитмест», — тесех тăчĕ. Репетицисем вăраха тăсăлни те кулянтармарĕ, мĕншĕн тесен эпĕ чун ыйтнине пурнăçларăм, — телейлĕн калаçрĕ Лиза.
Çак концерт уява пуçтарăннă хăнасене тата хула çыннисене ырра курма, çутă ĕмĕтпе пурăнма хавхалантарнине ĕненес килет.
Лариса ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.