Сысна ами чирлесен
Сысна ами çăвăрланă хыççăн сÿрĕкленчĕ. Апат та лайăх çимест, йывăррăн уткалать. Çурисене пурпĕрех пăхать. Вăл чирлемест-ши?
Лидия ХРАМОВА.
Канаш районĕ.
Вулакан ыйтăвне Арсентий АРХИПОВ ветеринар хуравлать:
— Сысна амин çăвăрланă хыççăнхи шалкăм ªпарезº пулма пултарать. Кун пек чухне ама çăвăрласа пĕтерсен хăвăрт тăраймасть. Утнă чухне хыçалти пайĕ тайкаланни курăнать, çирĕп пусаймасть. Йывăр шалкăм чухне ама тăраймасть те.
Сысна амин хулăн пыршине ăшă сахăр шывĕ ª100 г сахăр, 700 мл шывº ямалла, 1 г каломель, 100 г касторка çăвĕ ĕçтермелле, аман кайри пĕççисене, çиллине камфора çăвĕпе сăтăрмалла.
Сирĕн сыснан чи йывăр тапхăрĕ иртнĕ теме пулать. Амапа тимлĕ пулмалла, ик-виç кунра пĕрре сахăрланă ăшă шыв ª1 литр шыва 2 апат кашăкĕ сахăрº, пахалăхлă апат парăр. Витаминпа 2-3 хутчен укол тума юрать. Выльăха ветеринара кăтартсан аванрах. Вăл сысна сывлăхне тĕрĕс хак парса сиплеве йĕркелеме пулăшĕ.
Комментировать