Комментировать

21 Июн, 2018

Цесарка кăпшанкă çиет

Цесарка çинчен хаçатра вуланăччĕ. Çав кайăк какайĕ те, çăмарти те усăллă-мĕн, тата вăл пахчари колорадо нăррине те пуçтарать теççĕ, тĕрĕсех-ши? Унăн чĕпписене ăçта туянма пулать-ши?
Лариса КРЫЛЬЦОВА.
Йĕпреç районĕ.
Вулакан ыйтăвне чăх-чĕп ĕрчетекен Александр ИВАНОВ хуравлать:
— Цесарка какайĕ вăрман кайăкĕн-нине аса илтерет. Какайра, чăхăннипе танлаштарсан, шыв тата çу сахалрах. Тутăлăх енĕпе килти кайăксенчен чи пахи шутланать.
Цесарка çăмарти чăхăннинчен пĕчĕкрех. Унăн сарринче витамин, ытти усăллă япала нумайрах. Ама çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен çăмарта тăвать, пĕр амаран 90-150 çăмарта илме пулать. 8-8,5 уйăхран йăх тăсмашкăн ÿссе çитет. Чĕпсене хăех лайăх пусса кăларать. Инкубаторпа та усă курма пулать. 3 уйăх çитĕнтернĕ чĕпсене аша яма юрать, ку вăхăтра вĕсен виçи 1,2-1,3 кг пулать.
Цесарка апат тиркемест. Хĕллехи вăхăтра ăна чăхха пăхнă пекех пăхмалла. Çулла ытларах ешĕл курăк памалла. Çак кайăк хурт-кăпшанка хапăлласах çиет. Колорадо нăррине, ун личинкисене, янкăр тĕслĕ пулнипе-тĕр, аякранах асăрхать, чупсах пуçтарать. Пахчана кăларма шухăшлатăр пулсан унта хими препарачĕ пĕрĕхмелле мар. Наркăмăшлă курăка, хурт-кăпшанка çисе чирлеме е вилме пултарать. Цесарка чăх пек тăпрана чаваласа пăсмасть.
Республикăра цесарка ĕрчетекенсем пур. Ун чĕппине туянас кăмăлăр пулсан кайăк-кĕшĕкпе кăсăкланакансемпе, суту-илÿ тăвакансемпе çыхăнăр. Вĕсем цесарка тытакансемпе паллаштарма пултарĕç.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.