Баклажан лайăх ÿстĕр тесен

21 Июн, 2018

Баклажана иккĕмĕш çул çеç лартса ÿстеретĕп. Ăна пăхассине помидортан урăхларах йĕркелемеллине ăнкартăм. Çак пахча çимĕçе епле пăхмалли çинчен çырса кăтартайăмăр-ши?
Вулакан ыйтăвне Альбина ЕГОРОВА агроном хуравлать:
— Баклажан — ăшша юратакан культура, пирĕн тăрăхра ăна теплицăра çитĕнтерни тĕрĕсрех. Вăл çутта, лайăх сывлăш çаврăнăшне, кăпка тата нÿрĕк тăпрана кăмăллать. Пĕтĕмĕшле ĕç мелне пĕлни çак культурăран тулăх çимĕç илме май парать.
Баклажана помидора лартнă пек тăпрана тарăна антарма юрамасть. Ăна çеçке тымарланнă шайпа лартмалла. Унăн тымарĕ тарăна каймасть — 20-30 см анлăшĕнче аталанать. Çавăнпа тĕм тавра кăпкалатнă чухне асăрханулăх кирлĕ. Эрнере пĕр хутчен ăшă /20 градусран кая мар/ тата тăрăлтарса лартнă шывпа шăвармалла, çанталăк шăрăх, типĕ пулсан ÿсен-тăрана кура тăтăшрах шăварма юрать. Вăл çиелтен пĕрĕхнине кăмăлламасть, тĕме çеçкене йĕпетмесĕр шăвармалла. Тĕм йĕри-тавра шăвармалли путăк йĕрлеме пулать. Унта пĕчĕккĕн шыв ямалла. Теплицăри сывлăш нÿрĕклĕхĕ 70 процентран иртмелле мар. Шăварнă хыççăн тăпрана типĕ улăмпа витмелле. Ку тăпра типесрен, çуркаланасран, нÿрĕк вăйлă пăсланасран упрать. Йĕпе-сапа, сивĕрех çанталăкра сахалрах шăвармалла.
Çак культурăна лайăх аталанма кали, фосфор удобренийĕсем кирлĕ. Теплицăна куçарнă хыççăн 3 эрнерен азофоскăпа апатлантармалла. 10 литр шыва 3 апат кашăкĕ азофоска ярас ирĕлтермелле, кашни тĕме çур литр памалла.
Тĕмсем чечек çурма пуçласан 20-шер грамм кали хлоричĕ /хлористый калий/, аммиак селитри /аммиачная селитра/ тата 350 грамм суперфосфат — 10 литр шыва — хутăшĕн шывĕпе шăвармалла. Тĕме – 0,5 литр удобрени памалла.
Тепĕр хутчен çимĕç тытăннă чухне апатлантармалла. Ĕне каяшне е курăк йÿçĕтсе лартнă шывпа шăвармалла.
Çимĕçе вăйлă тĕксĕмлениччен тытмалла мар, унра йÿçеклĕх пуçтарăнать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.