Ириса пайлама юрать
Ирис чечекленсе пĕтерчĕ. Ытлашши йăвăланса кайнипе-ши чечексем вĕтĕрех, сайрарах пек туйăнчĕç. Ирис тĕмне хăçан пайласа куçарса лартма юрать-ши?
Мальвина ИВАНОВА
Вăрнар районĕ.
Вулакан ыйтăвне Галина КЛЕМЕНТЬЕВА чечекçĕ хуравлать:
— Ирис нумай çул пĕр вырăнта ÿсекен чечек. Апла пулин те хальхи пысăк тата йышлă чечекленекен сортсене пĕр вырăнта нумай тытма юрамасть. Вĕсем начар чечекленме пуçлаççĕ, тымарсем хулăнланса каяççĕ, тăпраран мăкăрăлса тухаççĕ. Тăпрапа хупланайман тымар хĕлле шăнса пĕтме пултарать.
Ириса чечекленсе пĕтерсен çур уйăхран пуçласа авăн уйăхĕн çурриччен куçарса лартма юрать. Каярах лартсан тымар хĕле хатĕрленсе çитеймĕ. Шултра чечеклĕ сортсене 3-4 çулта пĕрре сайратмалла. Лартмалли тĕмсен çеçкине çурринчен те ытларах кĕскетмелле. Çулçăсене чалăшла, конус пек туса касмалла. Çакна çумăр шывĕ юхса анма лайăх пултăр тесе тăваççĕ.
Ирис тĕмне асăрханса кăлармалла. Темиçе лаптăка лартас тесен тымара икшер хунавпа пайласа тухмалла. Хулăнланнă, хунавсăр тымарсене хăвармалла. Енчен те сорт хаклă, ăна ĕрчетес тесен хулăн тымарсене те пăрахмалла мар, вĕсене уйрăм лаптăка тăпрана хумалла. Тымарсем çинче çывăракан папка нумай, вĕсенчен тепĕр çул хунав тухĕ.
Ирис тĕмĕн тымарĕ çĕртен курăнса тăрать пулсан ăна пахча тăприпе хупламалла. Хĕле кĕрес умĕн типĕ çулçăпа витмелле, çуркунне ăна пуçтарса илмелле.
Комментировать