Архив - 24 Июн, 2016 - Хыпар

24 Июн, 2016

Чăвашлăха упрас тесен...

Чăвашкинон пĕрремĕш илемлĕ фильмĕ экран çине тухнăранпа 90 çул çитрĕ. «Хыпар» хаçатăн кăларăмĕнче Тани Юнăн «Аса илес килменнисем» кĕнекине тупса вуларăм. Хастар чăвашсем самана йывăрлăхне çĕнтерсе илемлĕ фильмсем ÿкерсе тăван халăхĕ патне çитерме пултарнă.

24 Июн, 2016

Максимов-Кошкинский чĕртнĕ çутă ан сÿнтĕр

Чăваш Ен тĕп хули кинофестивале тăххăрмĕш хут йышăнчĕ. Пĕрремĕшĕ халăхсен патриотлăх туйăмне аталантаракан «Атăл чиккинче» ятлăччĕ. Ун хыççăнхисен теми сахал йышлă халăхсен кинематографипе çыхăнчĕ. Кăçалхи те çак ыйтăвах малалла тăсрĕ.

24 Июн, 2016

Пире мĕнле депутатсем кирлĕ?

Черетлĕ суйлав çывхарса пынăçемĕн тĕрлĕ ыйту çуралать: пире мĕнле депутатсем кирлĕ, халăха кирлех-ши вĕсем? Ман шухăшпа, вĕсем питĕ кирлĕ. Депутатсем саккунсем, йышăнусем кăлараççĕ, суйлавçăсемпе çыхăну тытса вĕсен интересĕсене хÿтĕлеççĕ, чылайăшĕ халăхшăн пысăк ĕç тăвать.

Вăхăтĕнче эпĕ те çак йыша кĕтĕм, Исетерккĕри суйлавçăсем мана Чуманкасси ял тăрăхĕн депутачĕ пулма икĕ хут та шанчĕç.

24 Июн, 2016

Мероприятисен ырă витĕмĕ

Чăваш Республикин «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программин мероприятийĕсене 2016 çулта пурнăçламашкăн 392,8 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă, çав шутран: федераци бюджетĕнчен — 216,2 миллион, республика хыснинчен ­— 176,6 миллион. Кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче 154,4 миллион тенкĕ тăкакланă ĕнтĕ /федераци бюджетĕнчен — 96,7 миллион, республика бюджетĕнчен — 57,7 миллион.

24 Июн, 2016

Эсир республика пуласлăхĕ!

Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин юлашки тапхăрĕн çĕнтерÿçисемпе тата призерĕсемпе тĕл пулнă. Калаçу, тĕпрен илсен, специальноç суйлассипе тата ĕçе вырнаçассипе çыхăннă ыйтусем тавра пынă.

— Республика пуласлăхĕ — сирĕн алăра, — палăртнă Леонид Черкесов. — Аслă пĕлÿ илме ытти хулари вĕренÿ заведенийĕсене суйласан та диплом илнĕ хыççăн Чăваш Ене таврăнасса шанатăп.

Страницы