Эсир республика пуласлăхĕ!

24 Июн, 2016

Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин юлашки тапхăрĕн çĕнтерÿçисемпе тата призерĕсемпе тĕл пулнă. Калаçу, тĕпрен илсен, специальноç суйлассипе тата ĕçе вырнаçассипе çыхăннă ыйтусем тавра пынă.

— Республика пуласлăхĕ — сирĕн алăра, — палăртнă Леонид Черкесов. — Аслă пĕлÿ илме ытти хулари вĕренÿ заведенийĕсене суйласан та диплом илнĕ хыççăн Чăваш Ене таврăнасса шанатăп.

Çавăн пекех Шупашкар хула пуçлăхĕ тĕп хулари шкулсенче илнĕ пĕлĕве регион шайĕнче кăна мар, Раççейре те пысăк хак пани çинчен каланă. Шупашкар шкулĕсенче вĕренекенсен хушшинче Чăваш Республикинчи тата Пĕтĕм Раççейри ăс-хакăл тупăшăвĕсенче малти вырăнсене йышăнакан нумай.

Раççейĕн тĕрлĕ хулинче иртнĕ олимпиадăн юлашки тапхăрĕнче Шупашкар хулинчи 62 ача хутшăннă, 31-шĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă е призлă вырăнсене йышăннă. Ачасем пысăк çитĕнÿ тунă предметсен йышĕнче — астрономи, вырăс тата акăлчан чĕлхисем, литература, истори, обществознани, хими, географи, искусство, экологи, право, ОБЖ, технологи, физкультура.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.