Пире мĕнле депутатсем кирлĕ?

24 Июн, 2016

Черетлĕ суйлав çывхарса пынăçемĕн тĕрлĕ ыйту çуралать: пире мĕнле депутатсем кирлĕ, халăха кирлех-ши вĕсем? Ман шухăшпа, вĕсем питĕ кирлĕ. Депутатсем саккунсем, йышăнусем кăлараççĕ, суйлавçăсемпе çыхăну тытса вĕсен интересĕсене хÿтĕлеççĕ, чылайăшĕ халăхшăн пысăк ĕç тăвать.

Вăхăтĕнче эпĕ те çак йыша кĕтĕм, Исетерккĕри суйлавçăсем мана Чуманкасси ял тăрăхĕн депутачĕ пулма икĕ хут та шанчĕç.

Сăмах май, Исетерккĕ — паллă ял. Кунта сакăр паттăр ывăл çуратса ÿстернĕ Татьяна Николаевна Николаевăн палăкĕ пур. Унăн пĕр ывăлне Григорие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă, тепри, Егор, Александр Матросов пек паттăрла ĕç тунă: тăшман амбразурине кăкăрĕпе хупласа вилнĕ. Çак ялтах паллă спортсменсем çуралса çитĕннĕ: Олимп чемпионки Валентина Егорова марафонçă, пĕртăван Петрпа Василий Трофимовсем /хăвăрт утакансем/, Юрий Степанов батминтонçă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Чуманкасси ял Канашĕн, 2005-2010 çулсенче çак ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă май манăн тăван ялшăн пĕчĕкех мар ĕçсем тума май килчĕ. Акă сакăр ывăл амăшĕн палăкне 1984 çулта лартрĕç. Нумай çын, çав шутра шкул ачисем те, çак палăка килсе курма пуçларĕç. Анчах та çул япăх пирки, ытларах çуркуннепе кĕркунне, яла кĕрсе тухма май çукчĕ. Пĕррехинче çак лачакана виççĕри ача кĕрсе ÿкнĕ те çывăрса кайнă. Юрать-ха, ЗИЛ автомашина водителĕ çур метр маларах чарма ĕлкĕрнĕ. Капла май çук, ку çула юсамаллах терĕм. Вара хамăр ялта çул тăвас пирки КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ И.П.Прокопьев патне çыру çырма шухăш çуралчĕ. Аслă Çĕнтерÿ 40 çул тултарнă ятпа 1985 çулта çак ĕмĕте пурнăçа кĕртсен пит аванччĕ тесе ыйтрăмăр хамăрăн çырура. Вăрçă ветеранĕсем те пĕр шухăшлă пулса алă пусрĕç. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, республикăри Министрсен Канашĕнчен тата Муркаш районĕнчи ĕç тăвакан комитетран хуравсем килчĕç: “Проект-смета документацийĕ çукран 1985 çулта çул тума май килмест. Ăна 1986 çулта тума палăртнă”.

Вăл вăхăтра система çирĕп ĕçленĕ. Чăнах та, вĕсем çырнă пекех çула 1986 çулта туса пĕтерчĕç. Ял халăхĕ уншăн питĕ хĕпĕртерĕ. Пысăк тав уншăн Илья Павлович Прокопьева.

Çавăн пекех пĕртăван Алексеевсен урамне çитме питĕ кансĕрччĕ. Унсăр пуçне вăл урама çитерекен йывăç кĕпер те çĕрсе япăхнăччĕ. Каçă япăх пирки пĕррехинче çав урамри вăрçă ветеранĕ те кĕпер айне ÿкнĕччĕ. Юрать-ха, хăйне темех пулман. Çав урама çул çитерме тĕллев лартрăм. Хамăрăн тахçанхи çак ĕмĕте пурнăçлас тĕллевпе 1996 çулта РФ Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов патне çыр çыртăмăр. Вăл паттăрсен урамне каçма кĕперĕ те, çулĕ те çуккине хăй куçĕпе курса ĕненес тесе ял урамĕсене килсе курчĕ. Ял халăхĕпе, вырăнти влаçпа тĕлпулу ирттерчĕ. Ун хыççăн тин паттăрсен урамне çул тăвас ĕç вырăнтан тапранчĕ. Кризиса пула йывăр пулин те укçа-тенкĕ тупса пĕчĕккĕн, темиçе çултан, паттăрсен урамне кĕперĕ те, çулĕ те каçрĕ-каçрех.

Хам депутат пулнă çулсенчех ялти çамрăксем ыйтнипе клуб валли сарлака форматлă аппаратура туянма май килчĕ. Унччен клубра ансăр форматлă киносем çеç кураттăмăрччĕ. Малтан ял тăрăхĕн территорийĕнче автобус чарăнăвĕн павильонĕсем те çукчĕ. Çынсем çул çине тухсан шăнса чылай тăратчĕç. Ун чухнехи район пуçлăхĕ Игорь Константинов патне çыру çырнă хыççăн тепĕр уйăхранах чарăнусенче тимĕр павильонсем лартрĕç. Кайран вара çулсене юсаса пынă май вĕсене çĕнĕ тимĕр-бетон павильонсемпе улăштарчĕç. Паллах, кирек мĕнле депутатăн та тем тĕрлĕ ытти ĕçе те хутшăнма лекет. Вĕсене пурне те палăртса хăвармасан та юрĕ. Çапах пурнăçланă ĕçсем куç умĕнче: ял халăхне анчах мар, хамăн кăмăла та çĕклеççĕ.

Пирĕн тăрăхра пурăнакансене паянхи кун пăшăрхантаракан самант пур: 2010 çултанпа /ун чухне çулла питĕ шăрăх тăчĕ/ кашни çулах ял халăхĕ таса шыв кирли пирки ыйту çĕклет, ку лару-тăру çинчен республика телекуравĕ те сюжет ÿкерчĕ. 2010 çулта ялти чылай çăл типрĕ, шыва ытларах пĕверен ăснă. Кун пирки эпĕ /халĕ депутат мар пулсан та/ ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен пуçласа районпа республикăри влаç органĕсемпе тĕрлĕ депутат патне те çитнĕ. Çапах пире никам та татăклă хурав параймасть.

Паянхи вăхăта пире, суйлавçăсене, мĕнле депутат кирлĕ-ха? Çак йышра чăнласах та халăхшăн чунне парса, яваплăха туйса ĕçлекен çынсене ытларах курас килет. Суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче хитре сăмахсемпе илĕртсе çĕнтернĕскер, кайран суйлавçăсемпе пĕрре те тĕл пулмасăр пуш параппан çапаканскер ан пултăр вăл, ĕçĕсем тÿрех куçа курăнччăр. Пухусенче çывăрса ан лартăр, Патшалăх Думин хальхи йышĕнчи хăшпĕр депутат пек уйăхĕ-уйăхĕпе “прогул” ан тутăр, ларура пĕр депутатшăн тепри сасăлани пĕрре те ан пултăр. Депутат яланах тĕрĕс ĕçлетĕр, хăйĕн “бизнесĕ” çинчен çеç ан шухăшлатăр, халăх интересĕсемшĕн тăрăштăр. Уйрăмах криминалпа çыхăннă çынсем “халăх тарçисен” йышне çакланасран асăрханмалла. Саккун кăларакансен йышĕнче манăн тĕрлĕ “перебежчиксене” /суйлав умĕн пĕр партирен теприне куçакансене/ те курас килмест, вĕсем хăйсен карьеришĕн çеç çунаççĕ пек туйăнать.

Депутатсем ĕçе тивĕçлĕ туса пыракан, ерçÿллĕ, пысăк тавракурăмлă, халăхшăн тата çĕршыв аталанăвĕшĕн çунакан çынсем пулччăр. Ун чухне çеç Раççей пысăк утăмсемпе малалла кайĕ. Чăваш Енĕн депутачĕ вара вырăсла çеç мар, чăвашла та лайăх пĕлтĕр, тăван чĕлхене упраса хăварма тăрăштăр.

Александр МАКАРОВ.

Муркаш районĕ,

Исетерккĕ ялĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.