Архив - 25 Июн, 2015 - Хыпар

25 Июн, 2015

Раççей ăстасемпе пуян

Декораципе хушма искусство маçтăрĕсен Пĕтĕм Раççейри "Руç ăстисем" конкурсĕ Шупашкарта 13-мĕш хут иртрĕ. Вăл июнь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕн картишĕнче уçăлчĕ. Унта 10 регионтан килсе çитнĕ 21 тата хамăр республикăри 27 алĕç ăсти хутшăнчĕ.

25 Июн, 2015

Чăваш Ен хăнисене тĕнче шайĕнчи хăна çурчĕ йышăнĕ

Июнĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери AccorHotels сечĕн Ibis отельне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ку мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, сумлă хăнасем хутшăнчĕç.

AccorHotels Раççей, Грузи тата НППП аталану енĕпе ĕçлекен директорĕн заместителĕ Алексис Фея ку вăл асăннă сетĕн Чăваш Енри пĕрремĕш хăна çурчĕ пулнине палăртрĕ. Çак гостиницăна питĕ кĕске вăхăтра - икĕ çултан та сахалрах - туса пĕтерсе уçнине, компани историйĕнче ун пекки халиччен пулманнине пĕлтерчĕ. Ĕçе хăвăрт вĕçленине, çав вăхăтрах питĕ пахалăхлă тунине каларĕ.

Страницы