Ăшпиллĕ те ĕçчен эс, юратнă Канаш ен!

25 Июн, 2015

Республика Кунне тĕп хуламăрта çеç мар, конкурсра çĕнтернĕ районта та палăртасси йăлана кĕчĕ. Хальхинче ăна Канаш тăрăхĕнче уявларĕç.

Вăл Асхва ялĕ çумĕнчи тÿремре Уй кунне ирттерме хатĕрленĕ инноваци техникисен куравĕнчен пуçланчĕ. Çĕр ĕçне чунтан парăннă специалистсем кунта районсенчен ир-ирех пуçтарăннă. Сухалакан, акакан, выльăх апачĕ хатĕрлекен, тырă выракан, ытти ĕç тăвакан машина-тракторăн 101 тĕсне вырнаçтарнă. Техника куравне ытти çулхинчен пуянрах тăвассишĕн тăрăшни палăрчĕ. Çакна Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев уява килсе çитсенех асăрхарĕ. Кураври кашни трактор е комбайн умĕнче чарăна-чарăна тăчĕ, уйрăмлăхĕсемпе паллашрĕ.

- Уй-хир ĕçĕн пĕр çĕнтерĕвĕ те çăмăллăн килмест. Районсене тухса çÿренĕ май анасене танлаштаратăп та кăçалхи калча пĕлтĕрхинчен лайăхраххине асăрхатăп. Ку савăнтарать. Выльăх апачĕ хывмалли тапхăр пырать. Ăна ытлă-çитлĕ хатĕрлесчĕ. Куравра çак ĕçе пурнăçламалли техника çителĕклĕ. Хресчен вăл уй-хирте епле ĕçленине курма хăнăхнă. Çĕршывра лару-тăру çăмăл мар пулин те патшалăх кăçал пирĕн агропромышленноç комплексне 2,7 млрд тенкĕ /ÿсĕм - 11%/ уйăрма палăртнă. Паянхи кун тĕлне 1,2 млрд тенкĕ куçнă /пĕлтĕрхи çак вăхăтрин 118%/, - терĕ Михаил Васильевич.

Канаш енри Республика Кунне РФ Патшалăх Думин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, Раççей Геройĕ, ЧР Хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Олег Мешков, вице-премьер - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Канаш районĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Иван Ивановпа Владислав Софронов хутшăнчĕç.

Алена Аршинова уява пухăннисене чăвашла саламларĕ.

- Эпир йышпа чухне çеç пысăк ÿсĕмсем тума пултаратпăр, эппин, пĕрле пулар, - терĕ Алена Игоревна.

Канаш енĕн çитĕнĕвĕсем курăмлă. АПКра 7,8 пин çын вăй хурать, çăмăллăхлă кредитсем 1690,1 млн тенкĕлĕх илнĕ. Киров ячĕллĕ хуçалăхра 200 ĕне вырнаçмалăх ферма хута янă. Çакă кĕтĕве 550 пуçа çитерме май панă. Хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи Валерий Никонов 100 ĕне усрамалăх вите тунă. Пурнăçа кĕртнĕ инвестици проекчĕсем татах пур. 2015-2018 çулсенче 8 проект хута ямалла.

Ĕçе тытăннă 6 фермера 2012-2014 çулсенче грантпа пулăшнă. Районта 2005 çултан пуçласа пĕр çын пуçне тивекен тупăш 6 хут ÿснĕ. Республика кунне ирттерме хатĕрленсе 5 млн тенкĕлĕх ĕç тунă.

Уяв "Урожай" стадионта иртрĕ. Çатан карта тытса çавăрнă «Пурнăç кустăрми» лапамра чăваш халăхĕн ĕлĕкхи пурнăçне сăнлакан картишсем йĕркеленĕ. Кунта юрă-ташă хуçаланчĕ, хаваслă кĕвĕ самантлăха та лăпланмарĕ. Кашни ял тăрăхĕ пурнăçăн пĕр енне сăнларĕ: ача чăкăчĕ, вăйăсем, шăпăрлана пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарни /саман кирпĕч, кĕлте туни, кĕрпе авăртни, çăпата хуçни, чăваш апатне хатĕрлени, выльăх пăхни.../. "Иван Яковлев тата чăваш шкулĕ" картише К.В.Иванов поэт Çулталăкне халалланă. Улах ларни, Сурхури, Салтак ăсатни, Хĕр çураçни, ытти - уйрăм уяв.

Михаил Игнатьев Канаш тăрăхĕ чăнласах та ăшпиллĕ те ĕçчен ен пулнипе килĕшмесĕр тăма пултараймарĕ.

- Эсир хăвăр ене юрататăр, унпа мăнаçланатăр, ытти районпа, ытти халăхпа туслă, килĕштерсе пурăнатăр. Район витĕр федераци трасси иртет. Сирĕн инвесторсене илĕртме май пур. Вĕсене пула Канаш хули çулсерен чиперленет. Монохула пулнă май çакă пушшех сисĕнет, - терĕ вăл.

"Пурнăç кустăрмин" саманчĕсемпе хавхаланнăран унăн хĕрÿллĕ саламĕ стадионта пухăннисене тÿперен хĕртекен хĕвелрен те вĕрирех туйăнчĕ. Николай Гавриловпа Алена Аршинова та чăваш халăхĕн ĕçченлĕхне, тараватлăхне палăртрĕç.

Ĕçре палăрнисене Михаил Игнатьев патшалăх наградисем пачĕ.

В.ГРИГОРЬЕВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.