Архив - 18 Июн, 2015 - Хыпар

18 Июн, 2015

Трактор кустaрминчен - шыв управ.

Пахчари ÿсен-тăрана пăрăхсенчен юхакан шывпа тÿрех шăварни тĕрĕсех мар. Сивĕ шывпа пахчаçимĕç вăйсăрланать, тĕрлĕ чир лекес хăрушлăх çуралать. Чирлĕ ÿсен-тăранăн тухăçĕ пĕчĕкленет.

Шыв тытмалли савăта пысăк трактор кустăрмин покрышкинчен тума пулать. К-700 трактор кустăрмийĕ, тĕслĕхрен, самаях пысăк савăт пулса тăрать.

18 Июн, 2015

Сырлан

Июнь вĕçĕнче е июль пуç-ламăшĕнче сырлана ешĕл туратран ÿстерме пулать. Тĕмрен 12-15 см вăрăмăш турат суйласа касмалла, аялти 3-4 çулçăна татмалла, папкасене хăвармалла. Турата çĕрнĕ тислĕкпе хутăштарса кăпкалатнă тăпрана лартмалла, шăварса тăмалла.

Сырлана çапла та ĕрчетеççĕ. Хура кĕркунне, чÿк уйăхĕнче, 20-25 см вăрăмăш туратсем хатĕрлемелле. Туратсене шывра 10-12 кун лартмалла. Унтан вĕсене юр айне хумалла, çуркунне юр кайсанах çĕре лартмалла.

Ыхра Jсен-тaрана сиплет

18 Июн, 2015

Çырла пиçнĕ вăхăтра

 Çĕр çырли - тÿсĕмсĕррĕн кĕтнĕ çуллахи çимĕç темелле. Вăл пирĕн тăрăхра чи хăвăрт пиçекен çырласенчен пĕри-çке. Ăна ачасем те, аслисем те юратса çиеççĕ. Вăл çемçе те пылак, пурне те çырлахтаракан çимĕç. Çав вăхăтрах çырла питĕ усăллă та.