Комментировать

18 Июн, 2015

Çырла пиçнĕ вăхăтра

 Çĕр çырли - тÿсĕмсĕррĕн кĕтнĕ çуллахи çимĕç темелле. Вăл пирĕн тăрăхра чи хăвăрт пиçекен çырласенчен пĕри-çке. Ăна ачасем те, аслисем те юратса çиеççĕ. Вăл çемçе те пылак, пурне те çырлахтаракан çимĕç. Çав вăхăтрах çырла питĕ усăллă та. Унра пирĕн организма кирлĕ витаминсемпе микроэлементсем нумай. Вăл иммунитета çирĕплетет, чĕре, юн тымарĕсен ĕçне лайăхлатать, тата мигрене /пуç ыратнине/ ирттерет иккен. Кунне 7-10 çырла çисен кăмăл та лайăхланать. Çырла çисе хăвăрăн кăмăл-туйăм çĕкленнине тĕрĕслесе пăхмалли вăхăт - шăпах халĕ.

Çĕр çырлинче С витамин нумай. 5-6 çырлара пĕр апельсинри чухлех çак витамин. Пĕр кунлăх кали нормине тивĕçтерме вара пурĕ те 7-10 çырла çимелле.

Çырлана сахăр сапса çини тĕрĕсех мар. Мĕншĕн тесен сахăр çырлана хырăмлăхра вăйлă йÿçме май парать. Хăймапа, тăпăрчпа, йогуртпа çини вара лайăх: вар-хырăма çырла йÿçеклĕхĕнчен хÿтĕлет.

Çырлана вăрах упрама çук. Ăна вăхăтĕнче çимелле. Çак вăхăт пурĕ те 4 эрне çеç. Кунне çур килоран ытлашши çиме юрамасть. Нумай çини организма йывăрлăх çеç кÿрет.

Çак усăллă çимĕçе пахчасенче тахçантанпах лартса çитĕнтеретпĕр. Анчах та нумай чухне тимлĕхсĕр хăваратпăр - çавна май çырла вĕтелет, тĕрлĕ чирпе аптрать, çулçисем хăвăрт сарăхаççĕ, çырла çĕрет. Лайăх тухăç илес тесен çырлана тимлĕх уйăрмаллах. Çумкурăкран тасатмалла, тĕрĕс пăхмалла.

Çырла ÿснĕ чухне нÿрĕк нумай ыйтать. Ăна эрнере икĕ хутчен вăйлă шăвармалла. Çĕр типсе каясран çырла тĕмĕсен айне хыр е чăрăш лăсси сарсан аван. Лăсă вырăнне улăм та сарма юрать. Çеçке çурнă чухне ăна шăварма кирлех мар.

Çырла çуллахи вăхăтра хунав ярса ĕрчет. Вăхăтра хунав çиппине иртсе тăмалла. Унсăрăн ретсем хушшисене çырла тĕмĕсем йышăнаççĕ. Çырлана çуркунне куçарса лартсан лайăх чĕрĕлет.

Çĕр çырлине чир-чĕртен упракан витĕмлĕ мел - ут кăшкарĕ. Çак курăка татса пĕр витре тултармалла, шыв ямалла. Пĕр эрне йÿçĕтнĕ хыççăн шыва сăрăхтармалла. Çак шĕвеке тепĕр икĕ пай шыв хушса çырла йăранне пĕрĕхмелле.

Çырлашăн паха удобрени - тислĕк. Лаша тата ĕне тислĕкĕ аван. Лаша тислĕкĕ хальхи вăхăтра тупма йывăртарах тейĕпĕр. Ĕне тислĕкĕ юрăхлă. Витрен чĕрĕкĕ чухлĕ ĕне каяшне хумалла, шывпа тултармалла. Пĕр эрне йÿçнĕ хыççăн паха удобрени хатĕр.

Çак хутăша 1:4 чухлĕ шывпа хутăштарса çырла йăранне шăвармалла. Çак меслетпе икĕ-виçĕ хутчен çырлана апатлантарни тĕрлĕ хими препарачĕсенчен витĕмлĕрех.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.