Çимĕк тĕлне çуллахи ăшă та çитрĕ. Анчах куртка-плащ тăхăнаттăмăр, халĕ урамра 30 градуса яхăн шăрăх. Çурхи кунсенче тăруках çитсе тăнă шăрăх анратсах ярать тейĕн.
Колхоз уйне пăрçа ани çине чупнине лайăх астăватпăр-ха. Хĕрачасем кĕпе аркипе, арçын ачасем çири кĕпене хывса е çанăсене çыхса тултарса, тăраниччен çисе тухаттăмăр пăрçа ани çинчен, çырманалла вирхĕнеттĕмĕр.
Хĕрĕсем килессе кĕтсе хваттерĕнче унталла-кунталла уткаларĕ хĕрарăм. Чĕрине тунсăх пуснă унăнне. Залри чÿречене яри уçса ячĕ те - сарлака пÿлĕме çурхи çил шăрши сарăлчĕ.