Терт-нушара хуçăлмарăмăр...

25 Июн, 2015

Икĕ аркăллă кĕпе тăхăннă, умне тĕрĕллĕ саппун çакнă хĕрарăм алăкăн-тĕпелĕн кускалать - Полина аппа паян иртенпех вăталăх хĕрне Ленăна кĕтет. Пилĕк ача ÿстернĕскер патне килтен "вĕçсе" тухса кайнисем час-часах килеймеççĕ те - амăшĕшĕн тăван тĕпренчĕкĕсем хаклă хăна вырăнĕнчех çав. Çулĕпе саккăрмĕш теçеткене те вакланă ĕнтĕ вăл - çапах та кĕлетки пĕкĕрĕлмен-ха, сăнран та çамрăк.

"Вăрçă ачисем" теме хăнăхнă эпир Полина Алексеевна Катмаковăпа пĕр вăхăталла çут тĕнчене килнĕ ăру пирки. Шăпа тени кашнин хăйне евĕр килсе тухнă ашшĕсĕр ÿснĕскерсен. Терт-нуша тем пек асаплантарсан та шăла çыртса тÿсме тивнĕ.

"Пысăк та пултăм, ватăлтăм та - аттене кĕтсе илеймерĕм"

- Çулталăкра пулнă эпĕ атте вăрçа тухса кайнă чухне. Улькка аппа, аттен йăмăкĕ, каласа панине астăватăп. Мана чÿрече сакки çине тăратнă атте: "Эпĕ таврăниччен пысăк пул!" - тесе сывпуллашнă тет. Халĕ çавна асра тытсах çывăх çыннăмсене калатăп: "Пысăк та пултăм, ватăлтăм та - аттене çаплипех кĕтсе илеймерĕм..."

Çапла, Алексей Белкова юнлă çапăçу хирĕнчен тăван яла таврăнма пÿрмен. Сталинградри çапăçуран чĕрĕ тухма май килнĕрен хăйĕн пирки "кĕпепе çуралнă" тесе шутланă пулин те. Хул тĕлĕнчен самаях хытă аманнăскер пĕр хушă госпитальте сипленнĕ. Тăван килне те нумайлăха мар янă суранланнă салтака. Суран йăл иличчен Чулхулара вăрçа ăсатмалли лашасене пăхнă Элекçей. Кайран каллех - фронта. Стрелоксен 5-мĕш гварди дивизийĕнче тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă чăваш арĕ темĕнле хĕрÿ тытăçусенчен те сывă тухнă, анчах 1943 çулта Курск пĕккинче - вăрçăн чи хаяр кĕрешĕвĕсенчен пĕринче - вилĕме парăнмах тивнĕ. Орел облаçĕнчи Неряхино ялĕ çумĕнче тăванла масар çапла йĕркеленнĕ: 53 салтака пытарнă унта.

- Аттесĕрех ÿсме тивнĕ пирĕн, виçĕ пĕртăван хĕрĕн. Аннене - Наталья Тимофеевнăна - çăмăлах пулман паллах. Юрать, асаттепе асанне пулăшса пынă. Çирĕп хуçалăх тытса тăнă вĕсем. Астăватăп - пĕчĕк шыв арманĕ пурччĕ. Унпа çынсене те тырă авăртса панă. Утарта вĕлле чылайччĕ. Пахча хыçĕнче пĕчĕк кÿлĕ чавнăччĕ. Унта пулă ĕрчететчĕç. Виçĕ лашаччĕ. Çакнашкал хуçалăхпа пурăнакан асаттепе асаннене кулаксем тесе айăплама та тăнă. Килтен хăваласа тухса кайнă, район кантурĕнче вара пирĕннисен хутне кĕрекен хурăнташ тупăннă та - киле янă. Паллах, пурлăхăн пĕр пайне колхоза пама ÿкĕте кĕртнĕ. Асатте, Петр Максимович Максимов, çакăн хыççăн колхоза кĕнĕ. Икĕ лашине çавăтса кайнă вăл унта. Кивĕ шкулăн пĕренисем те асаттесен ампар стенисен пулнăскерсемччĕ, - ĕлĕкхи пурнăçа куçĕ умне кăларчĕ манпа калаçнă май Полина аппа.

"Ĕçлерĕмĕр - шалу мĕнне пĕлмесĕрех"

Çирĕмре чухне хĕрсен ушкăнĕпе Омск тăрăхне тухса каять Полина. Чукун çул тунă çĕрте çур çул ĕçленĕ вĕсем. Укçа самаях ÿкнĕрен çамрăксем тата та юласшăн пулнă - колхозран вăхăтлăх документ кăна парса янăран май килмен. Ялтан çамрăксем тарса ан пĕтчĕр тесе çапла хăтланнă-çке ĕлĕк. Унсăрăн хуçалăхсене çĕклеме çын юлмасран шикленнĕ.

- Яла таврăнсан темĕн тĕрлĕ ĕçе те кÿлĕнме тиврĕ. Ăçта çын кирлĕ пулнă - унта вырнаçнă, турткалашса тăман. Колхоз столовăйĕнче, фермăра, почтальонра, хăмлаçăсен бригадинче... Колхоз правленийĕ тăрăшса çĕвĕ цехĕ уçнăччĕ иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсен варринче. Бригадăра ĕçлекенсем хĕллехи вăхăтра та кĕрĕк арки йăваласа ан ларччăр тесе хута ячĕç ăна. Хальхи вăхăтра ялта ĕç çук тесе çамрăксем хуласене каясшăн - пирĕншĕн кунашкал ыйту пулман паллах. Чăн та, ытларах чухне шалу та илеймен, ĕç кунĕшĕн вăй хунă.

- Çапах та пилĕк ача çуратма хăраса тăман вĕт-ха, - тетĕп Ача амăшĕн медальне 1975 çултах тивĕçнĕ Полина Алексеевнăна.

- Ун чухнехи çемьесен хушшинче пĕр-икĕ ачалли сахал пулнă! Мăшăрпа лайăххине шансах йыш хушрăмăр та... Шел, Павăл пурнăçран ир кайрĕ. Вăл та амăшĕпе кăна ÿснĕ, ашшĕне вăрçа ăсатнă чухне виçĕ эрнери пепке кăна пулнă. Амăшĕ икĕ ачине çын ретлĕ çитерес-тăхăнтартас тесе кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ. Колхоз ĕçĕнчен таврăнсан каçхине тата çынсем патне кăмака тума çÿрени çинчен каласа паратчĕ хуняма. Çавна пула ватлăхра ура ыратнипе аптăратчĕ /тăмне урапа çăрнă-çке/.

Ача чухне йывăррăн ÿсни те витĕм кÿчĕ-тĕр мăшăра, хăй те вăхăтра çине тăрса сипленмерĕ-и - чирĕ хăпмарĕ. Çапла хĕрĕхрен иртсенех çухатрăм упăшкана. Аслă хĕрĕм Валя качча кайнăччĕ, кĕçĕн ывăлăм Валерий вара 10 çулта кăначчĕ, - чунне уçса калаçать çулланнă хĕрарăм.

Ваттипе вĕтти

Павел Артемьевичпа пĕр урамрах çитĕннĕ вĕсем. Шупашкарта культурăпа çутĕç училищинчен вĕренсе тухсан каччă ялти клубра ĕçлеме тытăннă, каçсерен ялйыша кино кăтартнă. Полина та хĕр тусĕсемпе пĕрле пысăк экран çинчи фильмсене курма килĕштерсех çÿренĕ. Çапла çывăх туслашнă та çамрăксем.

- Питĕ лăпкăччĕ атте. Килте сасă хăпартса вăрçса та курман вăл. Аттепе анне концертсенче хастарччĕ, - хутшăнать пирĕн калаçăва Катмаковсен хĕрĕсенчен кĕçĕнни Лена.

Кирек мĕнле ĕçре те ачисем пулăшса пынă амăшне. Уйрăмах хăмла татнă чухне туслă ĕçленине асилет Полина аппа: хăшĕ çĕрне чавать, хăшĕ çакса пырать... Ĕçре пиçнипех хăйсен хальхи вырăнĕсенче яваплăхран пăрăнмасăр вăй хураççĕ-мĕн.

- Арçын ачасен тивĕçĕ - çĕршыва хÿтĕлесси. Салтак атти тăхăнасран ывăлăмсене епле те пулин хăтарса хăварасчĕ тесе шухăшламан эпĕ. Ваньăшăн авă Тав çырăвĕ те килнĕччĕ çартан. Литва тăрăхĕнче сывлăш-десант çарĕнче хĕсметре тăнăскер ырă енпе кăна палăрнă, - хăйĕн умне кăларса хунă хулăн альбомри сăнÿкерчĕксене тимлĕн пăхнă май ăшшăн асилет сăпайлă чăваш хĕрарăмĕ.

- Ачăрсен халĕ - харпăр хăйĕн çемйи. Валерий, тĕпкĕч, тăван килтен каяс темен. Килĕштеретĕр-и çамрăксемпе? Мăнукăрсем пархатарлă-и?

- Кинсемпе, кĕрÿсемпе сиввĕн калаçас йăла çук. 11 мăнук, 3 кĕçĕн мăнук - ватлăхри чăн пуянлăхăм. Акă пĕрле пурăнакан мăнуксенчен кĕçĕнни Гера, кĕр çитсен парта хушшине ларма хатĕрленекенскер, кирек хăçан та чуна йăпатать, - асламăшне кунран ытла савăнăç кирлĕ-и?

Сăнанă тăрăх, ватă çын çумĕнче çитĕнекен ачасем ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен пуянрах пулаççĕ. Герăна шкулта çитĕнÿсем кĕтеççĕ пулĕ-ха апла-тăк.

Полина аппан пăрчăкан пек хастарлăхĕ вара малашне те ан иксĕлтĕрччĕ. Ялта иртекен уявсенче унăн уçă сасси ÿлĕм те савăнтартăрччĕ халăха. Пурнăçри терт-нушана юрăпа çĕнтерсе пыраканскерĕн ĕмĕрĕ вăрăм пултăрах.

Ирина ПУШКИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.