Уран пуç пÿрнинче шăмă ÿссен пушмак тăхăнма кăна мар, утса çÿреме те кансĕр. Мăкăрăлса тухнă шăмă шыçсан уйрăмах хытă ыратать. Чир вĕрĕлнине килти мелсемпе мĕнле ирттерме пулать-ха?
Пĕçернĕ çăмартана тÿмелле, 1-ер апат кашăкĕ тип çу тата уксус эссенцийĕ хушса лайăх пăтратмалла. Çак маçпа каçхине çывăрма выртас умĕн мăкăрăлнă шăмма сăтăрмалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Ăшă япалапа витме, мĕнпе те пулин чĕркеме юрамасть! Вăйлă хĕртме пуçласан урана шывпа çуса тасатмалла.
Апат тăтăш тата нумай çиес килсен аппетита чакарма çăмăл мар. Çапах та килти хăш-пĕр мелпе усă курсан витĕм пулатех. Эмел курăкĕсем пулăшма пултараççĕ.
Сĕтлĕ тал пиçен /расторопша/ ку тĕлĕшпе уйрăмах хăватлă. Типĕтнĕ вăррин порошокĕ апат çиес килнине ирттерет, пĕвер ĕçне лайăхлатать, япаласен ылмашăнăвне хăвăртлатать. Кунне 2-3 хут апат умĕн 1-ер чей кашăкĕ настойкăна шывпа сыпса ĕçмелле. Курс - 1 уйăх. Икĕ эрне тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттерме юрать.
Сăмах май, сĕтлĕ тал пиçен вар-хырăма кăштах çемçетекен витĕм кÿрет.
Çил лексен, тарланă хыççăн шăнсан мăй-хулпуççи мышцисем ыратма пуçлаççĕ. Миозит грипп, ОРВИ, вăрах тонзиллит хыççăн та, амансан та аталанма пултарать. Чиртен сипленнĕ чухне килти мелсемпе те усă кураççĕ.
Чирĕн çивĕч тапхăрĕнче канлĕх кирлĕ. Ăшă тăхăнмалла, шăнасран, вичкĕн çил çине лекесрен асăрханмалла. Тĕрлĕ шĕвекпе сăтăрни, компресс, массаж, ятарлă хусканусем /вĕсене сывалса пынă чухне тин тумалла/ пулăшаççĕ. Мăя шурă эрехе е спирта шывпа çурмалла хутăштарса сăтăрма юрать.
«Трактористсемшĕн» савăнмалла-тăр, «бройлерсемшĕн» вара... Кун йĕркине кĕртнисем мар, ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйрăммăн çĕкленĕ ыйтусем пушшех интереслĕ пулчĕç.
Журналистсем çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи «Волжские зори» санаторире ЧР Журналистсен союзĕн XVIII съезчĕ иртрĕ. Унта журналистсен вырăнти 39 организацийĕнчен 57 делегат, хăнасем хутшăнчĕç.
Туслăх кĕперĕ çирĕпленчĕ Раççей коопераци университечĕн филиалĕнче - Шупашкарти коопераци институтĕнче интернационалла туслăхпа культура каçĕ иртрĕ.
Кĕçĕ чирĕ çаплах иртмест-ха Çитес вĕренÿ çулĕнчен пуçласа чăваш шкулĕсенче пĕр харăс икĕ ют чĕлхе вĕрентме тытăнмалла иккен. Вара «Теттен» те рубрикине улăштарма тивет-ши? Виçĕ ăс кăна тивĕçтермест кĕçĕ чирĕпе аптăракан «реформаторсене». Тăватă чĕлхе - тăватă ăс тени те тивĕçтерми пулсан мĕн тумалла?
Кун йĕркине кĕртнисем мар, ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйрăммăн çĕкленĕ ыйтусем пушшех интереслĕ пулчĕç. Юрĕ, йĕркипе каласа парар.
Малтанах Михаил Васильевич патшалăх служащийĕсене, пысăкрах чин илнисене, саламларĕ. Теçетке патнеллех-тĕр - кашнинех халăх умне кăларчĕ, тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн тав турĕ. Паллах, Çĕнĕ çул умĕн ку пулăм кашниншĕн кăмăллă пулчĕ.
Çакăн çинчен республикăн виçĕ министрĕ тата тĕп хула пуçлăхĕ шăматкун журналистсене пухса ирттернĕ пресс-конференцире пĕлтерчĕç, ĕç-пуçа ăнлантарса пачĕç.
Danone компани хăйĕн Раççейри икĕ заводне хупать - Томскрине тата... Шупашкартине.
- Лайăх хыпар тееймĕн, - калаçăва пуçларĕ экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин. - Паллах, 140 ытла çын ĕçсĕр юлать те - вĕсене ĕçпе тивĕçтерес ыйтупа çине тăрсах ĕçлĕпĕр. Палăртни вырăнлă: пурте паянах ĕçрен каймаççĕ - çак процесс 4-5 уйăха тăсăлĕ, юлашки çынна çитес çулхи çу уйăхĕнче ĕçрен хăтарма палăртнă.
Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи «Волжские зори» санаторире ЧР Журналистсен союзĕн XVIII съезчĕ иртрĕ. Унта журналистсен вырăнти 39 организацийĕнчен 57 делегат, хăнасем хутшăнчĕç.