Комментировать

29 Дек, 2015

Журналистсем çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç

Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи «Волжские зори» санаторире ЧР Журналистсен сою­зĕн XVIII съезчĕ иртрĕ. Унта журналистсен вырăнти 39 организацийĕнчен 57 делегат, хăнасем хутшăнчĕç.

Валерий Комиссаров председатель пĕрлĕхĕн 2010-2015 çулсенчи ĕçĕ тата çитес тапхăрти тĕллевĕсем çинчен каласа пачĕ. «Союзра 476 журналист, - терĕ. - Отчетлă тапхăрта унта 92 çынна йышăнса организацие 20 процент çĕнетрĕмĕр. Пĕрлĕхре тăракансен 70 ытла проценчĕ информаци хатĕрĕсенче тăрăшать. Правленин 30 ытла ларăвне ирттерсе союз ĕçне йĕркелессипе, семинар, «çавра сĕтел» хушшинчи калаçу, тĕп редактор кунĕ, пресс-конференци, пултарулăх конкурсĕ ирттерессипе, издательство проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе, çулталăкра пĕрре журналистсенчен взнос пухассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврăмăр, вырăнти организацисем калем ăстисене республикăн тата Раççей Журналистсен союзĕсен наградисене пама, хăйсене пĕрлĕхе илме ыйтса çырнисене тишкертĕмĕр. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн /ЧПУ/, «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанин /ПТРК/, «Хыпар» Издательство çурчĕн, «Советская Чувашия», Куславкка тата Йĕпреç районĕсенчи хаçатсен, ытти хăшпĕр учреждени организацийĕ правлени йĕркеленĕ ĕçсене хастар хутшăнчĕ».

РФ Журналистсен союзĕ ЧР Журналистсен союзĕ кун çути кăтартма хатĕрленĕ «Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедийĕ» кĕнекене 2014 çулта «Раççей журналистикин ылтăн çÿлĕкĕ» номинацире чи лайăх произведенисен йышне кĕртнĕ. Çак кăларăмшăн пĕрлĕх ЧР Патшалăх Канашĕн тата РФ Кĕнеке кăларакансен ассоциацийĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ. Союз тĕрлĕ темăпа республика министерство-ведомствипе, информаци хатĕрĕсемпе пĕрле 20 ытла семинарпа пресс-конференци ирттернĕ. Докладçă кадрсен ăсталăхне ÿстерессипе, çĕнĕ çынсене пĕрлĕхе илессипе, студентсене редакцисене практикăна ярассипе çыхăннă ыйтусене çивĕч лартрĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.