ТĂВАРЛĂ ÇĂМПА - КОМПРЕСС
Тăварлă çăм тĕрлĕ чиртен пулăшать. Унпа компресс хурса сипленеççĕ.
Пуç ыратсан. Кивĕ çăм япаларан /шарфпа е свитер çухипе усă курма пулать/ пуçа çавăрса çыхмалăх хăю хатĕрлемелле. Ăна тăвар шывĕнче /100 миллилитр шывра 10 грамм апат тăварĕ ирĕлтерсе/ йĕпетмелле, алшăллипе чĕркесе пăрмалла. Хăйăвăн шал енне кăштах çĕрулми крахмалĕ сапмалла, шалалла сăтăрса кĕртмелле, ытлашшине силлесе тăкмалла. Хăйăва крахмал енĕпе пуç тавра çамкана, тăнлавсене, хăлхасене хупласа çыхмалла. Çемçе тутăрпа пуçа хĕстермесĕр çирĕплетмелле. Сывлăх лайăхланичченех салтмалла мар.
Пыр ыратсан. Мăй çине тăварлă çăмпа ăшăтакан компресс хумалла, хĕстермен çыхăпа çирĕплетмелле. Компреспах çĕр каçмалла. Вăл мăя свитер çухи пек хуплатăр.
Гайморит аптратсан. Çĕрлене хирĕç çамка çине тăварлă çăмпа ăшăтакан компресс хумалла. Ăна капрон чăлхапа е эластик бинтпа çирĕплетмелле. Кăнтăрла çамкана тăварлă типĕ çăм çыхăпа хупласа çÿремелле.
Комментировать