Архив - 2 Дек, 2015 - Хыпар

2 Дек, 2015

"Сывлăх", 47 /863/ /, 02. 11. 2015

о Грипран - лимон çăвĕ.
о Сĕте сухан ярса.
о Кăшманра усăллă япала нумай.
о Сăмса ăшĕ ялан типет.
о Витамин ĕçмелле мар-ши?
о Юн пусăмĕ пĕчĕк.
о Сывлăш пÿлĕнсен.
о Ашшĕ-амăшĕ валли - "Маттурскерĕм манăн" ятарлă кăларăм.
о Кашни ача хăйне евĕр аталанать.
о Тăпăрчăран - компресс.
о Миçе çултине кура.
о Çурăм шăммине пулăшма.

2 Дек, 2015

КĂШМАНРА УСĂЛЛĂ ЯПАЛА НУМАЙ

Кăшманра кальципе натри тĕлĕнмелле ăнăçлă /1:10/ шайлашса тăраççĕ. Ку юн тымарĕсенче пухăннă кальцие ирĕлтерме витĕм кÿрет.

Çимĕçре радиацирен, йывăр металсенчен хÿтĕлекен, пыршăлăхра сиенлĕ микроорганизмсене аталанма чăрмантаракан, япăх холестерина кăларакан пектин нумай. Çавăн пекех сĕткенĕ пĕвере çупа витĕнесрен хÿтĕлекен белоксемпе тата аминойÿçексемпе пуян. Тимĕр те çителĕклĕ. Вăл юна лайăхлатать, юн пусăмне йĕркене кĕртет, юн сахал чухне усăллă. Юн тымарĕсене сарнине тата ăс-тăн çивĕчлĕхне лайăхлатнине те палăртмалла.

2 Дек, 2015

КАШНИЕХ ХĂЙНЕ ЕВĔР АТАЛАНАТЬ

1. Пепкен пуçĕ пысăк, апла тăк вăл ăслă.

Ăс-тăн пуянлăхĕ пуç виçипе пачах çыхăнман. Ачан пуçĕ пысăк пулни пуç купташкин шăммисем вăрăмраххине кăна пĕлтерет. Нерв клеткисем вара ыттисенни чухлех.

2. Ачана выляма ушкăн кирлĕ.

3-6 уйăхсенчи пепке ытти ачасене курсан кулать, хăй чĕлхипе темскер пакăлтатать. Çав вăхăтрах ыттисем мĕн тунине тимлĕ сăнать, хăйне çавăн пек тытма хăтланать. Анчах чăн-чăн туслăх йĕркелеме иртерех-ха. Пепкесем хăйне евĕр хутшăнни вара вĕсене кăна мар, аслисене те савăнăç кÿрет.

2 Дек, 2015

ÇУРĂМ ШĂММИНЕ

Пĕтĕм организмăн сывлăхĕ нумай енчен çурăм шăммин сывлăхĕ мĕнле пулнипе çыхăннă. Анчах ăна кун тăршшĕпе питĕ йывăр килет. Çакна шута илсе çурăм шăммине лайăх пăхма, упрама, çирĕплетме тăрăшмалла. Мускавра пурăнакан И.Неумывакин профессор ку тĕлĕшпе ансат мелсемпе усă курма сĕнет.

Алă-чĕркуççи çинче