Комментировать

2 Дек, 2015

КАШНИЕХ ХĂЙНЕ ЕВĔР АТАЛАНАТЬ

1. Пепкен пуçĕ пысăк, апла тăк вăл ăслă.

Ăс-тăн пуянлăхĕ пуç виçипе пачах çыхăнман. Ачан пуçĕ пысăк пулни пуç купташкин шăммисем вăрăмраххине кăна пĕлтерет. Нерв клеткисем вара ыттисенни чухлех.

2. Ачана выляма ушкăн кирлĕ.

3-6 уйăхсенчи пепке ытти ачасене курсан кулать, хăй чĕлхипе темскер пакăлтатать. Çав вăхăтрах ыттисем мĕн тунине тимлĕ сăнать, хăйне çавăн пек тытма хăтланать. Анчах чăн-чăн туслăх йĕркелеме иртерех-ха. Пепкесем хăйне евĕр хутшăнни вара вĕсене кăна мар, аслисене те савăнăç кÿрет.

3. Пепкесем çумăр хыççăнхи кăмпасем пекех ÿсеççĕ.

Çапла, питĕ хăвăрт ÿсеççĕ. Тата майĕпен мар, самантрах темиçе сантиметр хушăнма пултарать. Ку 6-9 уйăхсенче уйрăмах палăрать. Хăш-пĕр пепке çĕр каçипе чылай çитĕнсе кайни те тĕл пулать - ир енне ĕнер тăхăннă япалисем те тăвăрланаççĕ.

4. Тин çуралнă ача нимех те курмасть.

Ку тĕрĕс мар. Унăн куç нервĕ те, улми те, шăрçи те лайăх ĕçлеççĕ. Паллах, хальлĕхе уншăн тавралăхри япаласем уçăмлах курăнаççĕ теме çук. Çапах та аталану питĕ хăвăрт пулса пырать: малтанлăха пепке амăшĕпе ашшĕн питне, куçĕсене, сăмсине уйăрма пуçлать, 6 уйăхра пÿлĕме талккăшпех сăнама пултарать. Çулталăк тултарнă тĕле çитĕннĕ çын пекех курать.

5. Пĕчĕкскер иртерех калаçма пуçлсан каярах утма вĕренет.

Кашни ачан хăйĕн аталану хăвăртлăхĕ: пĕрисем 10 уйăхрах чупса çÿреççĕ, 2 тултарнă тĕле кăна ирĕклĕ калаçма пуçлаççĕ. Теприсем çулталăка çитнĕ тĕле «анне», «атте» сăмахсене питĕ уçăмлă калаççĕ, анчах ура çинче çирĕп тăраймаççĕ-ха.

6. Ачана 6 уйăхрах çÿллĕ пукан çине лартма юрать.

Ача урайĕнче вылянă чухне тытмасăрах тата минтерсем хурса тĕревлемесĕрех лараять пулсан юрать. Çапах та 6 уйăх тĕлне çурăмне кирлĕ пек тытма хăнăхса кăна пырать-ха. Çавăнпа лартма ан васкăр.

7. Ача тĕп алли сулахай е сылтăм пулнипех çуралать.

Ку çапла-ха. Анчах тĕп алли хăшĕ пулнине çуралнă хыççăн темиçе уйăхран кăна палăртма пулать. Сĕтел çине кашăк хурăр. Ача ун патне хăш аллине малтан тăсать - çавă тĕп алли пулать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.