КĂШМАНРА УСĂЛЛĂ ЯПАЛА НУМАЙ
Кăшманра кальципе натри тĕлĕнмелле ăнăçлă /1:10/ шайлашса тăраççĕ. Ку юн тымарĕсенче пухăннă кальцие ирĕлтерме витĕм кÿрет.
Çимĕçре радиацирен, йывăр металсенчен хÿтĕлекен, пыршăлăхра сиенлĕ микроорганизмсене аталанма чăрмантаракан, япăх холестерина кăларакан пектин нумай. Çавăн пекех сĕткенĕ пĕвере çупа витĕнесрен хÿтĕлекен белоксемпе тата аминойÿçексемпе пуян. Тимĕр те çителĕклĕ. Вăл юна лайăхлатать, юн пусăмне йĕркене кĕртет, юн сахал чухне усăллă. Юн тымарĕсене сарнине тата ăс-тăн çивĕчлĕхне лайăхлатнине те палăртмалла.
Кăшман сĕткенĕнче йод, марганец, пăхăр, цинк чылай. Юлашки виççĕшĕ юн тăвассине, япаласен ылмашăнăвне, арлăх тытăмĕн ĕçне лайăхлатаççĕ. Цинк инсулин витĕмне, куç çивĕчлĕхне вăйлатать. Организма вăл миокард инфаркчĕ хыççăн питĕ кирлĕ. Кали атеросклероз, гипертони, чĕрепе юн тымарĕсен ытти чирĕ чухне кирлĕ. Кăшмана хĕрлĕ тĕс кĕртекен япаласем юн тымарĕсем хĕсĕннине ирттереççĕ, капиллярсене çирĕплетеççĕ. Тĕрлĕ чиртен пулăшакан темиçе рецептпа паллаштаратпăр.
u Пĕверпе ват çулĕсем чирлĕ пулсан кашни кун выç хырăмла 100-150 грамм чĕрĕ кăшман çимелле тата кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах пĕр виçепе илнĕ кăшман, хăяр, кишĕр сĕткенĕсен хутăшне çуршар стакан ĕçмелле.
u Хĕрарăмсене кăшман сĕткенĕ уйрăмах усăллă. Ăна кишĕр сĕткенĕпе хутăштарса кунне 2 стакан та пулин ĕçмелле. Уйăх хушши вăхăтĕнче - кунне 2-3 хут пĕчĕк виçесемпе çур стакан. Климакс чухне кăшман сĕткенĕ синтетика гормон препарачĕсенчен чылай лайăхрах витĕм кÿрет.
u Юн тымарĕсем хĕсĕнсен, гипертони аптратсан, вар хытнине çемçетме, лăпланма кăшман сĕткенне пылпа çурмалла е 2 пай кăшман сĕткенне 1 пай шур çырли сĕткенĕпе хутăштарса ĕçмелле. Вăрах вар хытсан темиçе сехет тăрăлса ларнă кăшман сĕткенне выç хырăмла ĕçмелле.
Шута илме. Таса кăшман сĕткенне ĕçсен ăш пăтранма тата пуç çаврăнма пултарать. Малтан кишĕр сĕткенĕ ытларах хушса ĕçмелле, хăнăхса çитсен кăшман сĕткенĕн виçине пысăклатмалла.
Кăшман сĕткенне шăк çулĕсен чул чирĕпе, гломерулонефритпа, пиелонефритпа, подагрăпа, ревматоидлă артритпа, вăрах варвиттипе, гипотонипе, кăкăр хĕртнипе, хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăккипе, сахăр диабечĕпе аптрасан ĕçме юрамасть.
Комментировать