ÇУРĂМ ШĂММИНЕ
Пĕтĕм организмăн сывлăхĕ нумай енчен çурăм шăммин сывлăхĕ мĕнле пулнипе çыхăннă. Анчах ăна кун тăршшĕпе питĕ йывăр килет. Çакна шута илсе çурăм шăммине лайăх пăхма, упрама, çирĕплетме тăрăшмалла. Мускавра пурăнакан И.Неумывакин профессор ку тĕлĕшпе ансат мелсемпе усă курма сĕнет.
Алă-чĕркуççи çинче
Чĕрчунсем остеохондрозпа чирлемеççĕ. Мĕншĕн тесе кĕлеткине горизонтальлĕ тытнă май вĕсен çурăм шăммин сыпăкĕсене этемĕнни чухлĕ йывăр тиев лекмест. Çак пусăм вара питĕ пысăк: тăнă чухне - 150 килограмм, курпунлансан - 275 килограмм, çурăм çинче - 25 килограмм, хырăм çинче - 15 килограмм.
Çавăнпа кирек мĕнле зарядка вăхăтĕнче те алăсемпе чĕркуççисем е алăсемпе ура пÿрнисем çине тĕревленсе упаленни тата çурăма кушак пек авни усăллă. Çапла майпа çурăм шăммине çăмăлллăх кÿме, кантарма, сыпăсене тÿрлетме пултаратпăр.
Унсăр пуçне пилĕк тĕлĕнче ыратнине ирттерме май паракан ансат мел пур. Тикĕс урайне çурăм çине выртмалла, урасене пукан çине чĕркуççисене 90 градус кĕтеспе хуçлатса хумалла. Çапла кунне темиçе минут выртсан та çурăм лайăх канать.
Елка «çумăрĕ»
Радикулит, остеохондроз, çурăм шăммин ытти чирĕ чухне ыратнине ирттерекен хăйне евĕр меслет пур. Елкăна илемлетме усă куракан «кĕмĕл çумăра» 8-10 сантиметр тăршшĕ хăюсем туса касмалла. Вĕсене пир пусма çине картлашка пек, хушшисене пÿрне сарлакăш хăварса, çĕлесе тухмалла. Вĕсемпе перпендикулярлă тата икĕ хăю çыпăçтармалла. Вĕсен хушши 3-4 сантиметр пултăр. Çак аппликаципе ыратакан тĕле çурăм шăммине перпендикулярлă хупламалла, ăна лейкопластырьпе çирĕплетмелле. Унпа 2-3 эрне çÿремелле, çăвăннă вăхăта кăна илмелле.
Комментировать